Укçа парсан та çуратмаççӗ пулмалла

Çакăн пек лару-тăру пӗр Тутарстанра кăна мар, çӗршывӗпех. Апла шанмасть ыранхи куна Раççей çынни...
Ача çуратнăшăн патшалăх укçа та парса пулăшать халӗ, хӗрарăм вара пурпӗр çуратасшăнах мар. Ăна та ăнланма пулать – пурнăç вӗт куллен хакланать. Ачашăн паракан пособи вара ним тума та çитмест. Ипотека тӳлекен çамрăк атте-аннене кун пек условисенче пӗр ачана та ӳстерме йывăр, чылай чухне çак сăлтавпах çемье виççӗмӗшне мар, иккӗмӗшне те çуратма шикленет. Тутарстанра та акă, юлашки 5 уйăх пӗтӗмлетӗвӗсемпе, пӗтӗмпе 18 пин те 946 ача ( 9727-шӗ арçын ача, 9219-шӗ хӗрача) çуралнă. Пӗлтӗрхи çак вăхăтри кăтартупа танлаштарсан, виçӗ процент сахалрах ку. ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС управленийӗн ертӳçи Альбина Шавалеева «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире каланă тăрăх, çакăн пек лару-тăру пӗр Тутарстанра кăна мар, çӗршывӗпех. Апла шанмасть ыранхи куна Раççей çынни.
Пӗри кăна савăнтарать: аист республикăна харăсах икшер, виçшер пепке йăтса килме пăрахмасть-ха. Çапла кăçал çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра 219 йӗкӗреш тата 4 çемьере виçӗреш çуралнă. Çапла ку çемьесене харăсах икӗ, виçӗ хут пысăкрах савăнăç илсе килнӗ вăл. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
-
16 февраля 2019 - 11:19Более 100 предприятий малого бизнеса приняли участие в конкурсе экспортеров ТПП РТ Задача Торгово-промышленной палат РТ — активнее помогать предприятиям участвовать в выставках и продвигать свою продукцию.1100
-
15 февраля 2019 - 14:51«СУВАР» МАН АСРА: Хаçат эрнере пӗрре тухать. Корректорăн ӗçӗсем эрне варрин-че çеç тытăнаççӗ. Çавăнпах тӳрех пичетлекен машинка сӗтелӗ хушшине лартăм. Кăткăс ӗç, пӳрнесем хăнăхиччен аванах тертлен-ме тӳр килчӗ. Каярах профессиллӗ машинистка пекех шăкăлтаттарма пуçларăм...1600
-
15 февраля 2019 - 13:41Виктор Петухов: «ТУХСАНАХ – МИШЕНЬ» Чи хăрушши вăл – пӗр-пӗр кун аттепе анне патне çар комиссариатӗнчен икӗ офицер килсе: «Сирӗн ывăлăр çав-çав вырăнта вилнӗ», – тесе калани. Çак ӳкерчӗк куç умӗнчен каймастчӗ. Аттепе аннене хуйхăртас килместчӗ. Ыттине... салтак вӗт, тӳсетӗн.6300
-
15 февраля 2019 - 13:00Медведев постановил создать ТОР в Менделеевске Планируется, что территория опережающего развития станет местом работы для 600 человек и привлечет почти 5 млрд рублей инвестиций.1400
-
12 февраля 2019 - 12:32«СУВАР» ХАÇАТА 25 ÇУЛ!
-
«Сувар» хаçат ăçта тухать? Сувар – обществăпа политика хаçачӗ. Республика хыпарӗсене тата чăвашсен пурнăçне çутатать. Эрнере пӗрре (эрнекун) 12 страницăпа тухать. Интернет версийӗ те пур suvargazeta.ru
-
13 февраля 2019 - 12:59НАМ – 25! ЭТО ТОЛЬКО НАЧАЛОКАЗАНЬ отмечает 25-летие республиканской общественно-политической газеты чуваш Татарстана «Сувар». Ждем много гостей и знаменитый ансамбль «Сявал» из города Чебоксар. Приглашаем всех. Мероприятие состоится в Доме Дружбы народов (ул. Павлюхина 57). Регистрация с 9. 30 часов. Торжественная часть в 14.00.16500
-
7 февраля 2019 - 17:47ЭПИР СИРӖНПЕ – 25 ÇУЛ!Хаçатăн 25 çуллăхне халалланă юбилей уявӗ февралӗн 16-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче пулать. Ирхине 10.30 сехетре – Вулакансен конференцийӗ, 14.00 сехетре чыслав тата «Çавал» (Шупашкар) ансамблӗн концерчӗ.25100
-
5 февраля 2019 - 10:18КӖВӖ ФЕСТИВАЛЬНЕ ТУТАРСТАНСЕМ УÇРӖÇШупашкарти чăваш кӗввин фестивалӗ экспериментран пуçланчӗ. Хусанти çамрăк юрăç Вера Кожеманова театрăн симфони оркестрӗпе пӗрле «Çумăр çăвать» халăх юррине джаз стилӗпе юрларӗ...7800
-
26 ноября 2018 - 13:47ХАÇАТ УРЛĂ САЛАМ ВĂЛ – ПЫСĂК ПАРНЕ! Хаçатра кама та пулсан саламлас тесен салам текстне çырмалла та редакцин электронлă адресӗпе (suvar@mail.ru) е почта урлă ярса памалла. Хаксем: 600 паллă (саспаллисене, чарăну паллисене, пробела шута илсе) таран – 600 тенкӗ, 600-тен 1000 паллă таран – 1000 тенкӗ (çав шута 20% НДС та кӗрет). Салампа пӗрле сăнӳкерчӗк те пичетлеттернӗшӗн хушса тӳлемелле мар.
-
14 февраля 2019 - 15:32ÇУХАЛМАСТЬ, ТАВĂРСА ПАМА ШАНТАРАÇÇӖ Пуçтарнă налог бюджетсенчи «палăртман» категорие кайса пырса çухалса ан кайтăр тесе 2020 çулхи январӗн 1-мӗшӗччен ТР Бюджет кодексӗн нормисене вырăнти бюджетсен енӗпе чарма йышăннă.13000
-
14 февраля 2019 - 16:26АВТОХУЛА «ПУТЕНИСЕМ» Чăваш культурине юратакансен «Путене» клубӗ (ертӳçи Роза Павловна Мартынова) Тăван чӗлхе кунне халалласа а сăвă вулакансен конкурсне ирттерчӗ.8500
-
15 февраля 2019 - 13:41Виктор Петухов: «ТУХСАНАХ – МИШЕНЬ» Чи хăрушши вăл – пӗр-пӗр кун аттепе анне патне çар комиссариатӗнчен икӗ офицер килсе: «Сирӗн ывăлăр çав-çав вырăнта вилнӗ», – тесе калани. Çак ӳкерчӗк куç умӗнчен каймастчӗ. Аттепе аннене хуйхăртас килместчӗ. Ыттине... салтак вӗт, тӳсетӗн.6300
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Малышев Константин Анатольевич
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Учредитель СМИ: АО «ТАТМЕДИА»
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика