News by date 1 December 2017
-
Хулаçырмисен тепӗр диплом
(Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ).Республикăра ял хутлăхӗсен ертӳçисен хушшинче çуллен иртекен конкурса кăçал ноябрӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетрӗç. Юлашки çулсенче Çӗпрел районӗнчи агросектор пур енӗпе те аталаннăран кунти чăваш ял хутлăхӗсем кашни çул тенӗ пекех çӗнтерӳçӗсен йышӗнче. Хулаçырми кантурӗнче çакăнса тăракан дипломсен çумне те акă тепӗр диплом хушăнчӗ. Ял хутлăхӗн ертӳçи Сергей Ананьевич...
-
«Нечкэбил-2017».Чăвашсемшӗн Вьетнам та сасăларӗ
(Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). ТР Президенчӗ тӗрев панипе тата ТР Патшалăх Канашӗпе Правительстви, район администрацийӗсем пулăшнипе çулсерен республикăра иртекен «Нечкэбил» аннелӗхпе çемье конкурсӗн финалӗ ӗнер Хусанта «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче иртрӗ. Финала республикăри 10 районтан 13 çемье тухрӗ. Чăвашсенчен Çӗнӗ Упи (Çӗпрел районӗ) шкулӗн вӗрентекенӗн Наталья Куракинан çемйи виççӗмӗш вырăн...
-
Инвалидсене тӳлевсӗр пулăшу
Халăхсен хушшинчи инвалидсен кунне халалласа Тутарстан Республикин Юстици министерстви I, II тата III ушкăн инваличӗсене, инвалид-ачасене тата вӗсен законлă представителӗсене тӳлевсӗр юридически пулăшу парас енӗпе мероприятисем ирттерет. Хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав илес тесен инвалидсен декабрӗн 4-мӗшӗнче ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин «Восхождение» инвалидсен реабилитаци центрне (Хусан хули,...
-
Паян налог тӳлемелли юлашки кун
Паян, декабрӗн 1-мӗшӗнче, Раççейре пурлăх налогне - çӗршӗн, транспортшăн тата куçман пурлăхшăн - тӳлемелли юлашки кун. Ырантан налог служби тӳлемен налог çине пени хисеплеме пуçлать. Кăçал асăннă служба çынсем патне пурӗ 74 миллион налог уведомленийӗ янă. Налога уведомлени илменнисен те тӳлемеллех. Енчен те çын Федераллă налог службин сайтӗнче регистрациленсе харпăр...
-
Хӗл Мучисем ăмăртрӗç
Анат Камăри «Семья» паркра Хӗл Мучисен конкурсӗ иртрӗ. Унта кăмăл пуррисен пурин те хутшăнма май пурччӗ. Кăçал конкурса 6 претендент хутшăнчӗ. Вӗсен хушшинче Анат Кама телерадиокомпанийӗн представителӗ те пурччӗ - пӗлтӗр Хӗл Мучин алран-алла куçакан туйине шăпах вăл çӗнсе илнӗччӗ. Паркра пуçтарăннă ача-пăча юмахри сăнарсене хăвăрт асăрхарӗ те вӗсемпе сăн...
-
Тупа турӗç
Ноябрӗн 27-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимназире 8-мӗш класра вӗренекенсем çамрăк армеецсен тупине туса присяга йышăнчӗç. Çак проектăн тӗллевӗ - вӗренекенсенче патриотла пахалăхсене аталантарма условисем туса парасси, çар хатӗрленӗвӗн пуçламăш хăнăхăвӗсене алла илесси, патриотизм, юлташлăх, яваплăх туйăмӗсене аталантарасси. «Юнармия» вăл - пӗтӗм Раççейри çарпа патриотла обществăлла юхăм. Çак çамрăксен организацине...
-
Саламлатпăр!
Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Клавдия Васильевна ЛЯНКИНА (СИМУЛИНА) декабрӗн 1-мӗшӗнче 80 çул тултарать. Вăл çакăнтах çуралнă, ӗмӗрне те çакăнтах ирттерет. Çамрăкла пуçласа мӗн тивӗçлӗ канăва кайиччен вăл вырăнти хуçалăхра вăй хунă: бригада ӗçне çӳренӗ, пăрçа çулнă, чӗкӗнтӗр çумласа çитӗнтернӗ, ăна кӗркунне кăларнă. Мăшăрӗпе Петр Федоровичпа вӗсем 7 ача çуратса...
-
Эрнелӗх гороскоп 04.12-10.12
ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелени, кампа-тăр паллашни пурлăхпа çыхăннă лару-тăрăва çирӗплетме пулăшӗ. Хăвăра шанни ӳсет пулин те, асăрхануллăрах пулăр. Лартнă тӗллевсене, плансене уççăн пӗлтермелле мар, хирӗç ӗçлекенсем тупăнӗç. Компьютер техникине туянни ăнăçлă пулӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта сывлăхпа тимлӗ пулмалла. Шăнасран асăрханмалла, çапах та...
-
Халăх календарӗ – декабрь
1-мӗшӗ - халăх календарӗпе Платон тата Роман. Хӗлле мӗнле пулассине кăтартакан кун. Çавăнпа çанталăка сăнамалла. Енчен те кун ăшă-тăк, хӗлле те ăшă пулать, сивӗ-тӗк - шартлама сивӗсем, çиллӗ пулсан вара - тăманлă. Декабрӗн 1-мӗшӗнче çанталăк лайăх пулсан çуркунне ир килет, ăшă пулать тенӗ. 2-мӗшӗ - халăх календарӗпе Андриян. Хӗллехи вӗçен...
-
Кун хыççăн кун
Декабрь, 2 Хӗвел: тухать - 7.51, анать - 15.15, кун тăршшӗ - 7.24. Уйăх: тухать - 15.05, анать - 5.22. 2D-художниксен кунӗ. Раççейре банк ӗçченӗсен кунӗ. Уйăх календарӗпе - 15-мӗш кун. Куна чуна савăнтаракан, ялан ăнса пулакан ӗçрен пуçламалла. Декабрь, 3 Хӗвел: тухать - 7.52, анать - 15.14, кун тăршшӗ...