Сувар

Анатолий Хмыт – пирӗн ентеш

Кунне пӗр сыпăк калав е пӗр çаврăм сăвă вуласа тухмасан хама çын пек те туймастăп

 Пирӗн редакци хăни паян – Анатолий Хмыт (Ефимов) çыравçă, учитель. Вăл Аксу районӗнчи Таркăн ялӗнче çуралса ӳснӗ. Чылай вулакана унăн кӗске те хăйне евӗрлӗ хушма ят пӗлтерӗшӗ кăсăклантарать. Анатолий Дмитриевичăн псевдонимӗ аббревиатура иккен: вăл «Хура Мӗтри ывăлӗ Толя» сăмахсен пӗрремӗш сас паллийӗсенчен йӗркеленнӗ.

«Ача чухне Муса Джалилӗн «Моабит тетрадӗнчи» сăвăсене каçса кайса вулаттăм, поэтăн биографийӗпе интересленсе кайрăм. Тем вăхăтран икӗ сăвă шăрçаларăм. Çак самантран çырма пуçланă, писатель пулас килнӗ. 96 страницăллă икӗ тетрадь сăвăпа тулличчӗ. Шел, кăларса пăрахнă вӗсене. Халӗ ытларах прозăпа ӗçлетӗп, поэзи вăл – юрату, çамрăклăх», – тет çыравçă.
А.Д.Хмыт çар хӗсметне 1982–1984 çулсенче Афганистанра ирттернӗ, çапăçусене пӗрре мар хутшăннă. Çавăнпах ӗнтӗ Афганистан вăрçин теми унăн пултарулăхӗнче тӗп вырăн йышăнать. Прозаикăн пӗрремӗш калавӗ – «Рафик» – 1999 çулта пичетленнӗ. Паллăрах кӗнекисем: «Вилӗмсӗр кăйкăр юрри» (2001), «Ан тăк куççуль, аннеçӗм» (2003), «Сар Иван» (2004, 2006), «Леш тӗнчерен...» роман-дилоги (1-мӗш кӗнеки – «Таркăнсем», 2-мӗш кӗнеки – «Тамăк витӗр», 2011). Кăçал Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Тӗлленмен тӗлӗк» повеçсемпе калавсен пуххийӗ кун çути курчӗ. Анатолий Хмытăн «Сарă чечек – уйрăлу палли» калавӗ 9-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Тăван литература» вӗренӳпе вулав кӗнекине кӗнӗ. Анчахрах пичетленнӗ «Вутчуль» сборникра «Çутă кантăкри сăнар» хайлавне тупса вулама пулать.

 

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Литература маншăн – пурнăç çăлкуçӗ. Кунне пӗр сыпăк калав е пӗр çаврăм сăвă вуласа тухмасан хама çын пек те туймастăп. Пушхирти караванçă пек, чун типсе хăшкăлнине сисетӗп. Çавăнпа та хаçат-журнал, кӗнеке вуласа чуна уçсах тăратăп...
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Юлашки вăхăтра Пушкăртстанра пурăнакан Геннадий Челпир хăйӗн сăввисене ман пата ярса пама пуçларӗ. Унăн хайлавӗсене вулани ман чуна уçать. Çӗнӗ хăватпа ӗçлеме пуçлатăп вара. Тем тесен те, чăваш тӗнчи пӗтмен-ха!
– Юратнă поэт, прозаик.
– Тутарсен паллă поэчӗ Муса Джалиль, Юрий Скворцов çыравçă маншăн паллă вырăнта.
– Юратнă кӗнеке.
– «Мастер и Маргарита» (Михаил Булгаков), «Хура çăкăр» (Илпек Микулайӗ).
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Юрий Бондаревпа тӗл пулса калаçăттăм, мӗншӗн тесен вӗсен ăрăвне те, пирӗн ăрăва та вăрçă витӗр тухма тиврӗ. Вăл литературăра сăнласа панă проблемăсем, шел пулин те, пирӗн вăхăтра та тăтăшах тӗл пулаççӗ.
– Пурнăç девизӗ.
– Ватăлмасăр пурăнасчӗ.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Çамрăк чух йăмăка вулаттараттăм. Халӗ ун пек йăла çук.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: