Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Кӗçӗн классенче вӗреннӗ чухнех пьесăсем çырма пуçланă

Левтина Марьене чăвашла вулакансенчен нумайăшӗ аван пӗлет. Аслисем кăна мар, ачасем те. Вăл чăваш театрӗсем валли пьесăсем те сахал мар çырнă. Унăн тӗрлӗ çулсенче Чăваш кӗнеке издательствинче «Хитре Марье», «Пурçăн кӳлӗ вăрттăнлăхӗ», «Венчете санпа тăрасчӗ» тата ытти кӗнекисем тухнă. Алевтина Никитична Нестерова (Левтина Марьен чăн ячӗ) 1945 çулхи августăн 22-мӗшӗнче Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районне кӗрекен Хурапха ялӗнче çуралнă. «Эп улттăра чух пирӗн çемье Çичӗпӳрте пурăнма куçрӗ. Халӗ икӗ ялӗ те мана хăйсен тесе хисеплеççӗ», – йăл кулать вăл. Алевтина Никитична Чăваш патшалăх пукане театрӗпе Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗнче  ӗçленӗ, Çӗнӗ Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх центрӗнче драма тата вокал кружокӗсем  ертсе пынă. 2001 çултанпа ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ. Пӗлтӗр ăна «Чăваш автономи облаçӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул» медальпе наградăланă.

Юлашки çулсенче Алевтина Никитична пӗчӗк вулакансене илемлӗ те кăсăк кăларăмсемпе савăнтарчӗ. Унăн хайлавӗсенчи сăнарсем ырă кăмăллă, чи япăх персонажсем те вӗçӗнче пурте ырă çынна çаврăнаççӗ. Пӗлтӗр Левтина Марье юмах юратакансене тепӗр парне турӗ – унăн «Шустрый ангелочек» юмах-пьесăсен кӗнеки кун çути курчӗ.
Алевтина Никитичнăпа тӗл пулса унăн пултарулăхӗ пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлме шутларăм.
– Алевтина Никитична, сирӗн псевдонимăр питӗ хăйне евӗрлӗ – Левтина Марье. Вулакансене каласа парăр-ха тархасшăн, мӗншӗн шăпах çавăн пек хушма ят суйласа илтӗр?
– Ку псевдоним маншăн питӗ хаклă, эпӗ ăна ахальтен мар суйласа илнӗ. Анне мана 11 уйăхра  хăварсан кукамай – Мария Антоновна Зарубаева – пăхнă. Вăл ал ӗç тума юрататчӗ. Кукамай çемьере асли пулнă май унăн амăшне килти хуçалăхра пулăшмалла пулнă, çавна кура вăл пӗр класс кăна пӗтернӗ. Палăртса хăвармалла, кукамайпа пӗртăванӗсем каярах пурте тава тивӗçлӗ вӗрентекенсемпе тухтăрсем пулса тăнă. Кукамай вулама кăмăллатчӗ, уйрăмах романсем интереслентеретчӗç ăна. Ирчченех вулани те сахал мар пулнă.
1942 çулта кукамай тăлăх арăм пулса юлнă, мăшăрӗ Марк вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Мария Антоновна хăйӗн тăватă ачине пӗчченех ӳстернӗ, мана та пăрахмарӗ. Манăн псевдонимра икӗ хӗрарăм ячӗ: Марье – кукамая халалласа тата Левтина – Алевтина ятран тунăскер. 2010 çулта «Хитре Марье» кӗнеке кăлартăм, ăна юратнă кукамая халалларăм.
– Литературăри пӗрремӗш утăмăрсем пирки каласа парăр-ха?
– Ача чухне юмахсем юрататтăм. Хам тӗллӗнех çичӗ çулта вулама вӗрентӗм. Питӗ чухăн пурăннăран, тăхăнмалли çукран шкула 8 тултарсан кăна каяйрăм. Çавăнпа кукамай мана хăй тӗллӗн вӗрентме тăрăшрӗ. Вăл библиотекăран «Сто сказок» ятлă хулăн вырăсла юмах кӗнекине илсе килнине лайăх астăватăп. Алфавита хăвăрт ăса хыврăм. Каярах шкулта та тăрăшса вӗрентӗм, 7-мӗш класс таран отличницăччӗ, Мухтав хучӗсем те нумай панă мана.
2-мӗш класра чух çутçанталăк çинчен сăвăсем хайлама пуçларăм. 3-мӗш класра «Манăн ачалăх» ятлă калав, 4-мӗш класра «Алина» ятлă пӗрремӗш пьеса çыртăм. Пӗр класра вӗренекенсемпе ун тăрăх спектакль лартма шутларăмăр, ашшӗ-амăшӗсен пухăвӗ хыççăн шкул сцени çине тухрăмăр. Çавăн чух шкул директорӗ Николай Иванович Кузьмин: «Паян пирӗн шкулта пӗрремӗш драматург – Аля Казанова – çуралчӗ. Маттур, Аля!» – терӗ. Пурте тăвăллăн алă çупса ячӗç.
– Хавхалану çухалнă самантсем пулаççӗ-и?
– Хайлавсем çырма ăçтан хавхалану тупатăп-ши эпӗ – пӗлместӗп. Мана тунсăх пуссан эп çырма ларатăп, кичемлӗх çавăнтах таçта çухалать. Пурнăçра мӗнле йывăр пулсан та, алла калем тытсан пурин çинчен те манса çӗнӗ шӳтлӗ монологсем, пьесăсем, поэмăсем çыратăп.
– Халӗ мӗнле кӗнеке çыратăр?
– Халӗ иккӗмӗш вырăсла кӗнекепе ларатăп. Пӗрремӗшӗ «Шустрый ангелочек» ятпа тухрӗ. Халӗ аслăрах çултисем валли хатӗрлетӗп, унта сăвăсем, калавсем, шӳтлӗ монологсем кӗрӗç. Кун хыççăн чăвашла алçырупа ӗçлесшӗн. Хамăн тăван чӗлхене питӗ юрататăп, вырăс чӗлхине те кăмăллатăп. Хăçан мӗнле – хăш чух вырăсла шухăшлатăп, хăш чух чăвашла.
– Алевтина Никитична, эсир ачасем валли ырă юмахсем, аслисем валли интереслӗ хайлавсем çыратăр. Ачасем е аслисем валли çырма кăмăлларах паратăр?
– Эпӗ – ача-пăча çыравçи, анчах та аслисем валли те çыратăп. Пӗлтӗр Чăваш кӗнеке издательствинче ачасем валли питӗ лайăх кӗнеке тухрӗ, çакăншăн Ольга Васильева редактора тата Екатерина Васильева ӳнерçе тав тăватăп. 20 çул ытла «Чăваш хӗрарăмӗ» хаçатпа çыхăну тытатăп, манăн хайлавсем час-час пичетленеççӗ унта.
– Сирӗн хайлавсем тăрăх лартнă мӗнле спектакльсем курма пулать Шупашкарти театрсен сценисем çинче?
– Эпӗ Н.В.Корчакова чӗререн тав тăватăп, вăл манăн «Пурçăн кӳлӗ вăрттăнлăхӗсем» пьеса тăрăх спектакль лартрӗ. Премьерăра халăх нумайччӗ, куракансем манăн ӗçе пысăк хак парса йышăннине курма питӗ кăмăллă пулчӗ. Чăваш патшалăх пукане театрӗн тӗп режиссерӗ Ю.М.Филиппов «Бабушка с приветом» пьеса тăрăх спектакль лартрӗ. Хăйсен репертуарне çавăн пекех «Добрый Лас» юмаха та кӗртнӗ. Пӗлтӗр коронавируса пула артистсем дистанциллӗ майпа ӗçлерӗç. Пӗрре Юрий Михайлович ман пата шăнкăравларӗ те: «Чăваш çӗрӗ çийӗн хăçан-тăр виçӗ хӗвел çутатнă текен легенда пур. Анчах та информаци сахал кун пирки, шырас пулать», – терӗ. Алина Каликова мана çак легенда пирки кăшт каласа пачӗ. Ман фантази текенни аван ӗçлет. Çапла «Виçӗ хӗвел» легенда çуралчӗ. Кăçал ăна сцена çине кăларасшăн. Районсенче те ман кӗнекери пьесăсем тăрăх спектакльсем лартаççӗ, час-часах шăнкăравласа тав тăваççӗ.
– Хăвăрăн вулаканăрсене мӗн суннă пулăттăр?
– Чи малтанах сывлăх, ăнăçу, телей сунас килет. Манăн хайлавсене юратса вулакансем валли татах та çырас та çырас килет. Кӗнекепе хальлӗхе туслашайманнисене вара пичет кăларăмӗсене юратма, вулама пуçлама сӗнес килет.
– Алевтина Никитична, тавах интереслӗ калаçушăн!
Анастасия ИВАНОВА калаçнă.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев