Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

ТУРКМЕНСЕМ – ТУХЬЯЛЛĂ ХАЛĂХ

Туркменсен туй йăлисем чăвашсенне çывăх. Хӗр килӗшме тăванӗсем мăшăрлăн каяççӗ, качча арчапа тухаççӗ, ăна тултармалли пурлăха мӗн пӗчӗк­рен тӗрлесе илемлетеççӗ. Хӗр пӗркенчӗкӗ те пур. Хӗр вăрлас йăла та чӗрӗ-ха вӗсен. Туй кунне вӗсем халӗ те питӗ илемлӗн калаççӗ, чисти чăвашсем пекех – сехетлӗ кун.

Пирӗн историе кам кăна мӗнле кăна çырса кăтартмасть. Пурте хăйсен тӗпчевӗсенче пӗртен-пӗр тӗрӗс верси калакае пулса тăрасшăн. Шел пулин те, нумай чăваш историкӗ вулама мар, ытларах çырма юратни сисӗнет вӗсем аваллăх анине ашнине тишкернӗ май. Унсăрăн пысăк йăнăшсем туман пулӗччӗç хăйсен ӗçӗсенче хисеплӗ академиксем. Тата компилятивлă (ыттисем маларах каланă шухăшсене тепӗр хут каласа) кӗнекесем çырса кăларать нумайăшӗ.

Пирӗн халăх историйӗнче йăлтах паллă тесе пăнчă лартма васкакансене асăрхаттарас килет. Пирӗн аваллăха шумерсемпе Египет пирамидисем çу­мӗнче шыриччен малтан Вă­там Азире пурăннă тапхăра тӗпчемелле. Чăвашсем финн-угор йăхӗсенчен пулса кайни йă­нăш верси. Мӗншӗн тесен çакна хирӗçлекен темиçе тӳрккес факт пур.

Мари халăхӗпе чăвашсен тӗррисем пӗр тесе çирӗплетекен нумай. Ку тӗрӗс. Вăл халăх аслăрах, ку та тӗрӗс. Атăл çинче чăвашсенчен (е вӗсен несӗлӗсенчен – пăлхарсенчен) маларах пурăнма тытăннă марисем. Çавăнпа тӗрӗсене те пире вӗсем панă текенсем пур. Ку вара тӗрӗсех мар.

Çапла шутлаççӗ Атăлçи чиккинчен тухма хăяйманскерсем. Марисенни, чăвашсенни пек тӗрӗсем Вăтам Азире пурăнакан туркменсен те пур. Вӗсем паллă туркмен кавирӗсем çинче упранса юлнă. Туркменсем мăсăльман пулсан та, пирӗн тӗрӗсенчен уйăрма çук вӗсенне – тӗсӗпе те, эрешӗпе те. Мӗнле пулма пултарнă-ха çакăн пек?

Марисем Азире пурăнман, чăвашсем вара пурăннă. Эпир унтан тухнине, тӗрӗк халăхӗ пулнине çирӗплетекен тӗслӗхсем нумай.

Туркменистан тулă экспорчӗпе тӗнчере иккӗмӗш вырăн йышăнать. Вӗсем ӗлӗкрен тырă туса илес технологие алла илнӗ. Вырăс летопиçӗсем тăрăх, авалхи пăлхарсен выçлăх çулӗсенче те ытлашши, çынна памалли тырри пулнă. Çавăнпа-ши, ял хуçалăх ӗçӗпе çыхăннă пӗрпеклӗхсем пирӗн чӗлхесенче нумай. Вӗсем çинче чарăнса тăрас та килмест, çапах та Ашхабадран Шупашкара çити 3 пин километра яхăн пулнине шута илсен, çак танлаштарусене те çывăха хурас килет. Вырма туркменла «орма», сӗлӗ – «сӳле», урпа – «арпа», уйран – «айран», пыл – «балы», кăçатă – «кеçе адик», тӳшек – «дӳшекçе», пылчăк та «балчык», тăм та «тыын».

Чӗлхе – халăх тӗнӗлӗ. Эпир марисенчен пулса кайнă пулсан, кашни çул тăхăнакан кăçатă та пирӗн вӗсенни пек «межгем» пулӗччӗ, пыла та «муй» тенӗ пулăттăмăр. Çапах ял хуçалăх хатӗрӗсене, хăш-пӗр тырă ятне марисем пиртен илни сисӗнет. Ыраша «уржа» теççӗ, сӗлле «шульо», çурлана «сорла», улăма «олым», йӗтӗне «йытын», кӗнчелене «кӳнчилавондо». Унч­чен вӗсен пулман, хăйсем ят парайман япалана е ӗç хатӗрне халăхсем урăх, цивилизаци тӗлӗшӗнчен вăйлăрах аталаннă халăхăн сăмахӗпе калаççӗ. Ак, тӗслӗхрен, «планшет», «андроид», «смартфон», «айфон», «ватсапп» сăмахсем пирӗн чӗлхене вӗсене шутласа кăларнă акăлчансенчен кӗреççӗ. Эпир вӗсене шутласа кăларман, анчах та çак хатӗрсемпе усă куратпăр. Вăл ют сăмахсем пирӗн чӗлхере хăйсен ячӗсемпех тӗпленеççӗ. Çак тӗслӗхех пирӗнпе туслă финн-угор халăхӗ çине куçарар.  Вăр­мансенче çырла-мăйăр пуçтаракан, хӗллене тискер выльăх тирӗсенчен тумтир çӗ­ле­кен, çуллахи шăрăхра çара­мас çӳрекен (тен, çавăнпах пир-авăр ӗçне тахçанах алла илсе эрешлӗ кавирсем тӗртнӗ, минтер пичӗсем тӗрленӗ пăлхарсем вӗсене «çармăс» тенӗ? Кун çинчен хаçатра пӗрре çырнăччӗ ӗнтӗ, тепре таврăнмăпăр) мари халăхӗ вăйлăрах аталаннă кӳршӗсенчен илекен хăйӗншӗн çӗнӗ япаласене чăваш чӗлхипех чӗнме тытăннă. Çакă V-VI ӗмӗрсенче пулса иртнӗ. Пирӗнпе тӗл пуличчен çармăссен тӳшекӗсем те пулман ахăр, мӗншӗн тесен минтере вӗсем хăйсенле кӳпчык, тӳшеке вара пирӗнле «тӧшак» теççӗ. Тахçанхи пылчăк вӗсен чӗлхинче «лавыра», тăма та «шун» тесе калаççӗ.

VII ӗмӗр вӗçӗнче туркменсен çӗрне арабсем пăхăнтарса ислам сарма тытăниччен унти çынсем зороастризм (ыр-хаяр) ӗненӗвне мала хурса пурăннă. Паян вӗсем 100 проценчӗпех мăсăльмансем пулсан та тӗне кӗменнисен Çӗнӗ çулне – Навруз уявне – халӗ те анлăн паллă тăваççӗ. Ăна патшалăх статусӗ панă. Çак уяв ячӗ пирӗн нарăс уйăхӗн ячӗпе пӗр пек ахальтен янăрамасть. Авалхи халăхсем Çӗнӗ çула çуркунне çитеспе, нарăс уйăхӗнче уявланă. Турк­менсем ăна католиксенчен куçнă чăрăша эрешлетес йăлапа мар, шăтнă тырра сӗтел çине хурса уявлаççӗ.

Кăштах шухăшланă пулсан, çăмăл ăслă ăсчахсем çак пӗрпеклӗхсем мари халăхӗпе пирӗн çуккине асăрханă пу­лӗччӗç. Анчах та кашни çырнă абзац хыççăн «эврика!» кăш­кăрма хăнăхни хăш-пӗрин мими çине тӗтре сарать пулмалла. Истори тронӗ çинче кашнийӗ хăй патша пуласшăн. Сăмах май, пирӗн пата «патша» сăмах та туркмен чӗлхинчен куçнă – падишах теççӗ вӗсем ăна.

Эпир финн-угор халăхӗсенчен пулса кайман, эпир вӗсемпе хутăшса кайнă. Тимӗр шăратса кăрал тăвакан, çар искусстви тӗлӗшӗнчен вăйлăрах аталаннă, кирпӗч çапса хирсенче шӗкӗр хуласем хăпартакан, кӗмӗлтен хăйсен укçине кăларакан, тăмран кăкшăм-чӳлмек çавăракан, тӗрлӗ тӗслӗ вак шăрçаран тухьясем ăсталакан тата çепӗç чăваш чӗлхипе калаçакан йышлă халăх Атăлпа Кама (Чулман Атăл) хушшинче пӗрремӗш патшалăх туса хурать. Мӗншӗн тесен унăн цивилизацийӗ çакна тума май панă. Çак хутшăнуран мӗн чухлӗ тури чăваш пулса кайнă – шутласа пӗтер-ха вӗсене халӗ. Паллах, вӗсем çармăссенче çывăх тăван кураççӗ.

Тухья тенӗрен, туркмен хӗрӗсем халӗ те ăна (тахъя) тăхăнса ташлаççӗ. Унăн пӗлтерӗшӗ те чăвашăнни пекех – качча кайманнисен кăна тăхăнма юрать. Марисен хӗрӗсем те пуçне «такия» тăхăннă ӗлӗк. Анчах та марисем историре туркменсемпе тӗл пулман, кӳршӗллӗ те пурăнман. Вӗсем пирӗн хӗрарăмсен сурпанне те «шарпан» теççӗ.

Туркменсен туй йăлисем чăвашсенне çывăх. Хӗр килӗшме тăванӗсем мăшăрлăн каяççӗ, качча арчапа тухаççӗ, ăна тултармалли пурлăха мӗн пӗчӗк­рен тӗрлесе илемлетеççӗ. Хӗр пӗркенчӗкӗ те пур. Хӗр вăрлас йăла та чӗрӗ-ха вӗсен. Туй кунне вӗсем халӗ те питӗ илемлӗн калаççӗ, чисти чăвашсем пекех – сехетлӗ кун.

Тата пӗр туй уйрăмлăхӗ пур тӗрӗк халăхӗсен. Вăл каярах арабсене те куçнă. Туйра качча тухакан хӗре тăванӗсем ылтăн-кӗмӗл парнелеççӗ. Ăна вăл хăйӗн çине çакса ярать. Енчен те уйрăлас-тăвас пулсан – хӗрарăм упăшкин килӗнчен хăйӗн çинче мӗнле пуянлăх пур (мӗнле пуянлăхпа кӗнӗ арçыннин килне) çавна илсе тухса кайнă. Урăх нимӗнле япала та илме ирӗк пулман. Ытти упăшкин шутланнă. Çавăнпах пулӗ пирӗн чăваш хӗрарăмӗн ылтăн-кӗмӗлтен тунă хушпăвӗ, тевечӗ, сӗлки, ами тата ытти эрешӗсем веçех хăй çине тăхăнмаллисем (йăтса çӳремеллисем) пулнă. Мӗншӗн тесен Атăл çине килсе тӗплениччен эпир выльăх пăхса куçса çӳрекен халăх пулнă. Тăшман тапăнсан та – пуянлăх веçех арăм çинче пулнине пӗлнӗ кил хуçи. Укçана шăтарса илемлетнӗ капăр тума тăхăнса çапăçма кайман. Ку шухăшăн логики çук. Пирӗн хӗрарăмсене ухăпа пеме меллӗрех пултăр тесе хăрах кăкăрне касакан амазонкăсемпе танлаштарни тӗрӗсех мар-тăр вăл. Ама – хӗç тытакан, сăнă ывăтакан мар, чи малтан ача çуратакан пултăр.

Çапла, эпир никам та мар, тӗрӗксем. Чӗлхепе те, йăласемпе те, юнпа та. Гагаузсем пекех пире вӗсенчен тӗн уйăрса тăрать.

Ан пичетлӗр, тархасшăн, пули-пулми ят илнӗ «ăсчахсен» ăнланма йывăр пăтă-пăтти ӗçӗсене. Наука журналӗсене ярса паччăр, илеççӗ пулсан.(Сăнӳкерчӗксем ru.wikipedia.org  сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура