Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Джаз чăвашла та хитре янăрать!

Хусан варринчи ресторан хăнисем историре пуçласа пӗрремӗш хут чăвашла джаз итлерӗç. Пирӗн тӗлӗнмелле пултаруллă юрăç, «Кӗмӗл сасă» Пӗтӗм Раççей чăваш юрăçисен фестиваль-конкурсӗн çӗнтерӳçи Вера Кожеманова юрларӗ.

«Хисеплӗ хусансем, хăнасем, пӗтӗм тӗнчери футбол болельщикӗсемпе фанатсем! Нумай шухăшланă хыççăн эпир хальхилле мар йышăну турăмăр – мундиаль вăхăтӗнче телевизорсем, плазмăсем, проректорлă экрансем лартмастпăр, эппин «Старый рояльте» футбол матчӗсен трансляцийӗ пулмасть, эппин вăл яланхи пекех тутлă кӗвӗ территорийӗ пулса юлать»,– тесе çырать Хусанти «Старый рояль» ресторан администрацийӗ хăйӗн сайтӗнче. Аса илтеретпӗр, кунта тутлă апатланнисӗр пуçне джаз итлесе те киленме пулать. Хусанти, ытти çӗрти паллă юрăçсем, çамрăк юрăçсем хăйсен пултарулăхне кăтартаççӗ.

Июнӗн 15-мӗшӗнче ресторанри меню нихçанхинчен те тутлăрах пулчӗ. Ресторан хăнисем историре пуçласа пӗрремӗш хут чăвашла джаз итлерӗç. Пирӗн тӗлӗнмелле пултаруллă юрăç, «Кӗмӗл сасă» Пӗтӗм Раççей чăваш юрăçисен фестиваль-конкурсӗн çӗнтерӳçи Вера Кожеманова юрларӗ. Пӗр юрă кăна та мар, виççӗ таранах. Ресторан хăнисем чăвашла джаза тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç. Джаз чăвашла та питӗ хитре илтӗннине халӗ Хусан чăвашӗсем кăна мар, çав вăхăтра ресторана килнӗ мӗнпур хăна итлесе, курса ӗненчӗ. Маттур, Вера! (И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана