Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Йăхташсене пӗрлештерекен вăйă

Майăн 13-19-мӗшӗсенче иртнӗ вăйăсене кăçал пурӗ 60 патшалăхран, 650 çын хутшăнчӗ. Килес V вăйă ăçта иртесси хальлӗхе паллă мар, анчах Тутарстан ăна хăйӗнчен ярас теменни куçкӗрет.

Шучӗпе тăваттăмӗш Тăван çӗршывăн çамрăк ентешӗсен пӗтӗм тӗнчери вăййисене Хусан иккӗмӗш хут йышăнчӗ. Малтанхисем Сочинче пулнăччӗ. Тутарстан ертӳçисене çак спорт мероприятийӗ питӗ килӗшнипе ăна кăçал та кунтах ирттерме сӗннӗ, йӗркелӳ комитечӗ хирӗç пулман. Тӗрӗссипе, ку мероприятие спортпа кăна çыхăнтарма çук. Проект пуçаруçисенчен пӗрин, паллă фигуристкăн, виçӗ хутчен Олимп чемпионкин, РФ Патшалăх Думин депутачӗн Ирина Роднинан сăмахӗсемпе, вăйăсене тӗнчере сапаланса пӗтнӗ ентешсене пуçтарас, вӗсене Тăван çӗршывпа, тăван чӗлхепе интереслентерес тӗллевпе йӗркеленӗ. 30 миллион ытла вырăс çынни ют çӗршывсенче пурăнать, сахал мар вӗт. Пурăнакан çӗршывсенчи чӗлхесене тӗп чӗлхе вырăнне шута хунине илсен, паян вырăс чӗлхи чи хăвăрт пӗтсе пыраканнисен шутне кӗрет. Йăхташсене Раççейре пуçтарас тӗллевпе пуçарса янă та проекта.

Майăн 13-19-мӗшӗсенче иртнӗ вăйăсене кăçал Европăпа Ази, Америка çӗршывӗсенчен – пурӗ 60 патшалăхран, 650 çын хутшăнчӗ. 2018 çулхи вăйăсем 7 спорт тӗсӗпе иртрӗç. Каласа хăвармалла, кăçалхи вăйăсене çӗнӗ спорт тӗсӗсем кӗнӗ, çавсенчен пӗри акробатика элеменчӗсемлӗ рок-н-ролл. Мероприятин торжествăлла церемонийӗ, ăмăртусем, культура программи ытларах Атăлçи патшалăх физкультурăпа спорт тата туризм академийӗн площадкинче иртрӗç. Сăмах май, хăнасем валли йӗркеленӗ концерта Хусан чăвашӗсен «Аталан» ушкăнӗ те хастар хутшăнчӗ.

Спорт ăмăртăвӗсемсӗр пуçне çамрăк ентешсем валли культурăпа, вӗрентӳпе анлă программа хатӗрленӗ. Çак кунсенче вӗсем тутар культурипе, хулан паллă вырăнӗсемпе, Раççей киновӗпе паллашрӗç, вырăс чӗлхипе культурин урокӗсене, интеллектуаллă вăйăсене хутшăнчӗç. Паллах, чи хакли вӗсемшӗн çӗнӗ туссем тупни пулчӗ.

 Мероприятие Раççейре питӗ те лайăх йышăнни палăрать. Вăйăсене хăйсем патӗнче ирттерес текен регионсем черете тăнă темелле. Ханты-Мансийск, Владивосток, Урал тăрăхӗнчи регионсем хатӗр. Пермь облаçӗ черетре пӗрремӗш пуласшăн ахăр. Унăн представителӗ Хусанта иртекен IV вăйăсен опычӗпе паллашма килсе çитнӗ. Эрнене яхăн тăсăлнă вăйăсен пӗр мероприятийӗнчен те юлмарӗ Пермь çынни. V вăйăсем ăçта иртесси хальлӗхе паллă мар, анчах Тутарстан ăна хăйӗнчен ярас теменни куçкӗрет. (И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: IV Всемирные игры юных соотечественников