Сувар

Тинех чăвашла

70 процента яхăн чăваш пурăнакан республика халăх йăлисемпе пуян, паян патшалăх политики те наци чӗлхине, культурине тӗрев пама тивӗç...

Йывăрлăхсем пуррине пытармарӗç Чăваш конгресӗн Мăн канашне пухăннисем, çапах та ытларах çитӗнӳсем çинчен калаçрӗç. Çӳллӗ трибунăран сăмах калакансем те ытларах лайăх хыпарсем пӗлетрчӗç. Вӗсене ЧР Пуçлăхӗ Михаил Игнатьевах пуçларӗ. Вăл халăх йăли-йӗркисене упранăшăн Чăваш наци конгресне, регионсенчи организацисене тав турӗ. 70 процента яхăн чăваш пурăнакан республика халăх йăлисемпе пуян, паян патшалăх политики те наци чӗлхине, культурине тӗрев пама тивӗç, вăл культура еткерлӗхне упрама, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет енӗсене аталантарма пулăшмалла. Чăваш чӗлхи, культури, йăлисем ку вăл чăваш халăхӗн пуянлăхӗ. Михаил Игнатьев шухăшӗпе, çакă йăлтах ăруран ăрăва куçса, хушăнса, аталанса пытăр тесен пирӗн хамăртан килнине веçех туса пымалла. Пуху йăлтах чăвашла иртнишӗн чун хӗпӗртерӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: