Сувар

Тюлячире 57 ӗнене ток çапса вӗлернӗ

Калай листисенчен пӗри электролиние татса янă та пралуксем ферма çинех персе аннă...

Ӗнерхи çанталăк Тюлячи районне те пысăк инкек кӳнине хыпарлать ТР МЧСӗн пресс-служби. Казаклар ялӗнче вăйлă çил ӗне ферми тăррин пӗр пайне сӳсе ывăтнă. Калай листисенчен пӗри электролинине татса янă-мӗн. Пăралуксем ферма çинех персе аннă. Çапла майпа  57 ӗнене ток çапса вӗлернӗ. Телее, çав вăхăтра фермăра çынсем пулни пирки хыпар çук. Вилнӗ ӗнесене Елабугăна биологи каяшӗсене тирпейлекен завода ăсатӗç. (Сăнӳкерчӗк ТР МЧС сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: