Сувар

Шупашкарти Сабантуйăн тӗп парни – машина!

Анат Кама Шупашкарти Сабантуй валли пурӗ 2,2 миллион тенкӗлӗх парне хатӗрлет. Тӗп приз – çăмăл машинăна – Сабантуй паттăрне лекет.

Шупашкарти Сабантуй паттăрӗн çӗнсе илнӗ такана киле мӗнле илсе каясси пирки шутламалла мар – Тутарстан çăмăл машина парнелет. Тӗп приз чăнах та çăмăл машина пулассине патшалăх туянăвӗн сайчӗ çирӗплетет. Эппин, кӗрешӳ кавирӗ çине тухаканăн пӗтӗм вăйран кӗрешмешкӗн стимул пысăк.

Раççей тутарӗсен Сабантуйӗ çӗршывăн хăш кӗтесӗнче кăна иртмерӗ пулӗ, кӳршӗллӗ Чăваш Ене вара черет кăçал кăна çитрӗ-ха. 18-мӗш хут иртекен тутар наци уявӗ Шупашкарта та асра юласси иккӗлентермест. Унта Раççейри 41 регионтан тутар представителӗсем килеççӗ. Сабантуйпа халăха тӗлӗнтермесен тутарсем тутар та пулман пулӗччӗç. Сăмах май, наци уявӗшӗн кăçал Анат Кама хулипе районӗ яваплă. Çавна кура сцена çине Тутарстанри тата Чăваш Енри 1000 артист шутӗнче Анат Камăри «Шăнкăрав» чăваш ансамблӗ те тухать. Шупашкарта Сабантуй икӗ кунах тăсăласси паллă. Июлӗн 6-мӗшӗнче тутарсем оперăпа балет театрӗнче, 7-мӗшӗнче заливри Хӗрлӗ тӳремре тата Анне палăкӗ умӗнче савăнӗç. Раççей тутарӗсене саламлама ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ятарласах каять.

Кăçалхи Сабантуй та мӗнпур йăлана пăхăнса иртӗ, парнесем сумлă пулӗç. Анат Кама 2,2 миллион тенкӗлӗх парне (кӗпе çăвакан машинăсем, пылесоссем, телевизорсем тата ытти те) хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: