Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вырсарни шкулӗ чăвашсене кӗтет

Февралӗн 19-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ Петӗр Хусанкая халалласа литературăпа музыка кунне ирттерет. Мероприятие Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗсем, тутар халăх поэчӗсем хутшăнасси паллă. Вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне çӳрекенсем чăваш халăх поэчӗн 110 çулхи юбилейне халалланă концерт лартаççӗ. «Петӗр Хусанкай пирӗншӗн çав тери çывăх: ентеш...

Февралӗн 19-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ Петӗр Хусанкая халалласа литературăпа музыка кунне ирттерет. Мероприятие Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗсем, тутар халăх поэчӗсем хутшăнасси паллă. Вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне çӳрекенсем чăваш халăх поэчӗн 110 çулхи юбилейне халалланă концерт лартаççӗ. «Петӗр Хусанкай пирӗншӗн çав тери çывăх: ентеш пулнипе те, шухăш-кăмăлӗпе те. Ун сăввисем хăйсен актуаллăхне çухатмаççӗ, вăйланса çеç пыраççӗ. Паян та чăвашсем умӗнче çав проблемăсемех тăраççӗ. Хусанкай вара ун чухнех аталану мӗнре пулмаллине уççăн курнă. Çавна эпир унăн вилӗмсӗр сăввисенче куратпăр. Çавăнпа вырсарни шкулне çӳрекенсене те Петӗр Хусанкайăн сăввисене пăхмасăр калама вӗрентетпӗр. Шанатăп, чуна ӳкнӗ тӗшрен çирӗп хунав ӳссе ешеретех», - терӗ Вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ Сильвия Чаркина.

Çак интереслӗ мероприятирен эсир те ан юлăр, ачăр-пăчăрсемпе пуçтарăнса пырăр. Мероприяти Павлюхина урамӗнчи 57-мӗш çуртра вырнаçнă Туслăх Çуртӗнче кăнтăрла 12.00 сехетре пуçланать.

Ирина ТРИФОНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев