Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Раççейри паллă хирург тата пултаруллă прозаик Анатолий Волков

Вырăс чӗлхи вӗрентекенӗ ăна филологи факультетне вӗренме кӗме ӳкӗтленӗ пулин те çамрăк Волковра тухтăр пулас ӗмӗт çӗнтернӗ. Анатолий Никандрович Хусанти медицина

Вӑл Чăваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Аслă Елчӗк салинче çуралнă. Тухтăр пулас ӗмӗт ăна ача чухнех тыткăнланă, çав вăхăтрах сочиненисем те ăнăçлă пулса пынă. Вырăс чӗлхи вӗрентекенӗ ăна филологи факультетне вӗренме кӗме ӳкӗтленӗ пулин те çамрăк Волковра тухтăр пулас ӗмӗт çӗнтернӗ. Анатолий Никандрович Хусанти медицина институтӗнчен, Новосибирскри медицина институтӗнчи аспирантурăран вӗренсе тухнă, 1973 çулта доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Тӗрлӗ çӗрте ӗçленӗ.

А.Н. Волков – 600 ăслăлăх ӗçӗн авторӗ, вăл шутра – 9 монографи, 18 вӗренӳ пособийӗ, 20 изобретени. Вăл – Чăваш АССРӗн ăслăлăхӗн тава тивӗçлӗ деятелӗ (1990), Раççей Федерацийӗн тава тивӗçлӗ тухтăрӗ (2011). Тăван чӗлхене сума суни, унăн илемне туйни тата пурнăçăн пысăк опычӗ А.Волкова алла калем тытса илемлӗ хайлавсем шăрçалама хистенӗ. Вулакансем унăн «Çăлтăр мӗншӗн ӳкет-ши?», «И вновь забилось сердце...», «Хирург телейӗ» кӗнекисене хапăлласа йышăнчӗç. Хайлавсенчи сăнарсем – тухтăрсем тата йывăр чире çӗнтерес тесе кӗрешекен çынсем. Чăваш кӗнеке издательствинче çыравçăн «Атте çути» тата «Малалла-ха пурнăç, малалла...» кăларăмӗсем кун çути курнă.

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Литература вăл – ман пурнăçа илемлетекен, хавхалантаракан вăй. Литература пулмасан эпӗ тухтăр та пулаймастăмччӗ.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Хамăн тата ӗçтешсен хирург ӗçӗ-хӗлӗ. Хирург пулман пулсан эпӗ çырма пуçламастăмччӗ.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, Петӗр Хусанкай, Юрий Кузнецов, Иван Переверзин, Станислав Куняев, Лев Толстой, Иван Тургенев.
– Юратнă кӗнеке.
– «Овод» (Этель Лилиан Войнич), «Спартак» (Рафаэлло Джованьоли).
– Май пулнă-тăк мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Петӗр Хусанкайпа, вăл – çынна ăнланакан тата хавхалантаракан этем.
– Пурнăç девизӗ.
– Всегда вперед, назад – ни шагу!
Запомни это навсегда
И, сохранив в душе отвагу,
Не падай духом никогда.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Тетене кăтартаттăм, халь – никама та.
Ольга ИВАНОВĂПА
Ольга ФЕДОРОВА хатӗрленӗ.
Авторсен сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев