Сувар

Кăçал тата тепӗр 12 çӗнӗ шкул пулать

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Татьяна Ларионова пӗлтернӗ тăрăх, 2018 çулта 12 çӗнӗ шкул лартма, 16 шкула тата 12 кадет учрежденине юсама тӗллев лартнă.

Тутарстанра кăçал 12 çӗнӗ шкул ӳссе лармалла. Кун çинчен Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Татьяна Ларионова пӗлтернӗ.

« 2017 çулта 29 шкула тата 7 коррекци шкулне юсанă. 2018 çула 12 шкул лартма плана кӗртнӗ. 16 шкула тата 12 кадет учрежденине юсамалла»,– тенӗ вăл кăçала палăртнă планпа паллаштарса.

РФ Патшалăх Думин тата ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, ТР Министрсен Кабинечӗн представителӗсем, тухтăрсемпе профессорсем, Раççейпе Тутарстанăн ведомствăсен представителӗсем çитес вăхăтра пӗрле пухăнса РФ Президенчӗн «Ачалăх вунăçуллăхӗ» программăн юхăмӗсене палăртӗç. Специалистем виçӗ площадкăра шкул çулне çитменнисене, шкул ачисемпе студентсене тӗрӗс медицина пулăшăвне парамаллине, вӗсен сывлăхне мӗнле сыхламаллине сӳтсе явӗç. (В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: