Сувар

Сахаллăн мар тӗнчере эпир

Паянхи кун Чăваш Республикин тулашӗнче 103 чăваш наципе культура центрӗ ӗçлет. Вӗсем Раççей Федерацийӗн 36 субъектӗнче йӗркеленнӗ тата 6 ют çӗршывра.

Чăваш Республикин кунне халалланă Чăваш наци конгресӗн Мăн Канашӗн ларăвӗнче чăвашлăх ӗçӗнче палăрнисене Хисеп хучӗсем парса чысларӗç. Хăнăхнă йăлапа июнӗн 23-мӗшӗнче Чăваш Республикин тӗп хулине регионсенчи чăваш ертӳçисем чылайăн пухăннăччӗ. Кунта эпир шупашкарсемсӗр пуçне Тюмень, Ульяновск, Самар, Иркутск, Ӗпхӳ, Çтерлӗ, Теччӗ, Çырчалли, Екатеринбург, Челябинск, Севастопль, Минск, Нарва, Пенза, Чулхула, Нефтеюганск, Мускав, Питӗр, Оренбург, Хусан тата ытти хуласенчи чăвашсене куртăмăр. Пурте тенӗ пекех халăх тумӗсемпе пулнăран пуху та çӗкленӳллӗ, уяв сӗмӗллӗ лару-тăрура иртрӗ.

Аcăнса хăвармалла, паянхи кун Чăваш Республикин тулашӗнче 103 чăваш наципе культура центрӗ ӗçлет. Вӗсем Раççей Федерацийӗн 36 субъектӗнче йӗркеленнӗ тата 6 ют çӗршывра. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: