Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

ТАЛЛИН ЧĂВАШЛА КАЛАÇАТЬ

Эстонири чăвашсем тăван чӗлхине ан манччăр тесе Таллинри радиора «Ăраскал» ятлă чăвашла-вырăсла кăларăм хатӗрлесе пырать вăл. Уйăхра пӗрре эфира тухать «Ăраскал», 25 минута тăсăлать. Паян кунччен 100 кăларăм ытла хатӗрленӗ ӗнтӗ И.В.Захарова.

Чăваш халăхӗ маттур ывăл-хӗрпе пуян. Шăпа тени ăçта кăна илсе çитермест-ши пире? Ентешӗме И.В.Захаровăна та пурнăç çулӗ 35 çул каялла Эстонин тӗп хулине Таллина илсе çитернӗ. Вăл та ман пекех Чăваш Енри Елчӗкре çуралса ӳснӗ. «Фейсбукри» «Тӗнчери чăвашсем» ушкăнра паллашса туслашрăмăр эпир Ириаида Витальевнăпа. Пӗр урамра çуралса ӳснӗ, пӗр шкулта вӗреннӗ иккен эпир. Кукамайсем те пӗр ялтанах, ача чухне Вăрăмхăвана пӗрмаях çӳренӗ хам та.

«Халăх вӗрентӗвӗн ырă енӗсене çамрăкранах ăша илнӗ çын çеç чăн чăваш çынни пулма пултарать», – тесе пуçларӗ пирӗн калаçăва Ираида Витальевна. Чăваш халăхӗн культурипе историйӗ манăçа ан тухтăр тесе тапаçланать вăл, хăй тăван çӗртен аякра пурăнсан та. Майӗсемпе мелӗсене те хăйех шыраса тупать. Пултаруллă чăваш хӗрарăмне мӗнле кăна йывăрлăхсем урлă иртме тивмен-ши?..

Ираида Захарова Таллинра чăваш культурин музейне йӗркелесе янă, хăйӗн вăйӗпе тытса тăрать ăна вăл. Музейри экспонатсен хушшинче хăйӗн çемйинче упраннă тупра, тус-тантăшӗсен парнисем йышлă. Тăван  ене кайсах çӳрет вăл, кашнинчех музей валли кирлӗ япаласем туянса таврăнать, парне паракансем те тупăнаççӗ тет.

1977 çулта Елчӗк шкулне пӗтерсен Мускава тухса кайнă Ираида. Унта суту-илӳ енӗпе пӗлӳ илнӗ хыççăн Ленинграда çул тытнă. Чылай çул çак хулара вăй хунă, качча тухнă, ывăл ача амăшӗ пулса тăнă. «Ленинградра пурăнма çăмăлах палмарӗ, вара çемьепе Эстонине куçрăмăр», – аса илет çав вăхăта ентешӗм.

Эстонире чăвашсем те пур иккен, 500 çынна яхăн, анчах та чылайăшӗ чăвашла манса пыраççӗ тата  хăйсем чăваш пулнине пӗлтересшӗн мар иккен. Çакăншăн кулянать Ираида Витальевна, чăваш хӗрарăмӗн чӗри çунать.  Эстонире пурăнакан ют халăх çыннисем кăларакан радиопередачăсен хушшинче азербайджансем хыççăн 2-мӗш вырăн йышăнать чăваш хӗрарăмӗ хатӗрлекен передача. «Эпӗ журналист мар, хамăн чӗлхене, халăха юрататăп, çав кăна», – тет Ираида Витальевна.

«Чӗлхе пӗтсен халăх пӗтет», – теççӗ. Эстони чăвашӗсен шучӗпе вара  анне чӗлхине вӗренсен вăл нихçан та пӗтмест.

Чăваш Ен радиовӗпе те çыхăну тытать Эстонири «Ăраскал». Надежда Кириллова журналист чăвашсен хыпарӗсене пӗлтерсех тăрать, пулăшать. Ираида Витальевнăн ывăлӗ вара Эстонири телевиденире хыпарсем кăларса тăрать. Вăл журналистика факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

Ентешӗмпе калаçнăçемӗн чунсем уçăлсах пычӗç, Ираида аппа тахçан пӗлнӗ хурăнташ-тăван пекех туйăнма пуçларӗ. Хăй çырса кăларнă кӗнеке пирки те каласа савăнтарчӗ Ираида Витальевна: «Tšuvašid – Чăвашсем» эстон чӗлхипе тухнă. Çак кӗнекене Эстони Вӗрентӳ министерстви хушнипе кăларнă. «Эпир проект çырса хатӗрлерӗмӗр, кӗнеке 2011 çулта тухрӗ. Ку кăларăм Эстонири халăхсемпе паллаштаракан кӗнекесенчен пӗри, эпир 7-мӗш халăх пултăмăр», – ăнлантарчӗ И.В.Захарова. Тӗлӗнмелле кăмăллă пулчӗ маншăн çак паллашу. Хамăн ентеш пулни, çирӗп кăмăллăхӗ, хастарлăхӗпе хăюлăхӗ вара уйрăмах хаклă.

«Чунне парса ӗçлет», – теççӗ чăвашсем пултаруллă çын çинчен. Чăннипех те ӗçчен Ираида Витальевна, ют çершывра пурăнсан та çепӗç чăваш чӗлхипех калаçать. Ентешӗмпе çав тери мăнаçланатăп. Надина ДЖАВАДОВА.Турци, Стамбул хули. (И.Захарован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев