Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусан тухтăрӗсем темле форс-мажора та хатӗр

Чемпионата хутшăнакан медицина сотрудникӗсене акăлчан чӗлхине вӗрентнӗ.

FIFA футболпа тӗнче чемпионатӗнче медицина тивӗçтерӗвӗ 2017 çулти Конфедерацисен Кубокӗнчи майлах пулать. Кун пирки журналистсемпе тӗл пулсан ТР Сывлăх Сыхлав министрӗн çумӗ Ильдар Фатихов пӗлтерчӗ.

Стационарлă тата ятарлă, çав шутра çӳллӗ технологиллӗ медицина пулăшăвӗпе тивӗçтерме чемпионатăн тӗп госпиталӗсен шутне ТР Сывлăх сыхлав министерствин Республикăн (РКБ) тата Хусанти 7№ клиника больницисене кӗртнӗ. Вӗсем «Оргкомитет» «Россия-2018» автономлă коммерцилле мар организаципе килӗшӳ çирӗплетнӗ.

Министр çумӗ пӗлтернӗ тăрăх, чемпионатра пурӗ 325 çын ӗçлӗ, çавсенчен 277-шӗ тӗп тытăмра, 48-шӗ резервра. Мундиаль вăхăтӗнче ӗçлекен медперсоналпа васкавлă пулăшу ушкăнне хушса тӳлеççӗ. Çавна май, хăш-пӗри тӗп ӗç вырăнӗнчен административлă отпуск илсех кайнă. Матчсем «Казань Арена» стадионра иртнипе çак об ъекта уйрăм тимлӗхпе тивӗçтереççӗ. Унта 11 медицина пункчӗ ӗçлӗ, куракансем валли те клиника пулать. Арена хӳттинче 20 мобильлӗ медицина бригадипе 16 васкавлă пулăшу бригади тăрӗ. Болельщиксен фестивалӗн площадкинче те 5 реанимаци вырăнӗллӗ медпункт, васкавлă пулăшупа мобильлӗ медицинăн 5-шер бригади ӗçлӗ. Командăсем вырнаçнă базăсенче те, тренировка площадкисенче те, хăна çурчӗсен çумӗнче те талăкӗпех васкавлă пулăшу командисем тăрӗç. Пӗтӗмпе чемпионата 26 васкавлă, 25 мобильлӗ пулăшу бригадисемпе 12 медпункт хутшăннă. Ильдар Разинович Хусан медикӗсем темле форс-мажора та хатӗрри пирки каларӗ. 2018 çул пуçламăшӗнче Пӗтӗм Раççейри катастрофа медицинин центрӗнче 2 тренер-инструктора вӗрентсе кăларнă. Апрель уйăхӗнче вара вӗсем хăйсем вырăнти медперсоналпа тренингсем ирттернӗ. Мӗнле калас, FIFA республикăри сывлăх сыхлав умне лартнă требованисене пурне те шута илнӗ. Тутарстансене ку вăхăтра республикăна ют çӗршыв çыннисемпе пӗрле тӗрлӗ вирус, инфекци чирӗсем килесси те сисчӗвлентерет. Министр çумӗ ку енӗпе те мерăсем йышăннине каларӗ. Аэропортсенче те, чукун çул вокзалӗсенче те тӗрӗслев пункчӗсем пулаççӗ.

Каласа хăвармалла чӗлхе енӗпе те йывăрлăхсем пулмӗç. Ильдар Фатихов сăмахӗсемпе, чемпионата хутшăнакан медицина сотрудникӗсене акăлчан чӗлхине вӗрентнӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу