Сувар

Раççей халăхӗсен парачӗ тата интереслӗрех

Парада Тутарстанпа Хусантан 50 ытла чăваш хутшăнать.

Июнӗн 12-мӗшӗнче Хусанти М.Горький ячӗллӗ культурăпа кану паркӗнче «Раççей халăхӗсен парачӗ» пӗтӗм Раççей акцийӗ иртет. Ăна ТР Халăхӗсен ассамблейипе Туслăх çурчӗ пулăшнипе ТР  Çамрăксен ассамблейи хатӗрлет. Паркра тӗрлӗ халăхсен шатерӗсен комплексӗ, ярмăрккăсем, мастер-классем пулаççӗ.  Чăвашсем те наци культурине тивӗçлипе кăтартма хатӗрленеççӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, унта Тутарстанпа Хусантан  50 ытла чăваш хутшăнать. Мероприяти тӗрлӗ халăх пултарулăх ушкăнӗсен пысăк концерчӗпе вӗçленет. Концертра чăваш юрри-кӗвви те янăрӗ. Пурне те килсе курма чӗнетпӗр. («Аталан» ушкăн сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: