Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ку çурăлмасть те, çухалмасть те

Раççейӗпе илес пулсан, 5 пине яхăн медицина учрежденийӗ пурӗ 1,5 миллион электронлă больничнăй çырса панă. Тутарстанри 323 медицина организацийӗнчен 170-шӗ çӗнӗлле меслет çине куçнă.

Экономикăна цифрăлама пуçлани майӗпен пурнăçăн кашни сферине кӗрсе пырать. Вăхăтлăх ӗçлеме пултарайманнине çирӗплетекен хутсем те ак Тутарстанра электронлă формат çине куçса пыраççӗ, республикăри медицина учрежденийӗсен статистикипе, çак цифра паян пӗр пинпе танлашать. Урăхла каласан, пин çын больничнăй хутăн электронлă вариантне суйласа илет. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, вăл 30 хутчен ӳснӗ. Раççейӗпе илес пулсан, ку вăхăта 5 пине яхăн медицина учрежденийӗ пурӗ 1,5 миллион электронлă больничнăй çырса панă.

Тутарстанри 323 медицина организацийӗнчен 170-шӗ çӗнӗлле меслет çине куçнă. Кун пирки РФ Социаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗ Рамиль Гайзатуллин пӗлтерчӗ. «Элктронлă больничнăй çурăлмасть, çухалмасть, ӗç паракан патне çийӗнчех çитет», – терӗ вăл журналистсемпе тӗл пулсан.

Рамиль Гайзатуллин пӗлтернӗ тăрăх, паяна Тутарстанра 58 246 электронлă больничнăй панă, ку вăхăтлăх ӗçлейменнине çирӗплетекен хутсен 5 ытла проценчӗпе танлашать. «Питӗ кирлӗ проект, çынсем те, больницăсем те унпа ытларах интересленме пуçларӗç. Енчен те халиччен больничнăй илес тесен çынна медсестра, тухтăр патне, унтан регистратурăна пымалла пулнă-тăк, халӗ хут панине çирӗплетекен корешок илетӗн те ӗç паракан патне çитеретӗн. Бухгалтери ăна даннăйсен базине кӗрсе тупнă хыççăн ӗç укçи пирки сведенисене Социаллă страховани фондне ярса парать», – тӗплӗн ăнлантарчӗ РФ ССФ регионри уйрăмӗн управляющийӗ.

Электронлă больничнăй тепӗр хут чирлес пулсан та меллӗ, çыннăн даннăйӗсем программăра сыхланса юлнă ӗнтӗ. Çапла медицина ӗçченӗн те, пациентăн та вăхăчӗ перекетленет. Экономика эффективлăхӗ те пур çӗнӗлӗхӗн. Республикăра уйăхне вăтамран 1,2 миллиона яхăн больничнăй хут панине шута илсен, çак бланксем мӗн хак тăнине шутлама йывăр мар. Электронлă больничнăй тăкаксене самаях перекетлеме май парать. Управляющи сăмахӗсемпе, предприятисемпе организацисем те çӗнӗлӗхе кӗртме хатӗр. Вӗсем пурте тенӗ пек «1С: предприятие», «Парус» системăсемпе ӗçлеççӗ. Çавăнпа çӗнӗлӗхе кӗртме йывăр мар. Асăннă системăсене лартман пулсан, Социаллă страховани сайтӗнчен ятарлă программăна илме пулать.

Рамиль Гайзатуллин пӗлтернӗ тăрăх, хальлӗхе хут больничнăйсем юлаççӗ-ха, электронлисене обязательнăй туса хуман. Мӗнле калас, пурте хатӗр мар-ха, хăнăхма вăхăт кирлӗ. Социаллă страховани фончӗн малашнехи планӗсем шутӗнче программăра харпăр кабинетсем уçасси. Унта кӗрсе кашни çын хăйӗн больничнăйӗ хальхи вăхăтра ăçта выртнине, тӳлев патне çитнипе çитменнине тӗрӗслеме пултарать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество