Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ух-х-х шăрăх...

Раççейре чăн-чăн çулла пуçланчӗ, урамра та килте шăрăха пула сывлама çук. Мӗн тумалла?

 Кун пек çанталăкра тухтăрсем çак ансат правилăсене асра тытмаллине асăрхаттараççӗ:

Урамра. Шăрăх кунра ирхине 10 сехетрен пуçласа 16 сехетчен хӗвел çинче çӳреме юрамасть – пӳлӗмре е сулхăнра пулмалла. Çаплах май пур таран сахалрах йывăр ӗçпе, спортпа аппаланмалла.

Водительсен вăрăм çула тухма тăхтамалла. Енчен те каймаллах пулсан, çула тухиччен машинăн юсавлăхне, кондиционерпа электроника мӗнле ӗçленине тӗрӗслемелле.

Килте. Пӳлӗмсене хӗвел ан кӗтӗр тесе чӳречесене пусмапа е чӳрече каррипе, е жалюзипе хупламалла. Вăхăтран вăхăта пӳлӗме уçăлтарса тăмалла. Кондиционер пулсан та пӳлӗмри температурăна урамринчен 5 градусран ытла мар сивӗтмелле. Ăшă кăларакан электроприборсемпе, техникăпа (чейникрен пуçласа компьютер таранах) май пур таран сахалрах усă курма тăрăшмалла.

Тумтир. Тумтирпе атă-пушмака вара сывлаканнине тата çутă тӗслине кăна тăхăнмалла. Çат тытса тăракан тум тата хытăрах тарлаттарать. Хӗвел çинче пуçа тăхăнмасăр тата хӗвелтен сыхлакан куçлăхсăр та çӳремелле мар. Тухтăрсем шăрăх çанталăкра кунне икӗ-виçӗ хутчен лӗп шыпа çăвăнма, ал-урапа пите нӳрлӗ алшăллипе сăтăрма сӗнеççӗ. Хӗрарăмсен кун пек çанталăкра косметика çинчен манма тивет.

Ӗçме-çиме. Шăрăхра пахча çимӗç, улма-çырла, сӗт юр-варӗ ытларах çимелле. Организма тата хытăрах пăчăхасран сыхласа рационран аш-какая, çуллă, ăшаланă апата кăлармалла. Кунсерен 1,5 литртан сахал мар шыв (анчах пылаккипе газли мар) ӗçмелле. Анчах ытла сиввине мар, сивӗ шыв юн тымарне пӗрӗнтерет. Кофе ӗçессине те чакармалла.

Пирус, алкоголь. Шăрăх çанталăкра чи малтан пирус туртма чарăнмалла, унсăрăн çак усал йăла юна çăратса тромб йӗркелеме пултарать. Алкогольлӗ шӗвексем те ырри патне çитермеççӗ, чӗрепе юн тымарӗн системин ӗçне шăрăхра тата йывăрлатаççӗ.

Пӗрремӗш пулăшу. Енчен те çын шăрăх çанталăкра тăнне çухатать, хăйне япăх туять, кăмăлӗ пăтранать, аллине шăнăр туртать пулсан – шăрăх тивнӗ. Кун пек çынна чи малтан сулхăна илсе кайса вырттармалла, шыв памалла, унтан тухтăра чӗнмелле. Енчен те ӳт хӗвелпе хытă пиçсе кайсан, çав вырăна алшăлли йӗпетсе хумалла, ӳте сивӗтсен дексапантеноллă хатӗрсем сӗрмелле е сапмалла.


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество