Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗн Сунейкин Дюжева инструкци панă

Дмитрий Дюжев ман ӗçе идеаллă тесе хакларӗ. «Эсӗ ытлашши пысăк та мар, пӗчӗк те мар, кирлӗ пек», – терӗ алла тытса...

Раççейӗн паллă актерӗ Дмитрий Дюжев актерсенчен ытлашши принциплăхпа уйрăлса тăрсан та, çынсемпе  пач урăхла, уçă та ырă кăмăллă. Çак кунсенче Сочире пурăнакансенчен чылайăшӗ унпа пӗр кӗтмен çӗртен тӗл пулчӗ. Нумай пулмасть Хусантан çемйипех çак хулана пурăнма куçса кайнă Пăва чăвашне Алексей Сунейкина та ăннă. Вăл ӗçлекен спорт комплексне паллă кино актер килсе çитнӗ. Алексее кун пирки ӗçтешӗсем систернӗ.

«Нивушлӗ эпӗ ăна хам куçпа курăп, аллине чăмăртăп», – шутларăм савăнса кайса. Чăнах, ӗненес килмерӗ! Эпӗ ăна пӗр тренажер умӗнче асăрхарăм. Кунта черет тăраççӗ иккен – тренажерпа ӗçлеме. Дмитрий Дюжев ларсан эпӗ ăна кăштах тӳрлеткелерӗм те, мӗнле тӗрӗс тумаллине кăтартрăм. Вăл питӗ те уçă, позитивлă çын пулчӗ. Мана тем чухлӗ ырă сăмах каласа пӗтерчӗ. Ман ӗçе идеаллă тесе хакларӗ. «Эсӗ ытлашши пысăк та мар, пӗчӗк те мар, кирлӗ пек», – терӗ алла тытса. Ăнăçу сунчӗ», – савăнса калаçрӗ телефонпа шăнкăравласан Алексей Сунейкин.

Алексей Сунейкин çак паллă пулăм хыççăн сăнӳкерчӗкне Инстаграма çийӗнчех кăларнă. Çавăнтан пӗлтӗмӗр те вăл Раççей актерӗпе тӗл пулнине. Дмитрий Дюжев ăна хăйӗн оригиналлă страницин адресне те парса хăварнă.

Паллă актер çемйипех Сочире иртекен «Кинотавр» фестивальне килнӗ пулнă иккен. Кунта вăл конкурса хутшăннă кинокартинăсене пăхнисӗр пуçне тинӗс хӗрринче каннă, «Вести Сочи» телекăларăм хăни те пулнă. Актер тата режиссер унта «Кинотавр», Раççей киновӗпе унăн пахалăхӗ тата конкурса кӗмен киносен программи пирки хăй шухăшне пӗлтернӗ. Темиçе çул каялла вăл пӗр интервьюра çӗршыв кинематографийӗ чи аял шая çитнине каланăччӗ. Ăна сахал финансланипе çыхăнтарнăччӗ. «Вести Сочире» итленӗ хыççăн шухăшӗсем питех улшăнманни палăрчӗ. Ун шучӗпе, халӗ коммерци киновӗн вăхăчӗ. Кино ӳкерес тесен малтан укçа ӗçлесе илмелле.Пирӗн Алексейпе тӗл пулнă хыççăн Дмитрий Дюжев кинофестивале хăйӗн фильмӗн хăтлавне васканă. Алексей те маххă параканни мар, пултаруллă каччă. Тен, малашне вăл татах паллă актерпа тӗл пулӗ-ха, сăмахран, кинора ӳкерӗнес тӗллевпе? (А.Сунейкин архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана