Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Учӳксем ирттерни япăх-им?

Акă ăçта упраннă пирӗн аваллăх. Тӗне кӗменнисем çинчен уйрăм мар, пӗтӗмӗшле чăвашсем çинчен эпир мӗн пӗлетпӗр? Нимӗн те. Шкулта вӗрентмен пире хамăр халăхăн историне. Çавăнпах пуль хамăра мӗскӗн халăх вырăнне хурса тăван чӗлхерен вăтанатпăр паян.

Учӳк пăтти пӗçерсе Турăсенчен ырă çанталăк, лайăх тухăç тата ял çийӗн усал-тӗселе сирсе яма ыйтас йăла республикăри чăваш ялӗсенче пуринче мар пулсан та, сыхланса юлнах. Пытармăпăр, Элметри тӗне кӗмен чăвашсем Учӳка фестиваль пек ирттернине хăш-пӗр чăваш ырламасть. Вӗсен шучӗпе, йăлана пăсни ку, учӳк савăнмалли мешехе мар.Тепӗр тесен, чăвашсем эпир халь хăш йăлана мăн асатте-асаннесенчен юлнă йӗркене пăхăнса ирттеретпӗр-ха? Туя кафе-ресторанта тунă чух-и е виле пытарсан 40-мӗшне асăннă кун çӗнӗ хăтари пек парне валеçсе-и?

Элметсен Учӳкне пӗлтӗр хам куçпа курма май пулчӗ. Кам мӗнле пуль те, манăн вӗсене мухтас, тав тăвас килет. Элметсем тăрăшнипе тӗнчере тӗне кӗмен чăвашсем те пуррине пӗлтӗмӗр-çке. Мӗнле пуян культура пирӗн халăхăн. Минипай, Пинеслу, Ухтияр пек чăн чăваш ячӗсем кăна мӗне тăраççӗ тата. Акă ăçта упраннă пирӗн аваллăх. Тӗне кӗменнисем çинчен уйрăм мар, пӗтӗмӗшле те чăвашсем çинчен эпир мӗн пӗлетпӗр? Нимӗн те. Шкулта вӗрентмен пире хамăр халăхăн историне. Çавăнпах пуль хамăра мӗскӗн халăх вырăнне хурса тăван чӗлхерен вăтанатпăр паян. Шкулта тăван чӗлхене вӗрентес шăпана ашшӗ-амăшне татса пама ирӗк панă хыççăн, çитес вăхăтра хамăр мӗнле халăхăн ывăл-хӗрӗ пулнине вуçех манасси те куçкӗрет.

Çавăнпа Учӳка эпӗ тăван халăх культурипе паллашмалли тепӗр мероприяти пек йышăнатăп. Сăнаса пăхсан, мешехене концерт тăрăх кăна хакламасан, элметсем йăлана пăсманнине те куратăн. Калăпăр, Учӳкăн чăн йăли кунта халăх куçӗ валли мар, ăна вырăнти ватăсем хӗвел тухсанах туса ирттереççӗ. Йăлана аван пӗлнине пӗлтӗр Шупашкартан ятарласа Учӳк йăлипе паллашма килнӗ тӗпчевçӗ, академик Виталий Станьял та çирӗплетрӗ. Учӳк йăлипе фестиваль вырăнӗсем те расна, пӗр тӳремре мар вӗсем. Çитменнине халăх уяв тӳремне хуранта пăсланса пăтă пиçнӗ вăхăта кăна пуçтарăнать. Тата çакна асăрхарăм: уявăн официаллă пайӗ вӗçленнӗ хыççăн сцена çинче пултарулăх ушкăнӗсем, Шупашкар артисчӗсем тухса хуть мӗнле юрă юрласан та вырăнти халăх сике-сике ташламасть. Ку уявра ташлама юраманнине элметсем асра тытаççӗ. Кайран, уяв вӗçленес умӗн Учӳк пăттипе Турăсене кӗлӗ туса сăйласан, пухăннă халăха пурне те учӳк пăттине çитереççӗ. Кунта та хăйӗн йăли пур, пăтта чăвашсем шăппăн çиеççӗ. Ахăлтатса кулса хăналанмалли сăлтав маррине уява курма килнӗ ют халăх çынни те ăнланать. 

Асăнса хăварам, Учӳк йăлине Элметре кăна мар, Çарăмсан, Пăвапа Çӗпрел районӗсенчи хăш-пӗр ялта та ирттереççӗ. Пăвари Кипеккассинче те июнӗн 28-мӗшӗнче çак йăлана туса ирттерме палăртнă акă. Çӗпрел районӗнчи Упире те пур ку йăла. Уписем пӗлтернӗ тăрăх, çак йăлана çӗнӗрен чӗртсе ирттерме тытăннăранпа ку тăрăхра чăнах та тӗлӗнтермӗшсем  пулаççӗ иккен. Калăпăр, типӗ çулсенче районта ниçта та пӗр тумлам çумăр ӳкмесен те, çак ялсенче çăвать. Япăх-им-ха кун пек уявсем чăвашсен пурри? Ман шутпа çук. Çын ырă кăмăлпа ырра шанать-тӗк, ырри пулать. (Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана