Сувар

Паян налог тӳлемелли юлашки кун

Паян, декабрӗн 1-мӗшӗнче, Раççейре пурлăх налогне - çӗршӗн, транспортшăн тата куçман пурлăхшăн - тӳлемелли юлашки кун. Ырантан налог служби тӳлемен налог çине пени хисеплеме пуçлать. Кăçал асăннă служба çынсем патне пурӗ 74 миллион налог уведомленийӗ янă. Налога уведомлени илменнисен те тӳлемеллех. Енчен те çын Федераллă налог службин сайтӗнче регистрациленсе харпăр...

Паян, декабрӗн 1-мӗшӗнче, Раççейре пурлăх налогне - çӗршӗн, транспортшăн тата куçман пурлăхшăн - тӳлемелли юлашки кун. Ырантан налог служби тӳлемен налог çине пени хисеплеме пуçлать. Кăçал асăннă служба çынсем патне пурӗ 74 миллион налог уведомленийӗ янă. Налога уведомлени илменнисен те тӳлемеллех. Енчен те çын Федераллă налог службин сайтӗнче регистрациленсе харпăр кабинет уçнă пулсан, ун патне почта урлă хут уведомлени килмесен те пултарать. Сайтри харпăр кабинета кӗрсе тӗрӗслемелле. Налога çавăнтанах тӳлеме те пулать.

Раççей Федераллă налог службин Тутарстан Республикинчи Управленийӗн ертӳçи Марат Сафиуллин пурлăх налогӗсене вăхăтра тӳлеме сӗнет: «Вăхăтра тӳлеменни укçа-тенке, пурлăха арестлесси патне илсе çитерет. Налог тӳлемен çын Раççей тулашне те тухса каяймасть. Çакăн пек чăрмавсемпе тӗл пулас мар тесен налога палăртнă вăхăтра тӳлеме манмалла мар».

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: