Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Халăха пӗлтермесӗр йышăннă

Пăлханма пуçланă халăх патне полици сотрудникӗсем çиччас персе çитрӗç. Омон килессипе хăратса поселокра пурăнакансене саланма ыйтрӗç, администраци пуçлăхӗ патне ӗç ушкăнне йӗркелесе кайсан лайăхрах пулӗ тесе сӗнчӗç.

Ӗнер, июнӗн 8-мӗшӗнче Хусанти Дербышки поселокӗнчи çынсем Саид Галиева ячӗллӗ Культура çурчӗ умне çумăра пăхмасăрах пуçтарăнчӗç. Вӗсем кунта поселок урлă пысăк автомагистраль тума чарас акципе тухнă. Пуху пуласси пирки вотсапри ушкăнсенче те, «ВКонтактере» ятарласа уçнă страницăра та çырса пӗлтернӗччӗ. Анчах митинга йӗркелӳçӗсем вырăнти влаçсене пӗлтермесӗр, килӗшмесӗр пуçтарнă иккен. Пăлханма пуçланă халăх патне полици сотрудникӗсем çиччас персе çитрӗç. Омон килессипе хăратса поселокра пурăнакансене саланма ыйтрӗç, администраци пуçлăхӗ патне ӗç ушкăнне йӗркелесе кайсан лайăхрах пулӗ тесе сӗнчӗç.

Сăмах май, çак кун Хулари тӗп архитектура управленине пуçаруллă ушкăн çитнӗ те иккен, анчах митинг пулмасси пирки пӗлтерме маннă. Халăх пăлханăвӗ пӗр ахаль мар. Пуян коттеджлă «ялсем» патне поселок урлă пысăк автомагистраль тума йышăнсан Советская тата Тополевая урамӗсенчи чылай çурта ишме тивет. Шăп çак урамсем тăрăх иртмелле иккен çул. Маларах генплан тăрăх, автотрасса Нагорный, Хурăнлăх урлă иртмеллеччӗ. Халăх активлă хирӗç тăнă, телевидение явăçтарнă хыççăн çула Дербышкине куçарма шутланă. Çӗнӗ варианта халăха систермесӗр, МХХсенче пӗлтермесӗр вăрттăн июнӗн 5-мӗшӗнче йышăннă, поселокра пурăнакансен шухăшӗсене итлеме пурӗ те пӗр кун палăртнă – июнӗн 6-мӗшне. Паллах, çынсем пӗлмесӗр юлнă. Çавăнпа пăлханма пуçланă та.

Дербышкисем халӗ кашни майпа усă курма тăрăшаççӗ, социаллă сетьсенче ушкăнсем йӗркелесе шăв-шав çӗклеççӗ.

Июнӗн 8-мӗшӗнче пуçаруллă ушкăн хулари тӗп архитектура управленийӗнче пулчӗ терӗмӗр. Çавăнта поселокра пурăнакансем хăйсен шухăшӗсене пӗлтернӗ. Шута илӗç-и вӗсен сассисене е çук – пурнăç кăтартӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев