Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Виççӗмӗш те, пиллӗкмӗш те, вуннăмӗш те пулӗ-ха

Парад пуçне тăнă çамрăксен варринче чăваш çамрăкӗсен ертӳçи Елена Павловăна питӗ чиперрӗн те тивӗçлӗ курăнчӗ, парад варринче вара «Салам» ансамбль вырăс халăхӗсен паллă юррисене шăрантарчӗ.

Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ, «Салам» фольклор ансамблӗ хутшăнчӗç июнӗн 12-мӗшӗнче Хусанти Горький ячӗллӗ тӗп паркра иртнӗ Халăхсен Туслăх парадне. Питӗ илемлӗ те савăнăçлă, халăх кӗтекен уяв пулса тăчӗ вăл. Раççей кунне халалланă парада Тутарстан Халăхсен Çамрăксен ассамблейи ТР Культура тата Çамрăксен ӗçӗсемпе спорт министерствисем пулăшнипе пуçарнă. Кăçал мероприяти FIFA футболпа тӗнче чемпионачӗн культура программине кӗнӗ. Çавăнпа пулӗ паркра ют çӗршыв çыннисене нумай курма пулчӗ.

Парад парка кӗнӗ çӗрте пуçланчӗ. Наци тумӗсене тăхăннă, хăй халăхӗсен, Раççей ялавӗсене йăтнă яш-кӗрӗм çӗршыв гимнне юрласа тӗп аллейăпа парк вӗçӗнче вырнаçнă сцена енне утрӗ. Вӗсен хушшинче наципе культура автономийӗсен ертӳçисене, ТР Патшалăх Канашӗн депутатне, Туслăх Çурчӗн директорне Ирек Шарипова, ТР культура министрне Ирада Аюповăна тата ытти паллă çынсене курма пулчӗ. Çакна та палăртса хăварас килет: Парад пуçне тăнă çамрăксен варринче чăваш çамрăкӗсен ертӳçи Елена Павлова питӗ чиперрӗн те тивӗçлӗ курăнчӗ, парад варринче вара «Салам» ансамбль вырăс халăхӗсен паллă юррисене шăрантарчӗ кăна.

Сцена патне çитсен халăх умне ТР культура министрӗ Ирада Аюпова тухса пуçтарăннисене уявпа саламларӗ. «Чи кирли вăл – пирӗн туслăх... Вăл пулмасан, чи кирли пирки пӗрле юрласа утмасан – нимӗнле кăтарту та пулмӗ. Паянхи пек туслă та пӗрле пулса пысăк çитӗнӳсем патне утас килет, çавна пурне те сунатăп! Ку пирӗн иккӗмӗш парад, шанатăп, виççӗмӗш те, пиллӗкмӗш те, вуннăмӗш те пулӗç», – терӗ Ирада Аюпова.

Саламлă сăмахсем хыççăн концерт пуçланчӗ. Кашни халăх çамрăкӗсем хăйсен пултарулăхӗсене кăтартрӗç. Ун хыççăн спартакиадăра çӗнтернӗ наци командисене наградăлас церемони пуçланчӗ. Çӗнтерӳçӗсем хушшинче чăваш çамрăкӗсен волейбол команди пурри пире çав тери хавхалантарчӗ. Аса илтеретпӗр, ăмăртура вӗсем иккӗмӗш вырăн йышăннăччӗ.

 Уяв программине куракансен тӗрлӗ çулти интересӗсене кура йӗркеленӗ, концертсăр пуçне «Ман çурт – манăн республика» çамрăксен шатер паркӗ ӗçлерӗ, вăл сцена хыçӗнче йӗркеленнӗччӗ. Унта кашни халăх ремеслипе мастер-класс илме пултарчӗ. Чăваш пикисем, сăмахран, масмак çыхма вӗрентрӗç. «Нумай сăнлă Тутарстан» сăнӳкерчӗксен куравӗ те çынсене илӗртрӗ. Ачасемпе килнисене те кичем пулмарӗ, пӗчӗккисем тӗрлӗ вăйăсемпе конкурссене хутшăнчӗç, ашшӗ-амăшӗсемпе пӗрле мультфильма персонажӗсене ӳкерсе савăнчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество