Сувар

Канмалли кунсенче тăм ӳкет

Тутарстанра вăйлă çил-тăвăл тухать, çӗрле вырăн-вырăнпа тăм та ӳкет.

ТР Гидрометцентрӗ республикăра паян çил-тăвăл тухассине пӗлтерет. Май уйăхӗн 26-27-мӗшӗсенче çӗрле тăм ӳкет, вырăн-вырăнпа тăпрари температура минус 1 градус таран анма пултарать.

Çаплах майăн 26-30-мӗшӗсенче вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Канмалли кунсенче Тутарстанра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ çанталăк пулать, çумăр çумасть. Çил вырăн-вырăнпа çеккунтра 17-18 метр хăвăртлăхпа вӗрет. Çӗрле 1-6 градус, шăматкун кăнтăрла – 14-19, вырсарникун 18-23 градус ăшă пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Теги: Погода
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: