Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Раççей кунӗнче Хусанта кичем пулмасть

Ирхине 10 сехетрен пуçласа 16 сехетчен пыракан  фестивальте Тутар кӗнеке издательстви вырăсла, тутарла пичетлесе кăларнă çӗнӗ 150 кӗнекепе паллашма пулать.

Раççей кунӗнче Хусанта нумай мероприяти пулать. Вӗсенчен пӗри – «Татмедиа» çурчӗ умӗнче «Хусан вулать, Тутарстан вулать» интерактивлă кӗнеке фестивалӗ. Ăна «Хусан» Çемье центрӗ умӗнчи FIFA FAN FEST 2018 болельщиксен фестиваль площадки патне каякан çӗнӗ аллейăна уçнине халалланă. Ирхине 10 сехетрен пуçласа 16 сехетчен пыракан  фестивальте Тутар кӗнеке издательстви вырăсла, тутарла пичетлесе кăларнă çӗнӗ 150 кӗнекепе паллашма пулать. Çаплах паллă çыравçăн Гузель Яхинан «Дети мои» кӗнекин презентацине те ирттереççӗ. Çыравçăран автограф та илме пулать.

Издательство историре пуçласа пӗрремӗш хут VeloBook хула проектне пуçарать. Фестиваль программинче çаплах «чӗрӗ» музыка, артистсен пултарулăхӗ тата Г.Камал театрӗн Х.Туфан произведенийӗпе лартнă «Все плывут и плывут облака» спектаклӗн пӗр пайӗ. Пӗр сăмахпа, килсе курăр, кичем пулмасть. (И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество