Сувар

Сывлăшра та хăрушсăрлăха пăхăнмалла

Чемпионат вăхăтӗнче кашни самолет-вертолет та вӗçеймӗ.

ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалăх министерстви пӗлтернӗ тăрăх, Футболпа тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче (июлӗн 17-мӗшӗччен) Хусанта хăрушсăрлăх мерисене çӗр çинче кăна мар, сывлăшра та пăхăнмалла пулать. «Казань-Арена» стадионран 10 километр радиусра Хусан çийӗн 3050 метр çӳллӗш таран граждан самолет-вертолечӗсен, пилотсăр вӗçев аппарачӗсен (квадрокоптер, дрон, аэростат тата ытти те) вуçех те вӗçме юрамасть, 110 километр радусра 8,1 пин метр çӳллӗшӗнче те хăш-пӗр чару пулать.

Кунсăр пуçне сывлăш карапӗсемпе çыхăнман ытти вӗçевсене те чараççӗ. Çапла вара чемпионат вăхăтӗнче Хусанăн сывлăш пространствипе хăрушсăрлăхпа тивӗçтерекен штаб ирӗк панă сывлăш карапӗсем кăна усă курӗç. Енчен те çак йӗркене пăссан, административлă явап тыттараççӗ. Граждансене – 3-5, должноçрисене – 30-50, предприяти-организацисене 300-500 пиншер тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ е 90 талăк обязательнăй майпа ӗçлеттереççӗ.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: