Сувар

Вăхăтра ӗлкӗрнӗ

Ӗнер Горгаз ӗçченӗсем вăхăтра сисмен пулсан Хусанта та Ижевск хулинчи пек пысăк инкек пулатчех-тӗр. Восход урамӗнчи çуртăн пӗр хваттерӗнчен газ шăрши вăйлă тухнă иккен. Шаккасан вара алăка уçакан пулманнипе вӗсем 112 телефонпа экстреннăй службăна шăнкăравласа асăннă хваттерте çын юлма пултарнине пӗлтернӗ. Çăлавçăсем алăка уçса кӗрсен чăнах та ватă арçынна асăрханă....

Ӗнер Горгаз ӗçченӗсем вăхăтра сисмен пулсан Хусанта та Ижевск хулинчи пек пысăк инкек пулатчех-тӗр. Восход урамӗнчи çуртăн пӗр хваттерӗнчен газ шăрши вăйлă тухнă иккен. Шаккасан вара алăка уçакан пулманнипе вӗсем 112 телефонпа экстреннăй службăна шăнкăравласа асăннă хваттерте çын юлма пултарнине пӗлтернӗ.

Çăлавçăсем алăка уçса кӗрсен чăнах та ватă арçынна асăрханă. Вăл илтмелли аппаратне çухатнипе алăкран шакканине илтмен-мӗн, газ шăрши тухнине те туйман. Телее, Горгаз сотрудникӗсем крана хупса ӗлкӗрнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: