Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çуркунне 3200 каччă салтак атти тăхăнать

Çурхи призывра повестка илнисенчен 3200 каччă çар ретне тăрать. Вӗсенчен 20-шӗ Президент тата Преображени полкӗсене каять.

Халӗ ӗлӗкхи мар, çурхи призыв вăхăтӗнче ялта та салтак юрри тăтăшрах илтӗнет. Мӗншӗн тесен закон тăрăх, ял хуçалăхӗнче ӗçлекен çамрăксене çуркунне çара илмеççӗ, ака кампанине чăрмав кӳме юраманнипе. Анчах та юлашки çулсенче ял хуçалăхӗнче ӗçлекен çамрăксем нумай мар. Çавăнпа çурхи призыв ял ачисене те пырса тивет. Хальхи вăхăтра призыв кампанийӗ хӗрсех пырать темелле. Сăмах май, пӗрремӗш призыв апрелӗн 23-мӗшӗнчех пулнă, пирӗн республикăран çурхи призывра пӗтӗмпе 3200 каччă çар ретне тăрать. Вӗсенчен 20-шӗ Президент тата Преображени полкӗсене каять.

«Тутарстанран кайнă салтаксем майăн 7-мӗшӗнче Президент инаугурацине хутшăнчӗç. Эпир хамăрăн призывниксемпе мăнаçланатпăр. Вӗсем Раççей çарӗн сăнӗ тата пирӗн мăнаçлăх. Çӗршывăн историлле пулăмӗсене хутшăнаççӗ. Президент полкне лекнисен шучӗ кăçал 250 çынпа танлашӗ, – пӗлтерет ТР çар комиссарӗ Сергей Погодин.

Президент полкне кандидатсене 2010 çулхи апрель уйăхӗнченех суйлама тытăннă иккен.

Çурхи призывра Тутарстанран 156 каччă çар чаçӗсене çитнӗ те ӗнтӗ, çак кунсенче тепӗр 59-шне ăсатӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев