Сувар

Ыран Хусансем 14 сехетчен кăна ӗçлеççӗ-и?

Ӗç кунне кӗскетес шухăшăн сăлтавӗ – Хусанта ¼ финалăн матчӗ иртнипе транспорт инфраструктурине кăшт пушатасси...

Хусан мэрийӗ Хусанти организацисене июлӗн 6-мӗшӗнче ӗç кунне 14 сехетчен кăна йӗркелеме сӗнет. Хушăва хула пуçлăхӗ Ильсур Метшин алă пуснă та ӗнтӗ, тесе пӗлтерет мэрин пресс-служби.

Ӗç кунне кӗскетес шухăшăн сăлтавӗ – Футболпа тӗнче чемпионачӗн ¼ финалӗн матчӗ Хусанта иртнӗрен транспорт инфраструктурине кăшт пушатасси тата хулари объектсене лайăхрах ӗçлеме майсем туса парасси.

Ыранхи матч мундиалӗн Хусанта юлашки вăййи, «Казань-Арена» стадионра çурма финала тухассишӗн Бразилипе Бельги сборнăйӗсем выляççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: