Геннадий Архипов çуралнăранпа 60 çул çитет
Чăваш наци конгресӗн иккӗмӗш Президенчӗ Г.Н. Архипов çуралнăранпа 60 çул çитнĕ май, ноябрӗн 29-мӗшӗнче 15 сехетре Чăваш патшалăх гуманитари институчӗн ларусен залӗнче çавра сӗтел иртет. Унăн теми «Чăваш наци культура чĕрĕлĕвĕн ăс-хакăл ертӳçисем тата вĕсен тӳпи, ăраскалĕ». Çавра сӗтеле Чăваш Республикинчи тӗрлӗ пысăк çынсем хутшăнмалла, çав шутра вӗрентӳпе культура министрӗсем...
Чăваш наци конгресӗн иккӗмӗш Президенчӗ Г.Н. Архипов çуралнăранпа 60 çул çитнĕ май, ноябрӗн 29-мӗшӗнче 15 сехетре Чăваш патшалăх гуманитари институчӗн ларусен залӗнче çавра сӗтел иртет. Унăн теми «Чăваш наци культура чĕрĕлĕвĕн ăс-хакăл ертӳçисем тата вĕсен тӳпи, ăраскалĕ». Çавра сӗтеле Чăваш Республикинчи тӗрлӗ пысăк çынсем хутшăнмалла, çав шутра вӗрентӳпе культура министрӗсем те.
Геннадий Архипов (йывăр тăпри çăмăл пултăр) Конгресра пуçлăх пулнă вăхăтсене пӗр енлӗн кăна хаклакан çук. Хăш-пӗрисем ăна «застой», çухатнă вăхăт теççӗ, теприсемшӗн вăл вышкайсăр аталану пек туйăнать. Наци юхăмӗнчи ертӳçӗсенчен хушшинче Архиповăн обществолла позицийӗпе вуççех те килӗшменнисем те пурччӗ. Вӗсен хушшинче хальхи культура министрӗ Яковлев, Чăваш халăх поэчӗ Туркай тата ыттисем. Паян хăшӗ-пӗрисем хăйсем критика айӗнче. Тен, Архипов позицийӗсем вăйсăртарах пулнипе те Мускавра Аксаков ертсе пыракан Федераллă ЧНКА вăй илме пуçланăччӗ. Регионсенчи хастар чăваш ертӳçисене, бизнесменсене çӗршывăн тӗп хулинче пуçтарса вăл ЧНК витӗмне самай пӗчӗклетрӗ. ФНКАЧР чăмăртанни Шупашкара ниепле те тивӗçтерейме пултараймасть. «Кавир айӗнчи» тӗркӗшӳ пуçлансан Архипов кам майлă пуласси каламасăрах паллăччӗ. Анчах Аксаков чăвашсен федераллă автономийӗнчен кайсан унăн, ячӗ кăна юлчӗ. Халӗ вăл те пур, те çук. Илтместпӗр унăн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен.
Истори йăлтах хăй вырăнне лартать теççӗ. Геннадий Архипов сăн-сăпачӗпе те çаплах пулать пулӗ. Çапах унăн çитӗнӗвӗсем те пур. Тӗслӗхрен, чăваш арçыннисем хушшинче тӗрленӗ галстук çыхса çӳресси шăпах унран пуçланчӗ.
Геннадий Архипов каланисем
Эпĕ республика тулашĕнчи йăхташăмăрсем патне нумай тухса çӳретĕп.
Сăн‐сăпачĕ те, шухăшлавĕ те пĕрешкел мар пек вĕсен.
Анчах авалтан килекен йăла-йĕркене, чи кирли, тăван чĕлхемĕре
упраса хăварас тĕллев пĕрлештерет вĕсене.
Пĕр-пĕринчен аякра пурăнакан тăванăмăрсене пĕр йыша чăмăртама
кирлĕ те Чăваш наци конгресĕ.
Аслă пухусене вĕсем чăн‐чăн уяв вырăнне хурса килеççĕ,
«Чун‐чĕререн пуянланса таврăнатпăр тăван тăрăха», - теççĕ.
* * *
ЧНК политика партийĕ мар, унăн идеологийĕ - чăвашлăх,
апла тăк пирĕн алăксем пуриншĕн те яри уçă.
Килĕр, иртĕр, алла-аллăн тытăнса ĕçлĕпĕр.
Татса памалли ыйту вара капламĕ‐капламĕпе.
Шел те, кашнине тенĕ пекех «çапăçса» çĕнтерме тивет.
Ав Акатуя тинех Шупашкар тӳремĕсене кăлартăмăр.
Халь вара ун валли ятарлă вырăн хăтласчĕ.
* * *
Тавлашни лайăх та пуль, тепĕр чух хăнăхнă япаларан писмелле.
Анчах хирĕçлетĕн пулсан - пархатарлă шухăш сĕнме те пĕл.
Çакă пулĕччĕ те тавлашăвăн усăллă çимĕçĕ.
Шăпах çакнашкал çынсемпе эпĕ ĕçлеме хатĕр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев