Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кунта 4 тонна чак-чак!

Чи пысăк кӗтменлӗх вара болельщиксемшӗн 4 пин килограмм таякан чак-чак пулчӗ.  Чемпионата  хатӗрленӗ чак-чак тӳрех Рекордсен Гиннес кӗнекине кӗчӗ. Çак пылак çимӗçпе фанзонăна килнӗ кашни болельщика хăналарӗç. 

Пуçланчӗ, юлташсем, пуçланчӗ спорт уявӗ. Темиçе сехет каялла кăна-ха, Мускавра чемпионата уçас церемони умӗн, Хусанта «Хусан» Çемье центрӗ умӗнче болельщиксен фестивалӗ уçăлчӗ. Церемоние ТР Президенчӗ Рустам Минниханов уçрӗ. Вăл хусансемпе хăнасене лайăх спорт уявӗ сунчӗ, Хусан хăнасене яланах хапăл тунине каларӗ. Кунтах чемпионатăн символӗcем –  гол кӗртекен кашкăр та, 3-шер метр пысăкăш футбол мечӗкӗсем те пурччӗ.  Шăпах çав мечӗксене сцена çинчен тапса ярса фестиваль уçăлнине пӗлтерчӗç те.

Палăртса хăварам, фестивале хусансем яланхи пекех çӳллӗ шайра уçрӗç.  Çав темиçе минут хушшинче харăсах виçӗ чӗлхепе вырăса, тутарла тата акăлчанла Хусанпа, Тутарстанпа туллин паллаштарчӗç. Пысăк экран çинче кăтартнă Пăлхар, Свияжск утрав хула çинчен видеоролик чунри кашни хӗлӗхе пырса тивсе республикăпа мăнаçланма хистерӗ.

Кам кăна çукчӗ унта, фанатсем мӗнле кăна çӗршывран килсе çитмен. Кашни хăй çӗршывӗн ялавӗпе. Кам мӗнле пуль те пӗрне лайăх ăнлантăм: футболра чикӗ те, наци те çук, вăл пысăк спорт!

 Чи пысăк кӗтменлӗх вара болельщиксемшӗн 4 пин килограмм таякан чак-чак пулчӗ.  Чемпионата  хатӗрленӗ чак-чак тӳрех Рекордсен Гиннес кӗнекине кӗчӗ. Çак пылак çимӗçпе фанзонăна килнӗ кашни болельщика хăналарӗç.  Фанзона уçăлчӗ кăна-ха, вăл матч вӗçелничченех ӗçлет. Раççейӗн 11 хулинче иртекен кашни матча кунти пысăк экран çинче пуринпе пӗрле курма пулать. Ку чăнах та спорт уявӗ! (Автор тата Д.Глухов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу