Сувар

Айгиз БАЙМУХАМЕТОВ: «ЧИ ХĂРУШШИНЕ ПОВЕÇРЕ ÇЫРМАРĂМ»

Мана виçӗ хутчен усрава илес терӗç. Пирвай шкулта вӗреннӗ чухнех.  Çуллахи кану лагерӗнче каннă вăхăтра унти медсестра мана килӗштернӗччӗ. Эпӗ кайма та хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах та вăл мана пӗччене кăна илесшӗн пулнă иккен. Аппа пире уйăрассине хирӗç пулчӗ. Çавăнпа манăн та усрав çемьене каяс шухăшпа сывпуллашма тиврӗ. Иккӗмӗш хут 11-мӗш класра вӗреннӗ чух илесшӗнччӗ. Виççӗмӗш хутӗнче эпӗ çитӗнсе çитнӗ çынччӗ ӗнтӗ, манăн эсир вуланă кӗнеке те тухнăччӗ. Пӗр хӗрарăм мана телевизорпа курнă. Унăн та манпа пӗр çулхи пӗртен-пӗр ывăлӗ пулнă иккен, анчах та аварие лексе вилнӗ. Вăл мана телевидени урлă шыраса тупрӗ, хăйӗн ывăлӗ пулма ыйтрӗ. Пӗтӗм пурлăха сана хăваратăп терӗ. Эп ун чух ӗçлеттӗмччӗ ӗнтӗ, пушă вăхăт çукпа пӗрехчӗ. Кӗскен калас-тăк, пултараймарăм çак сӗнӗве йышăнма. Сăмах май, эпӗ кун пирки «Юмахсăр ачалăх» кӗнекере çырнă.

«Суварăн» кăçалхи 1-19-мӗш номерӗсенче пушкăртсен çамрăк çыравçин Айгиз Баймухаметовăн «Ан хăвар, анне» повеçӗ пичетленчӗ. Ăна вулакансем хапăл туса йышăнни малтанхи номерсем тухсанах сисӗнчӗ. Хайлав, ун авторӗ пирки редакцие шăнкăравласа, çырса ыйтма пуçларӗç хаçат тусӗсем. Командировкăсене кайсан та ку повесть пичетленнӗ вăхăтра вулакансем «Сувара» чăтăмсăррăн кӗтнине каларӗç почтальонсем. Чăн та, нумай çыннăн чӗрине канăç памарӗ пушкăрт тусăмăрăн повеçӗ. Ăна паянхи кун тӗлне нумай чӗлхене куçарнă ӗнтӗ, ытти халăх çыннисем те пирӗн пекех чунтан йышăннă ăна.

Айгиз Гиззатович Баймухаметов – пушкăрт çыравçи. Вăл 1988 çулхи юпа уйăхӗн 27-мӗшӗнче Белорецк районӗнчи Абзаково ялӗнче йышлă çемьере çуралнă. Ашшӗ-амăшӗнчен питӗ ир тăлăха юлнă, ача çуртӗнче ӳснӗ. Пушкăрт патшалăх университетӗнчен вӗренсе тухсан «Башкортостан» хаçат редакцийӗнче культура пайӗн корреспондентӗнче ӗçленӗ. Айгиз Гиззатович – Раççей Федерацийӗн Писательсен союзӗн, Раççей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн пайташӗ, Пушкăрт Республикин Шайхзада Бабич ячӗллӗ çамрăксен патшалăх премийӗн лауреачӗ. Сăмах май, нумай пулмасть эпир хаçатра вуланă повесть Чăваш кӗнеке издательствинче «Ан пăрах, анне» ятпа кӗнекен пичетленсе тухрӗ.

Автор çинчен, повесть çинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тӗллевпе Айгизпа хăйӗнпе çыхăнтăмăр. Вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.

– Айгиз, эпир те, Тутарстан чăвашӗсем, сирӗн «Ан пăрах, анне» повеçӗре вуларăмăр. Палăртас килет: хаçатра пичетленекен кашни илемлӗ хайлав пиркиех вулакансенчен çырусем илместпӗр эпир. Сирӗн повеçӗр вара пичетленме пуçланă пирвайхи номертенех кашни çынна тыткăна илчӗ. Ку хайлава лăпкăн вулама çук. Пиртен, редакцире ӗçлекенсенчен, вулакансем шăнкăравласа, социаллă сетьсенче çырса ыйтрӗç: нивушлӗ повеçре çырса кăтартни веçех тӗрӗс? Автор хăйӗн пурнăçӗнче пулса иртнӗ чăн пулăмсене çутатни пирки пӗлтерсен сирӗн çинчен тӗплӗнрех пӗлес килнине каларӗç. Апла пулсан чăн малтан пуçлар-ха: ача çуртӗнчи пурнăçăр пирки кӗнеке çырас шухăш сирӗн хăçан çуралчӗ тата вăл халăхра çакăн пек пысăк резонанс çуратасса кӗтнӗ-и?

– Чи малтанах «Сувар» хаçат коллективне манăн пултарулăха çапла пысăк хак панăшăн чӗререн тав тăвас килет. Кăшт маларах вăл Шупашкарта тухса тăракан «Çамрăксен хаçатӗнче» чăвашла пичетленчӗ. Кăçал, акă, Тутарстан чăвашӗсем те манăн хайлава вуларӗç. Эпӗ питӗ хавас. Асăннă повесть еплерех çуралнин историйӗ çапларах: эпир çемьере çиччӗн пӗртăван ӳснӗ. Анне 40 çулта чухне рака пула вăхăтсăр вилсе кайрӗ. Унтан эпир аттепе пурăнтăмăр. Анчах та анне хыççăн виçӗ çултан атте те çав усал чире пулах çӗре кӗчӗ. Вара эпир, çул çитмен тăватă пӗртăван, ача çуртне лекрӗмӗр. Аслăраххисем çула çитнӗпе пӗрехчӗ, вӗсем кам техникумра, кам училищӗре вӗренетчӗç. Пӗррехинче хам ача çуртӗнче курни-тӳсни пирки çынсене те пӗлтерес килчӗ. Университетра 5-мӗш курсра вӗреннӗ чух Пушкăртстанри «Башкортостан» республика хаçатӗнче ӗçлеме пуçларăм. Мартăн 8-мӗшӗ тӗлне пӗр-пӗр пысăк çитӗнӳ тунă хӗрарăм çинчен çырма хушрӗç мана. Кун пек чух мӗнлерех статьясем пичетлеççӗ-ха хаçат-журналта? Çавă-çавă çавăнта çуралнă, çавăнта вӗреннӗ, ӗçленӗ, çапларах çитӗнӳсем тунă тата ытти те. Манăн шаблонлă статья çырас килмерӗ. Ӗçрен киле таврăнтăм та шухăшласа çӳретӗп мӗнлерех çырас-ши тесе? Темшӗн çав каç аннепе сывпуллашнă самант пуçран тухмарӗ. Шухăшларăм-шухăшларăм та, çак уява пӗр ахаль шухăшласа кăларман ӗнтӗ: çынсем аннесене, мăшăрсене, аппа-йăмăксене хаклама вӗренччӗр тенӗ-тӗр. Эпӗ хаçат валли «Ан пăрах, анне» ятлă хайлав çыртăм. Унта арçын ача тӗлӗкӗнче вилнӗ амăшӗпе калаçать, мӗншӗн пăрахса хăварни пирки ыйтать. Те очерк темелле ăна, те калав – хам та ăнланмарăм малтанах. Хаçатра пичетленнӗ хыççăнах редакцие вулакансем çырусем çырма, шăнкăравлама пуçларӗç. Пурин те пӗр ыйту: кам çырнă çак хайлава, малалли пулать-и теççӗ. Халăх ыйтнине пула эпӗ малтан эсир вуласа тухнă повеçӗн вӗçне, кайран пуçламăшне çыртăм. Çапла майпа «Ан пăрах, анне» кӗнеке çуралчӗ. 2012 çулта çырса пӗтертӗм эпӗ ăна. Паянхи кун тӗлне ăна нумай чӗлхене куçарнă ӗнтӗ. Ăнăçлăх мӗнре тетӗр-и? Хуть хăш халăхшăн та анне – чи çывăх çын, çавăнпах хайлава хуть ăçта та хапăл туса йышăнаççӗ. Пушкăртстанра, Казахстанра, Кăркăсстанра, Бурятире, Тутарстанра аван йышăнчӗç. «Хыпар» Издательство çурчӗн тӗп редакторӗн çумӗ Дмитрий Моисеев тăрăшнипе чăвашсем те вулама пултарчӗç çак кӗнекене. Кӗнекере мӗн çырни, тӗпрен илсен, пӗтӗмпех тӗрӗс.

– Йăнăшмастăп пулсассăн, аппăрсемпе йăмăкăрăн ячӗсем повеçре чăннисемех. Мӗншӗн хăвăрăн ятăра улăштартăр?

– Çапла, чăнах та аттепе аннен, аппасемпе йăмăкăн, ытти ырă сăнарсен ячӗсене повеçре çаплипех хăварнă. Ырă мар сăнарсен ячӗсене вара эпӗ улăштарас терӗм. Хама повеçре Ильяс ят патăм. Пӗрремӗшӗнчен, Айгиз тенӗ пулсан кӗнеке документлă пулса тухӗччӗ. Ку вӗт илемлӗ литература хайлавӗ. Иккӗмӗшӗнчен, тӗп героя хайлавра лайăх енчен сăнарланă-çке, çынсем автор хăйне мухтать теме пултараççӗ. Виççӗмӗшӗнчен, Ильяс – кӗске те илемлӗ ят, хăвăрт çырăнать. Тăваттăмӗшӗнчен, Ильяс – мăсăльмансен хушшинче лайăх пӗлтерӗшлӗ ят, ун пек ятлă çынна ăнăçу кӗтет.

– Тӗпрен илсен, телевизорпа ача çурчӗсенче лайăх условисенче пурăннине кăтартаççӗ. Сирӗн кӗнекӗр вара халăхăн «куçне уçрӗ».  «Нивушлӗ воспитательсем çапла тискер хăтланма пултараççӗ. Вӗсем мӗн, çын мар-им?» – тесе ыйтаççӗ пиртен вулакансем. Повеçе çырнă чух эсир хăвăр ума мӗнле тӗллев лартрăр?

– Çак повеçе çырнă хыççăн мана вăрçакансем те, критиклекенсем те нумай пулчӗç. Урăхла юрамасть те пуль. Ачасем хăйсен ашшӗ-амăшне, çемйине хаклама вӗренччӗр терӗм, урăхла майпа епле кăтартăн? Тӗрӗссипе каласан, эпӗ кӗнекере чи хăрушшине çырмасăр хăварнă. Ку хайлава ачасемпе çамрăксем йышлăн вулассине малтанах шута илтӗм. Хама лайăх пӗлекенсем ăна вуласан: «Айгиз, эсӗ нумай япала пирки çырман-çке», – терӗç. Унтан тепӗр япала пирки асăнса хăварас килет: пӗрре пирӗн редакцирен пӗр журналиста тӗрмене материал хатӗрлеме янăччӗ. Паллах, журналист килсен ун пек çӗрте аваннине кăна кăтартаççӗ, каласа параççӗ. Ӗçтешӗмӗр тӗрме пирки питӗ лайăх çырса пачӗ. Эпӗ планеркăра чăтса тăраймарăм: «Сирӗн статйăра вуланă хыççăн халӗ пурте тӗрмене ларасшăн пулмӗç-и?» – терӗм. Ара, тӗрмери пурнăç епле «лайăх» пулни çинчен вуласан ирӗкри пурнăç кама-тăр çав тери йывăр пек туйăнма пултарать-çке? Эпӗ, паллах, ача çуртне тӗрмепе танлаштарасшăн мар. Анчах та çакăн пек учрежденисем пирки çыратăн пулсан, лайăххи пирки кăна мар, япăххи çинчен те каласа памаллах. Ача çурчӗ пирки лайăххине çеç çырсан «ав епле лайăх иккен унта, кайса ярас хамăн ачана та» теекен ан пултăр. Шел пулин те, пирӗн çӗршыври ача çурчӗсене ӳсекен ачасен пӗтӗмӗшле шутӗнчен 80-90 проценчӗн ашшӗ-амăшӗ сывă. Хам ӳснӗ ача çуртнех илетӗп: эпир унта 100 ачана яхăнччӗ, 90-шӗн ашшӗ-амăшӗ сывăччӗ. Çавăнпах кӗнеке ятне те чӗнсе каланă пек «Ан пăрах, анне» (Не оставляй, мама) тесе ят патăм.

– Кӗнеке кун çути курнă хыççăн эсир ӳснӗ ача çуртӗнче пысăк улшăнусем пулса иртнӗ, директорпа воспитательсене ӗçрен хăтарнă. Апла-тăк эсир çавнашкал путсӗр çынсене явап тытармашкăн влаçрисен «куçне уçма» пултарнă?

– Çапла, вăл ача çурчӗ халӗ çук. Унта ача сачӗ халь. Манăн тӗллевӗм – директора ӗçрен кăларттарасси марччӗ, паллах. Хам чăтса ирттернине çынсене пӗлтерес килчӗ, çакнашкал лару-тăрăва никам та ан лектӗр тесе тăрăшрăм. Литературăн вăйӗ хăватлă вӗт – вăл халăхăн шухăш-кăмăлне, тавракурăмне тӗпрен улăштарма пултарать. Эпӗ халӗ те нумай çыру илетӗп вулакансенчен. «Сирӗн повеçӗре вуларăмăр та, атте-аннене тата та ытларах хаклама пуçларăмăр», – тесе çыраççӗ. Ман хайлава вуланă хыççăн ача усрава илнӗ хӗрарăмсем те пуррине пӗлетӗп. Çыравçăшăн чи пысăк телей вăл – унăн хайлавӗ çынсене пулăшма, вӗсен ăс-тăнне ырă еннелле çавăрма пултарни пулӗ.

– Повеçри пур сăнар та чăн пурнăçран-и? Тӗслӗхрен, Фарит. Нивушлӗ аслисен çынсăрлăхне пула пурнăçран уйрăлнă вăл? Даян тата: повесть вӗçӗнче тӗп сăнар ăна курать, вăл бомж. Чăннипех çапла пулнă-и? Амиля тата ыттисем те...

– Ку ыйту çине çапларах хуравлатăп: манăн «Юмахсăр ачалăх» ятлă кӗнеке пур. Ăна шăпах эсир вуланă повеçӗн малалли теме пулать. Унта «Ан пăрах, анне» кӗнекери геройсен малаллахи шăпи еплерех пулнипе паллашма май пур. Вуласан хуравне хăвăрах пӗлӗр.

– Айгиз, повеçре вилес умӗн ашшӗ ывăлне питӗ пӗлтерӗшлӗ япала парса хăварасшăн, анчах та парса ӗлкӗреймест. Çак самант хайлав пуçламăшӗнчех вулакана тыткăна илет те вуласа тухиччен те канăç памасть: мӗн парасшăн пулнă-ха ашшӗ ывăлне? Ку историе чăн пурнăçран илнӗ-и е шухăшласа кăларнă кӗнекере? Енчен те чăн пулсан, ашшӗ мӗншӗн Ильяса, урăхла каласан, сире парасшăн талисмана, ытти ачисене мар?

– Халӗ вара эпӗ сире хамăн вăрттăнлăха уçса паратăп. Кунта талисман вăл – çыравçăн чеелӗхӗ. Чеелӗх теме те çук пуль-ха ăна, хайлаври çул-йӗре аталантарни. Повесть малтанхи йӗркесенчех вулакана кăсăклантарса ятăр тесе çапла йышăну турăм. Тепӗр тесен, ку вӗт пысăк хайлав, унпа вулакана тыткăна илме пӗлмелле. Чăннипе вара мана аттерен пиçиххи юлнă. Пиçиххие вӗт эпир урăхларах ăнланатпăр, айăпа кӗнӗ çынна явап тыттармалли хатӗр пек. Çавăнпа та повеçре амулетпа усă курас терӗм. Ку саманта эпӗ шухăшласа кăларнă, пытармастăп. Çапах та амулет вăйне пирӗн халăх хытă шанать: вăл кама лекет, çавăн пурнăçӗ ăнăçлă пулать. Пушкăртсен йăлипе ăна аслисем ывăлне параççӗ, темиçен пулсан – кӗçӗннине.

– Аттепе анне – кашни çыншăн чи хаклă çынсем. Эсир вӗсене питӗ ир çухатнă. Апла пулин те, хăйсен кӗске ӗмӗрӗнче вӗсем сирте чи лайăххине «акма» ӗлкӗрнӗ: шăпах вӗсене пула эсир, çичӗ пӗртăван, темле йывăрлăх витӗр те тухма тивсен те, лайăх çынсем пулса çитӗннӗ. Кӗнекере эсир аçăрпа аннӗр пирки çав тери ăшшăн каласа паратăр. Тӗплӗнрех паллаштарăр-ха вӗсемпе.

– Анне Гульнур Нургалиевна ятлăччӗ. Кӗске ӗмӗр пурăннă пулин те çичӗ ача çуратма ӗлкӗрнӗ вăл. Вăл профессипе поварччӗ. Эпӗ аннеçӗм ăçта-тăр ӗçленине астумастăп, вăл яланах пирӗнпе – ачисемпеччӗ. Килти хуçалăха тытса пыратчӗ. Сăмах май, мана сăнпа анне пек теççӗ. Атте Гиззат Мухаррамович ятлăччӗ. Вăл трактористчӗ. Районти механизаторсен хушшинче паллă çынччӗ. Техникăна алăри пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пек лайăх пӗлетчӗ. Хăйсем юсайман трактор-машинăна тӳрлеттерме таçтан та килсе чӗнетчӗç аттене. Хисеплесе ăна кӗçӗнни те, хăйӗнчен асли те «пичче» тесе чӗнетчӗç.

– Повесть Ильяс, урăхла каласан – эсир, университета вӗренме кӗнипе вӗçленет. Ача çурчӗ хыççăнхи пурнăçăр пирки каласа парсамăрччӗ. Пиччӗрсемпе аппăрсен, йăмăкăрсен шăпи еплерех?

– Аслă пӗлӳ илсен эпӗ «Башкортостан» хаçат редакцийӗнче ӗçлеме пуçларăм. Каярахри пурнăçăм пирки нумайăшӗ пӗлеççӗ ӗнтӗ. Хампа пӗртăвансем çинчен калас пулсан, вӗсен те йăлтах йӗркеллӗ. Кӗçӗн йăмăкăм Зульфира, тӗслӗхрен, икӗ ывăл ӳстерет, Алиян виçӗ ача. Ыттисем те çемьеллӗ. Аслă пиччем Азат çеç тăватă çул каялла сарăмсăр вилчӗ. Пӗр-пӗринпе тачă çыхăну тытатпăр, пурин те пурăнмалли çурт-йӗрӗ пур, кашниех пурнăçра хăйӗн вырăнне тупнă. Никамшăн та, нихăçан та пите хӗретмен эпир.

– Ача çуртӗнче пурăннă чух сире усрава илес текенсем пулмарӗç-и?

– Мана виçӗ хутчен усрава илес терӗç. Пирвай шкулта вӗреннӗ чухнех.  Çуллахи кану лагерӗнче каннă вăхăтра унти медсестра мана килӗштернӗччӗ. Эпӗ кайма та хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах та вăл мана пӗччене кăна илесшӗн пулнă иккен. Аппа пире уйăрассине хирӗç пулчӗ. Çавăнпа манăн та усрав çемьене каяс шухăшпа сывпуллашма тиврӗ. Иккӗмӗш хут 11-мӗш класра вӗреннӗ чух илесшӗнччӗ. Виççӗмӗш хутӗнче эпӗ çитӗнсе çитнӗ çынччӗ ӗнтӗ, манăн эсир вуланă кӗнеке те тухнăччӗ. Пӗр хӗрарăм мана телевизорпа курнă. Унăн та манпа пӗр çулхи пӗртен-пӗр ывăлӗ пулнă иккен, анчах та аварие лексе вилнӗ. Вăл мана телевидени урлă шыраса тупрӗ, хăйӗн ывăлӗ пулма ыйтрӗ. Пӗтӗм пурлăха сана хăваратăп терӗ. Эп ун чух ӗçлеттӗмччӗ ӗнтӗ, пушă вăхăт çукпа пӗрехчӗ. Кӗскен калас-тăк, пултараймарăм çак сӗнӗве йышăнма. Сăмах май, эпӗ кун пирки «Юмахсăр ачалăх» кӗнекере çырнă.

– Повеçе пуçласа пушкăртла çырнă. Пӗрремӗш кӗнеке миçемӗш çулта кун çути курнă? Миçе чӗлхене куçарнă ăна?

– Тăван чӗлхепе 2013 çулта кӗнеке тухнă хыççăн повесть вырăсла, тутарла, казахла, кăркăсла тухрӗ. Нумай пулмасть манăн кӗнеке чăвашла та кун çути курчӗ. Кӗнекен вăл ултă чӗлхепе тухнă паянхи кунччен. Хаçат-журналсенче пичетленнисене шута илсен ман повесть вун-вун чӗлхепе пичетленнӗ ӗнтӗ. Кăçал белорусла, турккăлла, узбекла тухмалла. Сăмах май, манăн пур хайлава та чăвашла куçарнă. Чăваш тусăмсемшӗн те манăн пултарулăх çав тери кăсăклă пулни питӗ савăнтарать мана. Питӗ нумай çыру илетӗп социаллă сетьсем урлă. Чăвашла манăн тата та кӗнекесем тухасса шанатăп.

– Повеçе чăвашла çамрăк журналист Дмитрий Моисеев куçарнă. Эсир унпа ăçта паллашрăр?

– Дмитрийпе эпир 2014 çулта Хусанта иртнӗ Тӗрӗк халăхӗсен çамрăк çыравçисен съездӗнче паллашрăмăр. Унта Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер те пурччӗ, унпа та туслашрăмăр. Проза секцийӗнче Димăн пьесине, манăн калавсене сӳтсе яврӗç, иксӗмӗре те пысăк хак пачӗç. Эпӗ çавăн чух ăна «Не оставляй, мама» вырăсла кӗнекене парнелерӗм. Çӗнӗ тусăмпа тачă çыхăну тытма пуçларăмăр. Мана «Çамрăксен хаçачӗн» юбилейне те чӗнчӗç. Çакăн хыççăн Дмитрий манăн пӗр хайлава, унтан теприне, виççӗмӗшне чăвашла куçарчӗ. Вăл çав тери талантлă, мăнкăмăллă мар, унпа калаçнăçем калаçас килет. Пирӗн пӗрлехи туссем те нумай. Моисеевпа паллашни маншăн – çав тери пысăк телей. Вăл пулмасан, тен, ман хайлавсене чăвашсем вулайман та пулӗччӗç-и...

– Эсир халӗ «Башкортостан» хаçат редакцийӗнче ӗçлеместӗр. Мӗншӗн пăрахрăр?

– «Башкортостан» хаçатра пилӗк çул ӗçлерӗм эпӗ. Хаçатра ӗçлесе тăрса  литература хайлавӗсем çырма питӗ йывăр. Журнал редакцийӗнче ӗçлесен те çăмăлрах пулатчӗ пулӗ. Анчах кунта урăх сăлтав та пур. Кӗнеке тухсан мана тӗрлӗ çӗре, çав шутра – ют çӗршывсене те – тăтăшах тӗлпулусене йыхравлама пуçларӗç. Паллах ӗнтӗ, кун пек чух ӗçрен пӗрмаях ыйтса кайма тивет. Пуçлăх вара кашнинче ăнланасшăн мар. Çыравçă ӗçӗпе хаçат ӗçӗ пӗр-пӗринпе ниепле те шайлашăнми пулчӗç. Çавăнпа эпӗ редакцирен кайма шутларăм. Хальхи вăхăтра эпӗ ирӗклӗ çыравçă пек ӗçлесе пурăнатăп. Тавах Турра, кӗнекесем тухнинчен, спектакльсем лартнинчен тивекен укçа-тенкӗ мана çителӗклӗ пурнăçпа пурăнма май парать. «Башкортостан» хаçат редакцийӗпе вара пӗрмаях çыхăнура эпӗ, унта мана хăть хăш самантра калле ӗçе илме хатӗр. Хальлӗхе каялла таврăнма хам хатӗр мар-ха. Журналистикăна таврăнатăпах пуль теп-ха, паянхи куна меллӗ вариант çук, çавăнпа тăхтаса тăратăп.

– Сире час-часах тӗрлӗ çӗре тӗлпулусене чӗнеççӗ. Нумай пулмасть Кăркăсстанра пулнăччӗ. Апла-тăк сирӗн тӗрлӗ çӗрте юлташăрсем нумай пуль?

– Çапла, манăн юлташсем питӗ нумай. Чăн-чăн телей вăл. Вӗсем мана хăнана чӗнеççӗ, хам та йыхравласах тăратăп. Çуркунне Кăркăсстанра пултăм. Кӗркунне Турцире, Узбекистанра, каллех Кăркăсстанра тӗлпулусем йӗркелесшӗн. Пур çӗрте те хапăл туса кӗтсе илеççӗ мана. Литература çынсене пӗр-пӗринпе туслашма, çывăхланма пулăшать, ман шутпа. Кашни наци çыннишӗн çывăх темăсемпе çырмалла, çавăн чух санăн пултарулăху хуть хăш халăх çыннишӗн те интереслӗ пулӗ. Ытти халăхсем те мана çывăх тăван пек йышăнни савăнтарать. Эпӗ çул çӳреме хăнăхса çитрӗм ӗнтӗ, маншăн йывăр мар ку. Пӗлтӗр хам ăçта-ăçта пулнине хисеплерӗм те, километрпа шутласан эпӗ Çӗр чăмăрӗ тавра çаврăннă чухлӗ пуçтарăннă иккен. Паллах, çул çӳрени ывăнтарать те ӗнтӗ. Çапах та вăрах вăхăт ниçта та тухса çӳремесен тем çитмен пек туйăнма пуçлать...

– «Ан пăрах, анне» повеçӗр тăрăх темиçе театр спектакльсем лартнă. Хăш театрсенче лартнă? Сирӗн кăмăлăра кайрӗç-и вăл постановкăсем?

– Паллах, кăмăла кайрӗç. Питӗ пултаруллă çынсем ӗçленӗ ман повесть тăрăх постановка лартас енӗпе. Пӗрремӗш спектакль «Навстречу мечте» ятлă, Пушкăрт академи драма театрӗ лартрӗ, режиссерӗ Ильсур Казакбаев. Çак спектакле сцена çине кăларса пилӗк çын çамрăксен патшалăх премине илме тивӗçрӗ. Бурятине гастрольпе кайсан унтисене спектакль çав тери килӗшнӗ, çавăнпа И.Казакбаев ăна Бурят патшалăх академи драма театрӗнче те лартнă. Кăçал Казахстанри Кокшетау хулинче Çамрăксен театрӗ уçăлчӗ, вӗсем те çак спектакле лартрӗç. Халӗ Тутарстанра сцена çине кăларма хатӗрленеççӗ. Халăх театрӗсем лартнине шута илсен – вӗсен шучӗ те çук.

– Повеçӗр пирӗн вулакансене çав тери килӗшрӗ. Халӗ пурсăмăрăн та малалла мӗн пулнине пӗлес килет. Эсир малаллине те çырнă терӗр, чăвашла та куçарнă...

– Çапла, манăн хайлавсене пурне те Дмитрий Моисеев чăвашла куçарнă. «Сувар» вулаканӗсене çӗнӗ хайлавсемпе паллаштарма эпӗ пӗртте хирӗç мар.

– Паянхи кун мӗнле плансемпе, идейăсемпе пурăнатăр? Халӗ мӗн çыратăр?

– Плансем пысăк. Кăçал тӗрлӗ чӗлхепе вунă кӗнеке кăларасшăн. Çав шутран 8-шӗ кун çути курчӗ. Кӗркунне тӗрлӗ çӗрте тӗлпулусем йӗркелесси пирки каларăм ӗнтӗ. Нумаях пулмасть «Обманщик» ятлă çӗнӗ повесть çырса пӗтертӗм. Кунсăр пуçне вӗрентекенсен пурнăçне, ӗç-хӗлне сăнлакан роман çырма пуçларăм. Сире, Тутарстанри чăвашсене, манăн пултарулăха пысăк хак панăшăн, хапăл туса йышăннăшăн чӗререн тав тăватăп. Пушкăртпа чăваш ӗлӗкрен туслă пурăннă вӗт. Константин Ивановпа Ухсай Яккăвӗ Пушкăрт çӗрӗнче ӳссе çитӗннӗ, ачаран пушкăртсемпе юнашар ӳснӗ. Пирӗн те, çамрăксен, халăхсен туслăхне çирӗплетсе кăна пырасчӗ. Тăван чӗлхемӗрсене, культурăна пӗтме парар мар. Чăвашсене эпӗ питӗ хисеплетӗп. Яланах вӗсем пирки космоса чи малтисен йышӗнче вӗçме пултарнă хăватлă халăх тесе калатăп. Сире пурсăра та ăнăçу, пысăк çитӗнӳсем тума сунатăп.

– Тавах, Айгиз! Хăвăра та кулленхи пурнăçра та, творчествăра та çитӗнӳсем сунатпăр!

Реклама

А.Баймухаметовăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: