Кайăк-кӗшӗк грипӗ çыншăн хăрушă-и?

Кайăк-кӗшӗк грипӗ çынна чирленӗ чӗрӗ е вилӗ кайăк-кӗшӗкрен ерес хăрушлăх пур. Вăл çынна куç пăсăлнинчен пуçласа ӳпке чирӗ таранах яма пултарать.
Республикăн ветеринари специалисчӗсем пӗлтернӗ тăрăх, кайăк-кӗшӗк грипӗ енӗпе лару-тăру хальлӗхе тимлӗхре. Чир чăх-чӗп ӗрчетекен пысăк предприятисене тивмен. Республикăн Атăл ку енчи 7 районти (Çӗпрел, Пăва, Апас, Кайпăç, Теччӗ, Камско-Устьински, Тури Услон) 24 харпăр хуçалăхра палăрнă. Вӗсенчи мӗнпур кайăк-кӗшӗке илсе кайса çунтарнă ӗнтӗ, витисене дезинфекциленӗ. Çак районсенчи 16 яла карантина хупнă. Чир сăлтавӗ Чăваш Енрен чирлӗ чӗпсем килсе сутни-мӗн. Тивӗçлӗ мерăсене çийӗнчех йышăннăран (кӳршӗллӗ Чăваш Енпе Ульяновск облаçӗн чиккисенче ветеринари посчӗсем йӗркеленӗ, чăх-чӗп, хур-кăвакал чӗпписене сутма чарнă) юлашки темиçе кун чир палăрнă пӗр тӗслӗх те пулман.
Чăн та, ку чир Раççейре май уйăхӗнченпех палăрма пуçланă-ха. Паянхи кун тӗлне ăна Саратов, Пенза, Курск, Самар, Смоленск, Чулхула, Орел облаçӗсенче, Чăваш Енре (пурӗ 65 вырăнта) тупнă. Çавăнпа та республикăна кӳрекен чăх-чӗп продукцине лаборатори тӗрӗслевӗсӗр сутлăха ямаççӗ.
Аса илтеретпӗр, кайăк-кӗшӗк грипӗ çынна чирленӗ чӗрӗ е вилӗ кайăк-кӗшӗкрен ерес хăрушлăх пур. Вăл çынна куç пăсăлнинчен пуçласа ӳпке чирӗ таранах яма пултарать. Çавăнпа та специалистсем республикăра карантин пӗтмесӗр хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмаллине асăрхаттараççӗ: чăх ашне тата çăмартана лайăх пӗçерсе çимелле. Телее, республикăра хальлӗхе çынсем çак чирпе чирленӗ пӗр тӗслӗх те çук-ха.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
4 июля 2022 - 09:28В Канашском транспортно-энергетическом техникуме состоялось вручение дипломов выпускникам 2021-2022 учебного года Представители АО «Транснефть - Прикамье» приняли участие в церемонии вручения дипломов выпускникам Канашского транспортно-энергетического техникума – одного из корпоративных образовательных центров компании. Всего дипломы получили 260 выпускников: 169 человек - по программам подготовки квалифицированных рабочих, 91 человек - по программам подготовки специалистов среднего звена, 59 из которых будут направлены для трудоустройства в 10 организаций системы «Транснефть» от Балтики до Восточной Сибири и Дальнего Востока.4100
-
3 июля 2022 - 11:19Çамрăксем нумайччӗ ялта ун чух... Зиновий Петрович Морозкин пысăк стажлă культура ӗçченӗ. Вăхăтӗнче Чăваш Чакăлтăм клубӗн ертӳçи, район Ӗçтăвкомӗн культура уйрăмӗн инспекторӗ, Аслă Тарханпуç Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи, Пăхăрçă клубӗн ертӳçи пулнă. «Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчен пуçланă хамăн ӗç çулне, Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчех вӗçлерӗм», – шӳтлет вăл хăй кун пирки.15200
-
3 июля 2022 - 10:12Кунта телефонра ларма вăхăт çук Хальхи саманара кашнин аллинче мобильлӗ телефон пур. Çакă пӗр енчен питӗ аван – пур ӗçе те ниçта та каймасăрах татса пама май парать смартфон. Тӗрлӗ ӗç тума пӗрлешнӗ çынсем час кăна Ватсап мессенджерта ушкăн йӗркелеççӗ, кирлӗ ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Лагере çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем валли те çапла ушкăн уçрăмăр Ватсапра. Кунсерен ачасем мӗнле каннине сăн ӳкерсе çавăнта вырнаçтартăмăр. Ашшӗ-амăшӗсем питӗ кăмăллă пулчӗç, лагерь пуçлăхӗпе воспитательсене нумай тав сăмахӗ каларӗç. Ачасем хăйсем тата еплерех хавасчӗ! Эппин канăва тӗрӗс йӗркеленӗ шкул çумӗнчи лагерьте – ку чи пӗлтерӗшли.13800
-
3 июля 2022 - 09:01Хӗрарăма хисеплемен арçын Таса Турă Амăшне хисепе хуманнине пӗлтерет «Игнатий владыка, хӗрарăм çăтмаха арçын урлă кăна кӗме пултарать тесе калать хăш-пӗри. Нумай пулмасть пӗр ушкăнра кун пирки калаçу çуралчӗ. «Хӗрарăм вăл арçыннине юраймасан, пăхмасан çăтмаха кӗреймест. Арçын урлă выртать çак çул», – татса каларӗ пӗр хисеплӗ çын. Ман шутпа, вăл йăнăшать. Апла пурнăçра – ӗçре, кил хуçалăхра ырăпа палăрсан та, ачи-пăчине Турра юрăхлă ӳстерсен те, темле кӗл туса пурăнсан та, шухăш-кăмăлӗпе таса пулсан та хӗрарăм арçынна юраймасан çăтмаха кӗреймест пулать? Ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн».11500
-
7 июня 2022 - 17:22Профилактика
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
10 июня 2022 - 09:40Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗПăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ те унта пурăнакан Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ.68900
-
3 июня 2022 - 12:21Хисеплӗ Дмитрий Анатольевич, эпир сире республикăра пурăнакан мӗнпур чăваш ятӗнчен çуралнă кунпа саламласа ăнăçу сунатпăрИюнӗн 3-мӗшӗнче хисеплӗ çыннăмăр, чăваш халăхӗн сумлă та пултаруллă ывăлӗ, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ, Хусанти çу комбиначӗн генеральнăй директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Анатольевич САМАРЕНКИН çуралнă кунне паллă тăвать.88100
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!128200
-
1 июля 2022 - 05:44Паян Нурлатра Уяв, ыран Аксура Июлӗн 1-мӗшӗнче Нурлатри яланхи вырăнта «Уяв» пулать. Унăн вăхăтне июнӗн 25-мӗшӗнчен ятарласа июлӗн 1-мӗшне куçарчӗç, мӗншӗн тесен çак кун Нурлатра тăван чӗлхесене аталантарас тӗлӗшпе зонăри семинар-канашлу иртет48702
-
1 июля 2022 - 09:17АО «Транснефть – Прикамье» модернизировало систему пожарной безопасности в Удмуртском РНУ АО «Транснефть – Прикамье» завершило работы по модернизации системы пожарной безопасности офиса Удмуртского районного нефтепроводного управления25000
-
1 июля 2022 - 13:13На YouTube канале «БуНиБу» размещено новое видео Новый подкаст «Шулай язган» про любовь и отношения.23300
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика