Сувар

Хастарсене Пуçлăх сехечӗ

Пирӗн чăваш халăхӗн чунӗ яланах уçă пулнă, эпир тӗрӗс-тӗкел, яваплăха туйса ӗçленӗ...

Республика пуçлăхӗ палăртнă тăрăх, Республика кунӗ умӗн Чăваш Енре тăватă çӗнӗ производство площадки уçăлнă. Вӗсем республикăри экономикăшăн пысăк пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн тесен конкуренцие чăтакан продукци кăларма, çӗнӗ ӗç вырăнӗсем йӗркелеме, бюджета укçа-тенкӗ кӗме пулăшать.

«Малалла та пирӗн çавнашкал утмалла, çитменлӗхсене çӗнтермелле. Халăх пурнăçне лайăхлатса пымалла. Çавăнпа та сире чунтан тухакан ăшă сăмахсемпе тавтапуç калатăп. Пирӗн чăваш халăхӗн чунӗ яланах уçă пулнă, эпир тӗрӗс-тӗкел ӗçленӗ, яваплăха туйса ӗçленӗ. Çавнашкал малалла пирӗн Раççей Федерацийӗпе пӗрле утмалла пултăр. Уяв ячӗпе сире!» – терӗ Михаил Игнатьев. Яланхи пекех наци хастарӗсене Пуçлăх сехечӗсем парнелерӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: