Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 04.12-10.12

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелени, кампа-тăр паллашни пурлăхпа çыхăннă лару-тăрăва çирӗп­летме пулăшӗ. Хăвăра шанни ӳсет пулин те, асăрхануллăрах пулăр. Лартнă тӗллевсене, плансене уççăн пӗлтермелле мар, хирӗç ӗçлекенсем тупăнӗç. Компьютер техникине туянни ăнăçлă пулӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта сывлăхпа тимлӗ пулмалла. Шăнасран асăрханмалла, çапах та...

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелени, кампа-тăр паллашни пурлăхпа çыхăннă лару-тăрăва çирӗп­летме пулăшӗ. Хăвăра шанни ӳсет пулин те, асăрхануллăрах пулăр. Лартнă тӗллевсене, плансене уççăн пӗлтермелле мар, хирӗç ӗçлекенсем тупăнӗç. Компьютер техникине туянни ăнăçлă пулӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çак тапхăрта сывлăхпа тимлӗ пулмалла. Шăнасран асăрханмалла, çапах та кӗлеткене кăштах пиçӗхтерме пуçлани усса кайӗ. Аван апатланма тăрăшмалла, ытлашши çиесрен те асăрханăр. Йăлт виçеллӗ пулмалла. Ăçта пулсан та хăвăра лăпкăн тытма тăрăшăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ӗç тухăçлă пулӗ. Ӗçченлӗхпе тӗп­лӗлӗх хăй çимӗçне парӗ. Контракт çирӗплетме аван вăхăт. Творчест­вăра тăрăшакансен пултарулăха ӳстересси, харпăр аталану пирки шутламалла. Çӗнӗ çурт тума тытăнма е хваттерте юсав пуçлама ăнăçлă тапхăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Мӗнпур шухăш та финанс лару-тăрăвне лайăхлатассипе çыхăнӗ. Çине тăрса кил валли кирлӗ япаласем туянма шутлатăр. Хаклă йышши капăрлăхсем, искусство япалисем туянма пултаратăр. Çакна хăвăр çине пăхтарас тӗллевпе те тăватăр. Эрне вӗçӗнче укçа-тенкӗ ыйтăвӗсем сиксе тухӗç.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Эрне пуçламăшӗнче шăнса пă­сă­лас­ран асăрханмалла, сывлăш сис­теми айванрах, вăраха кайнă чирсем вăранма пултараççӗ. Аллăра ыраттарма пултаратăр. Тӗрӗс апатланма тăрăшăр, нерв системине упрăр, тарăхнине пусарма пӗлӗр. Харпăр пурнăçра ырă улшăнусем пулӗç.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Кампа та пулин паллашма ăнăçлă вăхăт, хăшӗсем канма кайсан савни тупса килӗç. Мăшăрлисен хутшăнăвӗсем вăйлăрах та çирӗпленӗç. Çав хушăрах хăш-пӗр проблемăсем хутшăнусене ăнланманлăхпа пăтрану кӳрӗç. Иккӗлле лару-тăрусенчен пăрăнăр. Творчествăпа, наукăпа, вӗрентӳре ӗçлекенсен çитӗнӳсем пулаççӗ.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Финанс лару-тăрăвне лайăхлатас тенипе активлăха ӳстеретӗр. Нумай ӗçленисӗр пуçне, кашни япалана ăнланма тивӗ. Паянхи куншăн актуаллă ӗçре кăна тупăш тума пулӗ. Эрне пуçламăшӗнче хак­лă техника туянасран тытăнса тăрăр. Юрату савăнăç кӳрӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Чӗре е апат ирӗлтерекен органсен чирӗсем хăйсем çинчен аса илтерме пуçлӗç. Çапах эрне сывлăхшăн хăрушă мар, хăшӗсем вăй-хал ӳснине палăртма та пултараççӗ. Халăх медицини е психологи практикисем пулăшнипе те сывлăхăра çирӗп­летме пулӗ. Канмаллисене çемьепе ирттерме тăрăшăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Кил-çурт ыйтăвӗсемпе ӗçлекенсемшӗн эрне ăнăçлă пулать, пурăнмалли условисене лайăхлатма шанăç пур. Инçете çула тухма, тӗнпе философи енӗпе вӗренме, творчествăпа наукăра ӗçлеме ăнăçлă тапхăр. Çынсемпе сăмах килтерес енӗпе те эрне аван. Ӗçтешсемпе партнерсем пулăшнипе çитӗнӳсем тăватăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çӗрпе, куçман пурлăхпа çыхăннă операцисене пурнăçламашкăн аван тапхăр. Наука тӗпчевӗсемпе литература ӗçӗ пуйма пулăшӗç, хăшӗсем искусствăра çитӗнӳсем тăвӗç. Ӗçлӗ килӗшӳсене алă пусиччен лайăх тӗрӗслӗр, унсăрăн нимсӗр юлма пулӗ. Уйрăмах эрне варринче асăрханулăх кирлӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Тӗрӗс апатланни, сывлăхпа, харпăр гигиенăпа тимлӗ пулни проблемăсенчен сыхласа хăварӗ. Ӗçре те, килте те тирпейлӗхе упрама тăрăшăр. Пуç мимипе чӗрепе юн тымарӗсен системине ывăнас­ран упрăр. Хăшӗсен тахçанах ӗмӗтленни пурнăçланӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере юратса пăрахма е тахçанхи хутшăнусене тавăрма пултаратăр. Ӗлӗкхи туслăх никӗсӗнче пӗр-пӗрне шанни, туслăх пулнине ăнланса илетӗр. Шанчăклă юлташсемпе пӗр шухăшлисене тупма пултаратăр. Наукăпа творчествăшăн ăнăçлă тапхăр. Сире асăрхаççӗ, сăнаççӗ, çак майпа усă курма тăрăшăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев