Сувар

Ял масарӗ пысăк ресторана çаврăнать

Масар çинчи хĕрессем хушшинче туса лартнă вăрăм сĕтелсем хушшинче: «Ĕç-ха, ма ĕçместĕн?» – тесе хистенине илтни те, тепрер çын ỹсĕрĕлсех кайнă пулин те ăна татах черкке тултарса пани лайăх япала мар.

Христос тĕнне ĕненекенсем çитес шăматкун масар çине кайса пиртен уйрăлса кайнă тăванĕсемпе çывăх çыннисене асăнĕç. Хăш-пĕр çӗрте маларах асăнасси те йăлана кĕнĕ. Çакна ырламалла кăна: вилнисене асăнни сăваплă йăла, асаттесемпе асаннесене, атте-аннене, çывăх тăванăмăрсене асран кăларма юрамасть. Çимĕк умĕнхи ратиттĕлте яла çĕр-çĕр çухрăмран та килеççĕ, çак кун çăмăл автомашинăсен шутне те пĕлеймĕн. Аслă çулпа та вĕçĕ-хĕррисĕр машина кумать, пурте масар çине кайса асăнма васкаççĕ.
Вăтăр-хĕрĕх çул курман çынна та тĕл пулма пулать масар хапхи умĕнче. Пурнăçăмăр çавнашкал пăтрашуллă-çке: çывăх тăвана та çулталăкра пĕрре – масар çинче кăна – куратпăр. Ĕлĕкхи пек ĕçре те, уявра та пĕрле савăнас йăла манăçрĕпе пĕрех. Халĕ туй тăвас пулсан та кафене шутласа кăна чĕнеççĕ: лармалли миçе вырăн, çавăн чухлĕ хăна пуçтарăнать. Çапла вара иккĕмĕш-виççĕмĕш сыпăкри тăвансем аяккине тăрса юлаççĕ, туйра-хăнара кумсем тата хăтасемпе тăхлачăсем хисеплĕ вырăнта лараççĕ. Пыра-киле «тăван» сăмаха вуçех те манмăпăр-и? Çакă хăратать те мана.
15-20 çул каялла пачах урăхлаччĕ вĕт-ха, ĕçке-çике çывăхри тата аякри мĕнпур тăвана пуçтарма тăрăшнă. Чĕннĕ çĕре килме васканă, хăна пуçтаракана кỹрентересрен вăтаннă.
– Халĕ ял масарĕ пысăк ресторана çаврăнать, – кула-кула каласа пачĕç мана районти пĕр ялта. – Миçе ещĕк эрех, миçе литр сăмакун ĕçсе яраççĕ-ши çав кун? Кăна никам та шутласа кăлараймĕ. Масар хапхинчен тайкаланса-ыталанса тухаççĕ те ялта каллех ĕçмелли шыраççĕ.
Эпĕ Уйăх çинчен татăлса аннă çын мар, пурнăç чăнлăхне курса-пĕлсе тăратăп. Масар çинчи хĕрессем хушшинче туса лартнă вăрăм сĕтелсем хушшинче: «Ĕç-ха, ма ĕçместĕн?» - тесе хистенине илтни те, тепрер çын ỹсĕрĕлсех кайнă пулин те ăна татах черкке тултарса пани лайăх япала мар. Ман шутпа, масар çинче тирпейлĕ пулмалла, ĕçкĕ-çикĕ валли урăх вырăн суйласа илмелле. Тус-тăванпа пĕрле çырма хĕррине кайса савăнăçлă канма та пулать вĕт-ха, килте сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса ларни те килĕшỹллĕ.
Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, хăш-пĕр ялта масар çинче эрех-сăмакун ĕçнине ваттисем хытă сивлеççĕ, çамрăксем вĕсен ирĕкĕнчен иртмеççĕ. Çак йăла пирĕн тăрăха хăçан çитĕ-ши? Е эпир урăхларах халăх: масар çинче ресторанта ларнă пек ĕçсе-ахăрашса савăнатпăр, киле таврăнсан харкашу çĕклетпĕр, ачасем те хамăртан тĕслĕх илесрен хăрамастпăр.
«Эс те Çтаппан, 
Эп те Çтаппан, 
Кам парĕ-ши пĕр стакан?» – çакăн пек юрласа таврăнакан пулчĕ хăшĕ-пĕри масар çинче «вăй-лă!» асăннă хыççăн.
Асаттесем чĕрĕлсе тăрас пулсан, стакан парас вырăнне çак услапăн йĕмне антарса вĕлтĕренпе хытă вĕтелĕччĕç те...
Хăçан ăс кĕрĕ-ши пире, ял-йышăм?

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: