Сувар

г. Казань

16+
Интервью, статьясем

Елена МАТВЕЕВА: «Повара нимле роботпа та ылмаштараймăн»

Професси суйласа илесси çын пурнăçӗнче чи кирлӗ тапхăрсенчен пӗри. Камсем кирлӗ-ха паян ӗç рынокӗнче? Кашни сферăна цифровизаци, роботизаци кӗрсе пырсан та çавах çын аллисӗр ӗç тухмасть. Шăп çакăн йышши специальность пирки калаçрăмăр та биологи наукисен докторӗпе Елена Лаврентьевна Матвеевăпа. Пирӗн респондент Чăваш Енри Канаш районӗнчи Малтикасра, Çеçпӗл Мишшин тăван ялӗнче, çуралса ӳснӗ. Аслă пӗлӳ Хусанта илнӗ, çакăнтах пулас мăшăрӗпе паллашнă. Упăшки хăй пекех Чăваш Енрен, Йӗпреç районӗнчен. Матвеевсем ывăл çуратса ӳстернӗ.

Елена Лаврентьевна Хусанти Инноваци университетӗнчи Тараватлăхпа дизайн факультечӗн деканӗ. Камсене вӗрентеççӗ-ха кунта? Çакăн пирки пулчӗ пирӗн интервью.         

– Елена Лаврентьевна, мӗнрен пуçланать Тараватлăхпа дизайн факультечӗн историйӗ?

– 2007 çултан. Шăп çав çулхине Апат-çимӗç технологийӗпе обществăлла апатлантару йӗркеленӗвӗн факультечӗ уçăлчӗ. Вăл вăхăтсемшӗн ку çӗнӗлӗхчӗ – гуманитари аслă шкулӗнче технологи енлӗ специальноçпа факультет уçни. Пӗрремӗш кунранах ректор ман ума факультета çӗклемешкӗн задачăсем  лартрӗ. Йывăрлăхсемсӗр пулмарӗ, паллах. Анчах ун чух темле хăпартлану пурччӗ – мӗн-тӗр çӗннине хута ярасси, студентсене пуçтарасси. Çӗнӗ специальноçа хута яма чи малтан пурлăхпа техника никӗсӗ кирлӗ, студентсем валли столовăй тата ытти.  Мускава çак ыйтупа кайсан: «Эсир мӗскер ман пата çӗнӗ ен уçасси пирки калаçма килтӗр-и? Хăвăрăн аслă шкулăрта студентсене апатлантарма вырăн та çук. Малтан столовăй уçăр, унтан ман пата килӗр», – терӗç.

– Ăçта, мӗнле ведомствăра çапла каларӗç сире?

– Аслă шкулсене çак енӗпе пăхса тăракан вӗрентӳпе методика уйрăмӗ ӗнтӗ. Вӗсем вӗрентӳ программипе пурлăхпа техника никӗсне тӗрӗслесе лицензи илме ирӗк парассипе ӗçлеççӗ. Çапла пӗрремӗш хут нимсӗр тенӗ пек таврăнтăм. 2007 çулăн февраль пуçламăшӗччӗ. Хамăр вара çу пуçламăшӗнче обществăлла апатлантару енӗпе студентсене пухма тӗллев лартнăччӗ. Тӳрех калатăп – эпир пултартăмăр. Мускавран таврăнсанах ректора тӗпӗ-йӗрӗпе каласа патăм. Вăл вара (В.Г.Тимирясов. – Авт.): «Уçатпăр тесе каларăмăр пулсан – апла уçатпăр», – терӗ кӗскен. Çапла çийӗнчех студентсем валли кафе уçрăмăр, вара хими, физика, технологи, йӗркелӳ тата микробиологи лабораторийӗсене йӗркелеме пуçларăмăр. 

– Уçнипе кăна мар вӗт-ха, вӗсене янтăламалла та. Мӗнле ӗлкӗртӗр кӗске хушăра?

– Паллах, лабораторисене чи малтан мӗн кирлипе тивӗçтермелле. Çапла ӗç вӗресе кайрӗ. Çулла вăхăтӗнче йăлт туса пӗтертӗмӗр, мӗнпур лабораторисене, кафене лицензи илтӗмӗр. Студентсем те пуçтарайрăмăр, куçăн уйрăма – 40-ӗн пулчӗç. 

– Тин çеç йӗркеленнӗ факультета вӗренекенсем тупма çăмăл мар пулчӗ-тӗр?

– Лабораторисене йӗркеленӗ тапхăртах май килнӗ таран пур çӗре те реклама патăмăр. Хам та тăтăш шкулсене тухса çӳреттӗм. Унтан преподавательсен йышне пуçтарма тытăнтăм. Тав Турра, çак енӗпе ӗçлесе курнă опытлă вӗрентекенсем килчӗç пирӗн пата, ытларах суту-илӳ техникумӗнчен. Унта халӗ те технологсене, повар тата кондитер ӗçӗн специалисчӗсене вӗрентеççӗ. Малтанласа манпа пӗрле виççӗнччӗ факультетра – Зоя Анатольевна Петухова, Ирина Алексеевна Томилина. Кăшт каярах тепӗр çамрăк вӗрентекене ӗçе илтӗмӗр. Факультетра малтанласа пӗртен-пӗр ен кăначчӗ – обществăлла апатлантару йӗркеленӗвӗн технологийӗ. 

– Елена Лаврентьевна, çак специальноçа илнисем кам пулса ӗçлеме пултараççӗ?

– Тӗрӗс ыйту. Паян кунччен нумайăшӗ обществăлла апатлантару технологӗн ӗçне повар ӗçӗпе пăтраштараççӗ. Тӗрӗс, вӗсем повар та пулса ӗçлееççӗ-ха, анчах  специализацийӗ самай анлăрах. Ӗлӗкрех поварсене училищесенче хатӗрлетчӗç, халӗ вӗсем çук, 3 уйăхлăх курссем кăна. Унта вӗренсе 3-мӗш разрядлă повар пулса тухаççӗ. Колледжсем маларах обществăлла апатлантару технологӗсене хатӗрлетчӗç пулсан, сăмах май, технолог повартан çӳлерех, халӗ çӗнӗ стандартпа вӗсем поварпа кондитер ӗçӗн специалисчӗсене хатӗрлеççӗ. Паллă ӗнтӗ, пурте асăннă специальноçпа кăна çырлахасшăн мар, вӗсен шеф-повар, производство заведующийӗ пулса ӗçлес килет. 

– Сире тӗрӗс ăнлантăм пулсан технолог специальноçне аслă шкулта кăна илме пулать? 

– Çапла, аслă шкулта вӗсем обществăлла апатлантару йӗркеленӗвӗн бакалаврӗсем пулса тухаççӗ. Вӗсем ӗнтӗ управленецсем, обществăлла апатлантару  йӗркелӳçисем. Шăпах вӗсем асăннă сферăна йӗркелесе пыракансем, ахаль технологсем кăна та мар – самай çӳлерех. Эпир обществăлла апатлантару  предприятийӗсен ертӳçисене, шкулпа диета апатланăвӗн тата кулинарипе кондитер продукцийӗн пахалăхӗн контролӗн специалисчӗсене хатӗрлетпӗр. Халӗ тата тем чухлӗ компанисем, фирмăсем обществăлла апатлантарăва кирлӗ савăт-сапа, тӗрлӗ оборудованипе инвентарьсем, аксессуарсем, апата хушмалли продуктсем, тӗрлӗ смесьсем тата ыттине туса кăларассипе ӗçлеççӗ. Çак предприятисенче шăпах пирӗн специалистсем кирлӗ те. Тата çакна та палăртса хăварас килет. Хусанта халӗ те обществăлла апатлантару  предприятийӗн проектировщикӗсене никам та хатӗрлемест, ниша пушă. Кашни проектировщиках ку ӗçе пурнăçлаймасть, мӗншӗн тесен обществăлла апатлантарăвăн хăйӗн специфики. 

– Эсир халӗ кафе-ресторансенчи пӳлӗмсен вырнаçăвӗ пирки калатăр? Сирӗн кун пек дисциплина та пур-и? 

– Çапла, производство, склад, суту-илӳ, администраципе кулленхи пурнăç пӳлӗмӗсем çинчен. Вӗсене чӗр тавар хатӗр продукципе пач та тӗл пулмалла мар условипе проектламалла. Унсăрăн СанПиН нормисене пăсни пулать. Пирӗн факультетра çак дисциплина та пур. Вӗсем ку енӗпе проект хатӗрлесе диплом çыраççӗ. Ăна предприяти уçассипе хатӗр бизнес-план теме те пулать. 

– Елена Лаврентьевна, специалист куçӗпе пăхсан обществăлла апатлантару сферинче ӗçе пурте пӗлсе йӗркелеççӗ-и? 

– Çук. Чи пысăк çитменлӗх – камсем çак ӗçе кӳлӗнни. Камсем уçаççӗ ресторансемпе кафесем? Экономистсем, юристсем. Вӗсем укçа шутла пӗлеççӗ, законсене пӗлеççӗ, анчах обществăлла апатлантару технологийӗн хăйевӗрлӗхне, тӗпел ӗçне ăнланмаççӗ. Мӗншӗн тесен кухня ӗçне лайăх пӗлӳ илнӗ, çӳллӗ квалификациллӗ поварсене, технологсене кӗртмеççӗ. Технолог вӗт шăпах технологи докуменчӗсене йӗркелет. Поварсен вара çак документацие çирӗп пăхăнса ӗçлемелле. Сăмахран, хут çине çырнă-тăк ӗне ашӗн çав-çав пайӗпе усă курмалла тесе, апла çакăнтан пăрăнмалла мар.  

– Факультет патне таврăнас пулсан пӗрремӗш кăларăм çинчен тӗплӗнрех каласа парăр-ха, пурте ӗçлӗ пулчӗç-и?

– Специалитет пӗтерчӗç вӗсем, диплом ӗçне хӗрӗхӗшӗ те ăнăçлă хӳтӗлерӗ. Çурри ытла илнӗ специальноçпа ӗçе вырнаçрӗ. Туслă ушкăнччӗ. Пӗр каччă пирки уйрăммăн асăнса хăварас килет. Вăл «пиллӗкпе» вӗренекенсенчен марччӗ. Анчах ăнтăлăвӗ питӗ пысăкчӗ. Халӗ вăл Мускавра бренд-шеф пулса ӗçлет, çӗнӗ предприятисем – ресторансемпе кафесем уçма пулăшать. Ӗç укçийӗ питӗ те лайăх. Пирӗн патра вӗреннӗ чухне унпа тӗрлӗ конкурссене Мускава та, Питера та кайнă, хăш чух тирпейлӗхӗ çитсе пӗтменнипе вăрçкалаттăм та. Анчах шăпах вăл чи çӳллӗ шая çӗкленчӗ, производствăра, лаборатори ӗçӗсенче пӗрремӗшчӗ ӗнтӗ. 

– Халӗ факультетра миçе ен?

– 2013 çулта туризмпа дизайн кафедрисемпе пӗрлештерчӗç пире. Мӗншӗн тесен туризм та, сервис та, дизайн та – йăлтах тараватлăхпа çыхăннă. Çапла факультет ятне улăштарма та вăхăт çитрӗ. Малтанласа вăл вăрăмччӗ – обществăлла апатлантару йӗркеленӗвӗн технологийӗпе туризмпа сервис тата дизайн факультечӗ. Аса илсе юлма йывăртарах пулнипе кӗскетсе  Тараватлăхпа дизайн тесе хăвартăмăр. 

– Дизайн ятра çапах юлнă пулать? 

– Дизайн тараватлăхăн пайӗ пулин те ăна уйрăммăн палăртса хăвартăмăр, мӗншӗн тесен халӗ нумайăшӗ дизайнер пуласшăн. Капла тӳрех куçа курăнать. Ку енӗпе икӗ юхăм йӗркеленӗ – тавралăх дизайнӗ тата медиа-дизайн. Çамрăксене питӗ илӗртет ку. 

– Обществăлла апатлантару енӗпе мӗн чухлӗн вӗренекенсем?

– Факультетра пӗтӗмпе 700-е яхăн. Чи йышли дизайн енӗпе. Пӗр вăхăт туризмпа студентсен шучӗ чакрӗ, ку ӗнтӗ тӗнчери лару-тăрупа çыхăнчӗ. Кăçал каллех ӳсӗм пур. Мӗншӗн тесен шалти туризм аталанать, Хӗвелтухăç çӗршывӗсемпе хутшăнусем аталанни те витӗм кӳрет. Обществăлла апатлантару енӗпе куçăн та, куçăн мар та пӗрер ушкăн çуллен пуçтарăнать тата пӗр ушкăн куçăн мар майпа вӗренӗвӗн хăвăрт программипе. Кунта çакна палăртса хăвармалла, ку специальноçа тӗллевлӗн суйлаççӗ,  чăннипех те технолог е повар пулса ӗçлес текенсем. Калас пулать, бакалавриатра пӗр курс хыççăнах 3-4-мӗш разрядлă повар профессийӗллӗ пулса тăраççӗ пирӗн студентсем. 

– Вӗренсе пӗтерсен тӳрех кафе е ресторан уçас текенсем йышлă-и?

– Кун пеккисем сахал мар, ытларах вӗсем укçа-тенкӗллӗ çемьесенчен е ашшӗ-амăшӗ ресторан бизнесӗнче ӗçлет. Çавсем хăйсен ачисене тӗллевлӗ пӗлӳ илме яраççӗ те. Вӗсем кирлине ăнланса вӗренеççӗ. Кун пек тӗрев çуккисем те ӗмӗтрен пăрăнмаççӗ. Çавăнпа вӗсене малтанлăха пӗчӗкрех формăллă предприятисем уçма сӗнеп – кафе, закусочнăй, кафетерисем, пиццерисем. 

– Елена Лаврентьевна, Хусанта йышлăн-и вӗсем – сирӗн патра вӗренсе чаплă ресторансем уçакансем? Кампа мухтанатăр?

– Ун пеккисем нумай. Вӗсемпе халӗ те çыхăну тытатпăр, ыйтусем сиксе тухсан канашлама пирӗн пата килеççӗ. Ытларах бизнеса анлăлатас, предприятие проектлас ыйтупа. Маларах каларăм ӗнтӗ, лайăх проектировщиксем Хусанта çукпа пӗрех, çавăнпа хамăр вӗрентме шутларăмăр та. Пӗр хӗрача студент аса килет. Вăл ХФУра юрфак пӗтерсен суту-илӳ сетӗнче кассира ӗçлеме вырнаçнă. Пӗрре вӗсен предприятине те хамăр çинчен каласа пама кайнăччӗ. Вăл пирӗн пата вӗренме килчӗ. Халӗ питӗ те пысăк отелӗн управляющийӗнче ӗçлет, Крымра вырнаçнă вăл. Питӗ лайăх специалист – юридици пӗлӗвӗллӗ технолог тата ӳнер училищине те пӗтернӗ. 

– Ӗç рынокӗнче ку йышши специалистсем хакра апла питӗ.

– Тӗп-тӗрӗс. Ӗç тупассипе малтанхи çулсенче ăнăçсах пымасан халӗ ӗç рынокӗ ыйтнине  тивӗçтерсе ӗлкӗрейместпӗр. Пӗрремӗш практикăна кайсанах пирӗн студентсем ӗçе вырнаçаççӗ те малашне ăна вӗренӳпе шайлаштарса пыма тăрăшаççӗ. Колледжра вӗренекенсем те çавах. Пӗрремӗш практика хыççăнах ӗçлес теççӗ. Кун пек студентсене эпир ирӗклӗ вӗренме май паратпăр. Тӗп услови – сессие вăхăтлă хупасси. Нумайăшӗ икӗ кун ӗçлет, икӗ кун вӗренет. Ӗç паракансем те студентсене майлă пыраççӗ, вӗренӳ сменине кура кăнтăрлаччен е хыççăн ӗçлеме май параççӗ. Ӗç рынокӗнче черет тăрать технологсемшӗн. Ӗç укçийӗ те тивӗçлӗ.  

– Елена Лаврентьевна, кăçал сирӗн факультетра 20 бюджетлă вырăн уçăлать терӗр?

– Ку пӗрремӗш хут мар. Бюджетлă вырăнсем ӗлӗкрех те пулнă, юлашки 2-3 çулта çеç çукчӗ. Кăçал обществăлла апатлантару йӗркеленӗвӗн технологӗсене хатӗрлеме 20 бюджетлă вырăн уçăлать. Ку Хусанта кăна-ха. Анат Камăри филиалта та бюджет пулать – 15 вырăнлăх. Пӗтӗмпе 35 студент тӳлевсӗр вӗренме пултарать. 

– Бюджетлă вырăнсем туса пани республика ертӳçисем обществăлла апатлантару пахалăхӗшӗн, апла пулсан наци сывлăхӗшӗн тăраççӗ темелле? 

– Тӗрӗс, çапла. Професси те актуаллисен шутӗнче. Тутарстанра туризм вăйланса пырать, нумай хăна килет, апла вӗсене лайăх пăхмалла, лайăх çитермелле. Çын вӗт çуралсанах çиес килнипе кăшкăрать. Ку никӗсри кирлӗлӗх. Халӗ цифровизаци, роботизаци, искусствăлла интеллект çинчен нумай калаçаççӗ. Анчах повара, ун аллине нимле робот та ылмаштараймӗ. Эп тем те тутанса курнă – тӗрлӗ оборудованипе усă курса хатӗрленӗ апата. Анчах ăна çын хатӗрленипе танлаштараймăн, тутлă мар, чунӗ çук апатăн. Роботăн тутă туйăмӗ çук. Тăвар та, сахăр та пӗр мар вӗт – ăна çын кăна туйма пултарать. Повар ахальтен мар пӗçернӗ хушăра, кашни технологи операцийӗ хыççăн апата тутанса пăхать.  

– Повара формăра тытăнса тăма йывăрри куçкӗрет. 

– Çапла... кирлӗ тема хускатрăр эсир. Поварсемпе технологсем ахальтен мар апатланăвăн физиологине тӗпчеççӗ. Ку дисциплинăна хам ертсе пыратăп, тӗрӗс апатлану çинчен калаçатпăр унта. Мӗнле-ха тӗрӗс? Пурте тенӗ пек эпир тӗрӗс мар апатланатпăр. Кун валли вара пурӗ те 4 принципа пăхăнмалла. 1-мӗш: мӗн чухлӗ çиетпӗр – çавăн чухлӗ калори çунтармалла та. 2-мӗш: апат веществисем – нутриентсем – пирӗн организма  шайлашуллă виçепе кӗмелле. Сăмах белок, çу, углевод пирки. 3-мӗш: этемӗн организм ачаран хăнăхнă продуктсене çимелле, урăхла каласан фермент системи паллакан япаласене. 

– Эпир çӗрулми çисе ӳснӗ ӗнтӗ, анчах вăл мăнтăрлатать теççӗ-çке?

– Хăш-пӗри ăна риспа улăштарма сӗнет. Хими тытăмне пăхас пулсан рис калориллӗрех. 4-мӗш принцип çинчен каламарăм, ку вăл апат режимӗ. Тата апат культури çинчен те манмалла мар. Ку енӗпе тирпей çукрах. Ректор мана Швейцарие командировкăна янăччӗ çак ыйтăва уçăмлатма. Каярах Швецире, Финляндире те пулнăччӗ. Шкул ачисен апатланăвне тӗпчерӗмӗр ун чухне. Шкулта 5-мӗш класран пуçласа апат культурипе предмет пурри тӗлӗнтернӗччӗ. Шкул столовăйӗсенче «шведский стол» текен системăпа ӗçлетчӗç. Ачасене пӗрремӗш класран пуçласа апат культурине хăнăхтараççӗ. Малтанласа ачасем унта та çисе ярайнинчен самай ытла илсе тултараççӗ. Турилккене апат юлашкипе тавăрса панă чух вара кашнинпе столовăйра ӗçлекен ăнлантарса калаçма тытăнать. «Мӗншӗн кун чухлӗ илсе тултартăн?», «Килӗшмерӗ-и?»... Çапла куллен кун ӗçлесе кирлӗ чухлӗ çеç апатланма хăнăхтараççӗ. Час пулмасть, анчах эффекчӗ пур. 

– Чăваш апачӗ тӗрӗс апатлану дисциплини енчен пăхсан лайăх апат-и? Атту чăваш кухни чухăн теççӗ. 

– Тӗрӗс мар тесе каламăттăм. Хуть мӗнле нацин апачӗ те хăйне май шайлашуллă (сбалансированный ăнлавпа. – Авт.). Университетра эпир Атăлçи халăхӗсен наци апачӗсен рецепчӗсемпе кӗнеке кăлартăмăр. Тутарсен зур-белишне, чăвашсен хуплуне, вырăссен ашпа кукăльне илер. Пӗтӗмлетсен пурин те пӗр евӗр апат – кукăль. Мӗн вăл кукăль? Апат веществисем енчен пăхсан шайлашуллă вӗри апат.  Унта мӗн кирли пурте пур. Чăваш апачӗ чухăн мар – вӗри апачӗ те, чейпе ӗçмелли пылакӗ те, эрех-сăри те – йăлт пур.    

– Тӗрӗс апат патне таврăнас пулсан паян тем те сӗнеççӗ. Нутрициологсем хăйне, диетологсем хăйне. Хăшӗ апатран апата  выçă тытма, теприсем рационран пач çăва е углевода кăларса ывăтма сӗнеççӗ. Кама итлемелле? Тен, ку ытларах бизнес? 

– Тӗп-тӗрӗс палăртрăр. Организма кашни япала – углевочӗ те, çăвӗ те, белокӗ те кирлӗ. Пирӗн технологсем çакна питӗ аван пӗлеççӗ. Диетăсем миллионӗпе. Хам та тытса пăхнă хăш-пӗрне. Пӗр диетăна та наука енчен çирӗплетмен. Пӗр диетăна та кашни çынна сӗнме çук. Диетăра ларакансен веществосен ылмашăнăвӗ пăсăлать, вар-хырăм ӗçӗ аптрать, чирсем пуçланаççӗ. Вегетариан диетине мухтаççӗ, малтанлăха çапла – çăмăллăх кӳрет. Кайран чирсем пуçланаççӗ, этем организмне ашри веществосем кирлӗ. Çу тесен, кальци вӗсемсӗр тытăнса юлмасть. Çавăнпа сывлăхшăн пурте кирлӗ, анчах виçеллӗ кăна. Аристотель хăçанах апат эмел пулмалла, эмел вара апат тенӗ. Çаксене пурне те пирӗн бакалаврсем вӗренеççӗ. 

– Елена Лаврентьевна, хăçантанпа эсир университетра?

– Ăнсăртран лекрӗм кунта. Хусанти ветеринари институтне хӗрлӗ дипломпа пӗтерсен малалла çак вузăн наукăпа тӗпчев институтӗнче ӗçлерӗм. Мӗн ачаран эп хирург пулма ӗмӗтленнӗ. Шкул пӗтерсен Шупашкарти Чăваш патшалăх университечӗн педиатри уйрăмне вӗренме кӗресшӗнччӗ те – пулмарӗ. Тӗрев никамран та çук, атте-анне ял çынни. Яла каялла таврăнтăм. Анне ӗмӗрӗпе шкулта учительте ӗçленӗскер: «Ан пăшăрхан, ӗмӗре ăна аслă пӗлӳсӗр те пурăнса ирттерме пулать», – тесе лăплантарма тăрăшрӗ. Çулталăк ялта ӗçленӗ хыççăн Хусана çул тытрăм. Мӗншӗн ветеринари институтне суйларăм? Çулталăк  ялта сысна ӗрчетекен комплексра оператор пулса ӗçлерӗм. Чӗрчунсене юратни те хистерӗ пулӗ. Тăватă экзамен вырăнне иккӗшне «5» паллăпа тытса çăмăллăнах кӗтӗм. Вӗренсе пӗтерсен ик çулччӗ: е специальноçпа ӗçе вырнаçатăп е наукăра юлатăп. Иккӗмӗшне суйларăм. Ман ун чухне ача та пурччӗ ӗнтӗ. Мăшăрпа Хусанта тӗпленме шутларăмăр. Аспирантура пӗтерсе  ветеринари наукисен кандидачӗ ят илтӗм.  

– Мӗншӗн ӗç вырăнне улăштарас терӗр?

– Паталогоанатом, гистолог пулса ӗçлерӗм. Доцент таран çитрӗм. Тата та лараттăм пулӗ çав ӗçре, анчах лару-тăру йывăррипе, ӗç укçи сахаллипе урăх ӗç шырама тытăнтăм. Çӳреме те инçеччӗ ӗнтӗ – сехет çурă ӗçе çитме, çавăн чухлех каялла таврăнма. Пӗрре çапла ăнсăртран Экономика, управленипе право институтне пырса кӗтӗм, çаплаччӗ ун чух КИУ ячӗ. Виталий Тимирясов ректор Зайцев урамӗнче вырнаçнă çуртра ларатчӗ ун чух. 

– Урамранах кӗтӗр-и?

– Çапла. Кӗтӗм те ректор йышăнасса кӗтрӗм. Профессилле пӗлӳпе тивӗçтерменнине пӗлсе тăрсах. «Ăнланатăп, сирӗн гуманитари енлӗ вуз. Пӗлместӗп кам шутӗнче илме пултаратăр мана, анчах эп ӗçлеме хатӗр. Май пулсан шута илӗр-ха», – терӗм Виталий Гайнулловича. «Илееп», – тет ректор. «Кам шутӗнче?» – ыйтатăп унран. «Вӗрентекен шутӗнче», – тет. Ун чух хальхи естествознани концепцийӗ текен предмет пурччӗ. Физика, хими, биологи, кăштах астрономи кӗреççӗ унта. Виталий Гайнуллович çийӗнчех вӗрентӳ пайӗн пуçлăхне чӗнсе илсе ӗç нагрузкине йӗркелеме ыйтрӗ. Лешӗ шутларӗ те мана эрнере виçӗ кун ӗçлемеллине пӗлтерчӗ. Эп килӗшмерӗм. «Эп эрнере 5 кун ӗçлеме хăнăхнă, 3 кун ман валли мар», – терӗм. Пуçлăх шутларӗ те: «Çав тери аван, ӗçлӗр 5 кун», – тет. Мана экономика факультечӗн деканӗн çумне сӗнчӗç. Паллах, шаннине тӳрре кăлараймасси иккӗлентерчӗ. «Ӗçлес кăмăл пур-тăк, апла пултаратăр», – терӗ ректор. Çапла лекрӗм кунта. 

– Миçемӗш çулччӗ?     

– 2003 çул вӗçӗччӗ. 2007 çултанпа тараватлăхпа дизайн факультечӗн деканӗнче тăрăшатăп. Çак çулсем хушшинче Раççейӗн наукăсен академийӗнче малалла вӗренсе обществăлла апатлантару бакалаврне вӗренсе тухрăм. 2007 çулта диссертаци хӳтӗлесе биологи наукисен докторӗ пулса тăтăм. Чи малтан хамăн вӗрентекенсене – шкултисене –  тав тăвас килет. Ӗçлеме, нихçан та пуç усмалла мар тесе вӗрентнӗшӗн. Шкул пӗтерекенсене вара пирӗн пата вӗренме килме сӗнетӗп.

 

Ирина ТРИФОНОВА калаçнă. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Образование