Майăн 25 – июлӗн 25-мӗшӗсемччен юрамасть:

Чемпионатпа çыхăннă чарусем вăя кӗчӗç. Май уйăхӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 25-мӗшӗччен Хусанта митингсем ирттерме, пăшалпа çӳреме тата пропискăна тăма е тухма юрамасть.
Футболпа тӗнче чемпионачӗ çитме шутлă кунсем кăна юлчӗç, унпа çыхăннă чарусем чемпионат иртекен хуласенче, çав шутра Хусанта та, паянтан, май уйăхӗн 25-мӗшӗнчен, вăя кӗчӗç.
Çапла вара май уйăхӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 25-мӗшӗччен Хусанта митингсене, пикетсене, пухусене тата шествисене ирхине 9 сехетрен пуçласа 14 сехетчен кăна ирттермелле. Мероприяти икӗ сехетрен ытла тăсăлмалла мар. Акци, митинг ирттермелли ятарлă 4 площадкăран иккӗшне кăна хăварнă. Вӗсем – Дербышки поселокӗнчи Саид- Галиев ячӗллӗ Культура çурчӗ, Юдинăри Чугун çул ӗçченӗсен Культура çурчӗ умӗсенчи тӳремсем. Çакнашкал мероприятисене 15 çынран ытла пухăнма юрамасть.
Çаплах килте хӗç-пăшал (хуть мӗнли те) пуррисем майăн 25-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 25-мӗшӗччен пăшал чиксе хула тăрăх çӳремелле мар. Полици пăшала асăрхасан, туртса илет те хуçине июлӗн 25-мӗшӗ хыççăн кăна тавăрса парать.
Кунсăр пуçне май уйăхӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 25-мӗшӗччен нумай функциллӗ центрсенче тата пӗрлехи регистраци центрӗсенче урăх регионтан килнисене Хусанта пропискăна тăратма та, регистраци учетӗнчен кăларма та юрамасть. Çак ӗçе ШӖМре кăна тумалла. Сăмах май, чару хамăр регионти çынсене пырса тивмест. Çаплах тутарстансем енӗпе РФ е ют çӗршыв паспорчӗ илмешкӗн документсем тăратассипе те чарусем пулмаççӗ. (И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
5 марта 2021 - 20:50ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ларӑвӗнче ҫитес пухӑва сӳтсе яврӗҫ Самантпа усӑ курса ТР ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Владимир Иванов йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне хутшӑннӑ хӗрарӑмсене ҫывхаракан уявпа саламларӗ4300
-
5 марта 2021 - 20:00Ҫӗнӗ Йӗлмел чӑвашне Ульяновск облаçӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ Нумай пулмасть Ульяновск хулинчи 31-мӗш номерлӗ шкулти таврапӗлӳ музейӗнче Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ С.И.Морозов регионта патриотла воспитанин федераллă программине пурнăçа кӗртме пулăшакансемпе тӗл пулнă4000
-
5 марта 2021 - 19:43КАЙĂК-КӖШӖК ÇИНЧЕН УЙРĂМ КӖНЕКЕ ТУХРӖ Кӗнеке – авторăн пурнăç тăршшӗпе пуçтарнă сăнавӗ, опычӗ3200
-
5 марта 2021 - 19:15Атьӑр Беловкӑна, йӗлтӗрпе чупма! Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче кăçал та «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» спорт ăмăртăвне ирттереççӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кăçал çанталăкӗ хӗллехи ăмăртусем валли чух кăна. Пӗлтӗр юр çуккипе ăна беловкăсен ятарласа турттарма тивнӗ. Çапах мероприятие çӳллӗ шайра йӗркелеме пултарчӗçех.2300
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 марта 2021 - 20:16Нина Александровна Бабайкинӑна юбилейпе саламлатпӑр!Мартăн 3-мӗшӗнче пирӗн юратнă анне, асанне тата кукамай, Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан Нина Александровна БАБАЙКИНА 80 çул тултарчӗ1800
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ39912
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ15900
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ281300
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ18100
-
3 марта 2021 - 21:43Вӑрманҫӑсем йывӑҫ лартма хатӗрленеҫҫӗ Вӑрман лартас сезона кӑҫал апрелӗн 19-мӗшӗнче уҫма хатӗрленеҫҫӗ12800
-
3 марта 2021 - 17:54Кил-ҫурт картишӗ вӑл чун хавалӗ пекех Ҫак сӑмахсене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑри хыпар хатӗрӗсенче ӗҫлекен хӗрарӑм-ертӳҫӗсемпе йӗркеленӗ тӗлпулура каланӑ. Сӑмах май, унта пирӗн хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та хутшӑннӑ12401
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика