Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Каравонра» Надежда Бабкина юрлать

«Каравона» 11 регионтан пурӗ 150 ушкăн, 130 ал ăсти килет. Фестивале Хусантан тӳлевсӗр автобуссем йӗркелеççӗ.

ТР Президенчӗн Указӗпе, май уйăхӗн 26-мӗшӗнче Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче çулленхи Вырăс культурин кунӗ, урăхла каласан, йăлари «Каравон» иртет. Хăнасене нумай çӗнӗлӗх кӗтет хальхинче, çавах та уявăн формачӗ улшăнмасть, яланхи пекех вырăс халăх юррин фестивалӗ пулать вăл. Чăн та, хальхинче ăна вырăнти «Каравон» ансамбль 30 çул тултарнине халаллаççӗ. Çавăнпа фестиваль ытти çулсенчинчен хăйне евӗрлӗрех иртет. Сăмах май, Республикăри йăла культурисен аталанăвӗн центрӗн директорӗ Фанзиля Хакимовна Завгарова майăн 21-мӗшӗнче «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, вырăссен вăйă карти юррине хăйне евӗрлӗ юрлас ăсталăх Лайăш районӗсӗр пуçне Раççейре урăх ниçта та упранса юлман. Уяв хăнисем çак ăсталăхпа та паллашӗç, «Каравон» ансамбль ăна уява вӗçлекен вăйă картинче юрласа кăтартӗ.

Кăçал фестивале Раççейӗн 11 регионӗнчен пурӗ 150 пултарулăх ушкăнӗпе 130 ал ăсти килет. Çавна кура кунта темле кичем çыннăн кăмăлне те уçӗç. Никольски ялӗпех кӗрлесе кăна тăрасса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем, яланхи йăлапа хальхинче те харăсах темиçе площадка ӗçлет. Калăпăр, кăмăл пуррисем «Разлихой овражек» площадкăра арçын ташшине ташлама, тӗрлӗ вăййа хутшăнса вăйпа правурлăха тӗрӗслеме пултараççӗ. «Ăстасен хулинче» вара хăйсен аллипе асăнмалăх сувенирсем ăсталама та май пур. Халăх тумӗ тăхăнса сăн ӳкерӗнес текенсене ятарлă фотосалонсем кӗтеççӗ. Чи пӗчӗккисене те манман, вӗсем валли «Потешный дворик» вăйă площадки пулать. Тӗп сценăпа «Завалинка» тата «Камаринская» концерт площадкисенче вырăнти, республикăри тата Мускавран, Чăваш Енрен, Киров, Самар, Киров, Ульяновск облаçӗсенчен, Ӗпхӳ, Ижевск хулисенчен килекен пултарулăх ушкăнӗсем ылмашăнса кунӗпех юрлӗç. Фестивалӗн тӗп хăни вара кăçал Раççей паллă юрăçи Надежда Бабкина тата вăл ертсе пыракан «Русская песня» ансамбль.

«Каравона» çитсе килме тӳлевсӗр транспорт та йӗркелеççӗ. Хусантан 29 «Буревестник» пысăк атобус ирхине 8 сехетрен пуçласа 9.30 сехетчен Çӗнтерӳ проспектӗнчен, Г.Камал театрӗ тата «Корстон» культурăпа кану комплексӗ умӗнчен кашни çур сехетрен каять. Каялла та çак автобуссемпех кӳрӗç. Кунсăр пуçне çав кун «Каравона» тӳлевлӗ рейссем те пулаççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев