Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тимӗрçӗ пулса курас килет-и?

Çитес канмалли кунсенче Хусанта пӗрремӗш хут тимӗрçӗ фестивалӗ иртет. Кăмăл пуррисем унта тимӗрçӗ пулса пăхма пултараççӗ.

Май уйăхӗн 26 – 27-мӗшӗсенче Хусанта пӗрремӗш хут тимӗрçӗ фестивалӗ пулать. Мероприяти май уйăхӗн 26-мӗшӗнче 12 – 17 сехетре, майăн 27-мӗшӗнче 10-15 сехетре Анат Кабан кӳлли хӗрринчи Кивӗ Тутар слободи территорийӗнче иртет.

Унта авалхи тимӗрçӗ йăлипе вут чӗртсе, тимӗре хӗртсе тӗрлӗ япаласем ăсталанине кăтартӗç. Куракансене хăйсене йăмăх хӗрлӗ чечек, телей кӳрекен лаша таканӗ, Хусан, Тутарстан символӗсемлӗ тимӗр укçа туптама та вӗрентӗç. Шкул ачисене хăйсен ячӗллӗ пăта туса пăхма сӗнӗç. Чи пӗчӗккисем валли ӳкерессипе, тимӗрçӗ ӗçӗпе паллаштарӗç тата полимер тăмран, вӗт шăрçаран эрешсем тумалли мастер-классем кăтартӗç.

Çаплах ăстасен аллейи те пулать, унта кашни хăйне валли асăнмалăх сувенир туянма пултарӗ. Тимӗрçӗ е авалхи çар çыннин вăрçă хатӗрӗсене тăхăнса сăн ӳкерӗнме те май пулӗ.

Çаплах концерт, тӗрлӗ квест, вăйă кăмăла çӗклӗ. Фестивале тимӗрçӗсем пурте пӗрле тимӗр япала ăсталанипе вӗçлӗç. Ăстасем хатӗрленӗ çак япалана вара Кабан кӳлли хӗррине вырнаçтарӗç. Вăл хусансемпе хăнасене савăнтарса фестиваль çинчен нумай-нумай çул аса илтерӗ. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, тимӗрçӗ фестивальне Хусанта çуллен ирттерме шутлаççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль