Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Французла та шакăртаттарса калаçаççӗ

Хусан Кремлӗ патӗнчи шатера иртен пуçласа Австралипе Словакирен килсе çитнӗ болельщиксем «атакăлаççӗ». Хăна çурчӗсене вӗсем тахçанах броньласа хунă, çавăнпа ытларах хулари паллă вырăнсем, ăçта тутлă апатланма пулни интереслентерет.

Паян, июнӗн 14-мӗшӗнче Раççейре Футболпа тӗнче чемпионачӗ уçăлчӗ. Мундиаль матчӗсене çӗршывăмăрăн 11 хули йышăнать, вӗсенчен пӗри – пирӗн Хусан. Официаллă церемони Мускавра йӗркеленчӗ пулин те, Хусан та паян уяв атмосферипе сывлать. «Казан» çемье центрӗн тӳремӗнче тӗпленнӗ фанзонăра болельщиксен фестивалӗ уçăлчӗ.

Унччен маларах журналистсене Тӗнче чемпионачӗ тӗлне хатӗрленӗ информаци шатерӗсемпе паллаштарчӗç. Вӗсене туристсем чи йышлă çӳрекен вырăнсенче – Бауман урамӗнчи сехет тӗлӗнче, «Ногай» отель, Тӗп чугун çул вокзалӗ, Хусан Кремлӗпе Кивӗ-Тутар слободи патӗнче уçнă. 100 волонтер туристсен кашни ыйтăвне тивӗçтерме хатӗр. Эпир Хусан Кремлӗ патӗнчи информаци шатерӗнче пултăмăр. Журналистсен ыйтăвӗсене ТР туризмпа Патшалăх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов, ТР турист волонтерӗсен ассамблейин директорӗ Юлия Баширова, «Тутарстан Республикин туризм аталанăвӗн центрӗн» генеральнăй директорӗ Дильбар Садыкова хуравларӗç.

Сергей Иванов пӗлтернӗ тăрăх, шатерсем чемпионат вӗçленнӗ хыççăн та кӗркуннечченех ӗçлӗç. Мӗншӗн тесен çулла хулана туристсем йышлă килеççӗ, çав шутра ют çӗршывсенчен те.

– Çакăнта туристсем хулара мӗн интересли пуррине, туризм центрӗсем патне мӗнле çитмеллине, каçхине ăçта кайма пултарнине, ăçта чи лайăх наци кухни вырнаçнине пӗлме пултараççӗ. Кунта вӗсем паллă вырăнсемпе çыхăннă полиграфи продукцине хăйсемпе пӗрле илме пултараççӗ, вӗсене 6 ют чӗлхепе хатӗрленӗ. Чӗлхесене Хусанта иртекен матчсене шута илсе суйланă – вырăс, акăлчан, француз, фарси, испан, нимӗç чӗлхисемпе. Справочниксене Хусан хулипе, Свияжскпа, Аслă Пăлхарпа тата тутар кухнипе хатӗрленӗ, – терӗ комитет пуçлăхӗ.

Шатерсем ирхине 9 сехетрен пуçласа каçхине 9-ччен ӗçлеме тивӗç. Сăмах май, волонтерсемшӗн паян хӗрӳ тапхăр пуçланнă та. Хусан Кремлӗ патӗнчи шатера иртен пуçласа Австралипе Словакирен килсе çитнӗ болельщиксем «атакăлаççӗ». Хăна çурчӗсене вӗсем тахçанах броньласа хунă, çавăнпа ытларах хулари паллă вырăнсем, ăçта тутлă апатланма пулни интереслентерет. Волонтерсем пӗлтернӗ тăрăх, Хусан вӗсене аэропортран тухă хыççăнах кăмăлне кайнă, çанталăк сивӗрех тăни кăна кăштах тӗлӗнтерет иккен.

Дильбар Садыкова обществăлла апатлану заведенийӗсен аккредитацийӗ пирки кӗскен каласа пачӗ. Ăна республикăн Visit Tatarstan официаллă туризм бренчӗ икӗ çул ытла тӗнчере йышăннă стандартсемпе йӗркелесе пырать. Туризм аталанăвӗн центрӗн сотрудникӗсем туристсемшӗн интереслӗ объектсене – кафесемпе ресторансене, хăна çурчӗсене, музейсене, лавккасене, транспорт компанийӗсемпе туроператорсене Visit Tatarstan критерийӗсене тивӗçтернине тӗрӗслесе аккредитацилет. Чемпионат тӗлне, сăмахран, 104 обществăлла апатлану предприятийӗ аккредитаци илме тивӗçнӗ. Ресторансемпе кафесене алăксем çине çыпăçтарнă вырăсла тата акăлчанла çырса хатӗрленӗ тăваткал наклейкăсенчен паллама пулать. Аккредитаци тӗллевӗ – хулара туризмăн паха инфраструктурине аталантарасси, çулçӳревçӗсен интересӗсене тивӗçтересси.

Кремль урамӗнче вырнаçнă «Тюбетей» кафе çак аккредитацие илме шăпах паян тивӗçрӗ те. Кӗтнӗ хӗрлӗ наклейкăна кафе алăкӗ çине Сергей Иванов хăй çыпăçтарса хучӗ, Дильбар Садыкова вара пахалăх сертификатне кафе хуçине тыттарчӗ.

Тӗнче шайӗнчи мероприятисене ирттернин усси пысăк. Вăл республикăри, çӗршыври спорт аталанăвне, спорт объекчӗсен пахалăхне ӳстернисӗр пуçне тӗрлӗ услугăсен сферине те тӗнче шайне кăларма пулăшать. Пӗр вунă çул каялла кăна-ха чаплă кафере е ресторанра ӗçлекен официант е повар акăлчанла калаçма мар, сывлăх сунма та аран пултарнă пулсан, паян пӗчӗк кафере тăрăшакан та шакăртаттарса французсемпе те, китай çыннипе те çăмăллăнах хутшăнма пултараççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев