Сувар

Юрату чирӗ...

Пӗр эрнере кăна, республикăра ВИЧ-инфекци чирӗпе чирленӗ 18 (!) тӗслӗхе шута илнӗ.

Мундиаль, пенси реформи, кайăк-кӗшӗк грипӗ... Халăхра шăв-шав çӗклекен çак пулăмсене пула эпир ытти нушасем çинчен вуçех мантăмăр пулмалла. Вӗсем вара шăпăрт кăна çумрах çӳресе кунсерен тенӗ пек ытларах та ытларах тымар яраççӗ. Сăмахăм хăрушă чир çинчен. Роспотребнадзорăн Тутарстанри уйрăмӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, кунта сисчӗвленмелӗх те пур. Кăçал июлӗн 19-25-мӗшӗсенче, урăхла каласан пӗр эрнере кăна, республикăра ВИЧ-инфекци чирӗпе чирленӗ 18 (!) тӗслӗхе шута илнӗ. 

Юрату чирӗ пуринчен ытла çырчаллисене юратать-мӗн, кунта ВИЧ-инфекцие 5 çынра тупнă. Хусанта – 4, Элметпе Елабуга районӗсенче – 2-шер, Пӗкӗлме, Заинск, Ешӗлвар, Лениногорск, Анат Кама районӗсенче вара 1-ер. Ку статистика хыççăн сăмах ытлашши пуль тетӗп, мӗншӗн тесен цифрăсем хăйсемех пӗтӗмлетӗве пиртен кашни хăй тумаллине калаççӗ.


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Теги: ВИЧ
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: