Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Путин пособине республикăра пинмӗш çемье илнӗ

Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра пӗрремӗш ачашăн парăнакан 8,5 пин тенкӗ пособие илмешкӗн 1000 çемье заявлени панă. Юбилейлă çемьене ӗнер хаваслă лару-тăрура чысларӗç.

РФ Президенчӗн В.Путин йышăнăвӗпе, сахал тупăшлă çемьесене кăçалтан пӗрремӗш ачашăн уйăхсерен (пепке çулталăк çурă тултариччен) пособи тӳлеççӗ. Тутарстанра вăл 8,5 пин тенкӗ. Çулталăк пуçланнăранпа пособи илмешкӗн кунта 1000 çемье заявлени панă. Юбилейлă çемьене ӗнер хаваслă лару-тăрура чысларӗç. Вӗсем Ешӗлвар хули хӗрринчи Васильево поселокӗнче пурăнакан Аннăпа Виталий Воробьевсем иккен. Çамрăк çемьене саламламашкăн ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова ятарласа килчӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Министр сăмахӗсем тăрăх, пособие çемье тупăшӗ кашни çын пуçне 1,5 пурăнмалли минимумран (Тутарстанра вăл 13713 тенкӗ) сахал пулсан параççӗ. Программăна кӗрес тесен, вырăнти социаллă хӳтлӗх уйрăмне заявлени, паспорт тата 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен çуралнă ачан çуралнă хучӗн копийӗсене тăратмалла.

«Республикăра кун пек çемьесем пит нумаях мар, регионти пурнăç шайӗ Раççейри вăтам кăтартуран пысăкраххипе çыхăннă ку. Пособие ытларах студентсен çемйине (ашшӗ те, амăшӗ те студент пулсан) пама пăхăннă.

Аннăпа Виталий çулталăк каялла кăна çемье çавăрнă-ха, ывăлӗ Егор кăçал апрель уйăхӗн вӗçӗнче çуралнă. Çамрăк анне ветакадемин пиллӗкмӗш курс студенчӗ-мӗн, çамрăк атте  слесарь пулса тăрăшать.

Пособи илме заявлени панă чух Воробьевсем хăйсем юбилейлă çемье пуласса, çакăн пек чысласса пӗрре те шутламан. Министр Аннăна – чечек çыххи, Виталие Егор валли аталантаракан кавир парнеленӗ, район администрацийӗ те вара çемьене чей сервизӗ панă.

«Пособи çитес уйăхăн 5-мӗшӗччен сирӗн шутăр çине çитет. Пӗр çулталăк уйăхсерен 8,5 пиншер тенкӗ килсе тăрать. Çулталăк иртсен юлашки çур çулӗ валли социаллă хӳтлӗх уйрăмне тата заявлени памалла пулать, – ăнлантарнă министр. Унтан кăшт шӳтлӗн – Иккӗмӗш ачăрпа вăраха ан тăсăр. Ешӗлварти ача çуратмалли больница сире иккӗмӗш, виççӗмӗш ача çуратма килессе кӗтет. Юлташăрсене те калăр, çемье çавăрма, ача çуратма ан хăраччăр», – тенӗ.

Министр сăмахӗсем тăрăх, республика ял хӗрарăмӗсене тата  хушма пулăшу парать. Пӗрремӗш ачана 25 тултариччен çуратсан пӗр хутчен – 50, виççӗмӗшне 29 çул тултариччен çуратсан 100 пиншер тенкӗ тӳлет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья