Сувар

Улькка ЭЛЬМЕН: «Телее хамăрăн шырамалла. Вăл пуянлăхра та, ят-сумра та мар. Телей –  сывлăхра»

Улькка Эльмен ятне илтмен çын çук-тăр чăвашсен хушшинче. Паллă прозаикăн «Ма инçе-ши çăлтăрăм?», «Кая юлнă ӳкӗнӳ», «Çирӗп чунлисем телейлӗ», «Упраймарăм сана…», «Сарă кӗпе» кӗнекисене чăваш литературине кăмăллакансем тахçантанпах юратса вулаççӗ, библиотекăсенче черет тăрса илеççӗ, вулав конференцийӗсем ирттереççӗ. «Упраймарăм сана…» романри тӗп сăнар Маша вӗсен чӗринех кӗрсе вырнаçнă. 2012 çултанпах, произведенин малтанхи кӗнеки пичетленнӗренпе, героиньăн шăпи вулакансене калаçтарать, пăшăрхантарать. Икӗ çул каялла Чăваш кӗнеке издательствинче асăннă хайлавăн виççӗмӗш кӗнеки кун çути курнăччӗ. Кăçал вара унăн «Анне çăкăрӗ йӳçӗхмест» калавӗ «Инкеклӗ телей» коллективлă сборникра пичетленчӗ. Пирӗн калаçу шăпах çав хайлав тата литературăпа пултарулăх тавра йӗркеленчӗ.

Ольга Геннадьевна, паянхи çемьери кăткăс лару-тăрăва çутатакан «Анне çăкăрӗ йӳçӗхмест» калав тарăн шухăша путма хистет. Ӗмӗр тăршшӗпе учительте ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă, упăшкипе ывăлпа хӗр çитӗнтернӗ Надежда Ивановна хăйне телейлӗ çын тесех шутланă. Палăртнине пурнăçлама яланах вăй-халӗ çителӗклӗ пулнă, ят-сумӗ, хисепӗ пур. Анчах кил-йыш кимми арканма пуçласан шалт аптăраса ӳкет хӗрарăм. Чи çывăх çын ăна ӗмӗр тăршшӗпе улталаса пурăннă-мӗн. Хайлав сюжетне чăн пурнăçранах илнӗн туйăнать. Мӗн хистерӗ ăна çырма?

– Çул çинче ăнсăртран пӗр хӗрарăмпа калаçса кайрăмăр. Мускавран таврăнатчӗ вăл. Хăй çинчен каласа пачӗ. Упăшкипе пӗр-пӗрне юратса-килӗштерсе чылай çул пурăннă вӗсем, ывăл-хӗр çитӗнтернӗ. Ачисем хитре те йăваш. Мăшăрӗ хăйне урăххипе улталанине калаври Надежда Ивановна кӗтмен çӗртен шкулта пӗлет, çулташ хӗрарăм – урăхларах лару-тăрура. «Пуçран чукмарпа çапнă пек туйăнчӗ. Каçарас тенӗччӗ, анчах ӗмӗр тăршшӗпе шанса пурăннă çын сутăнчăк пулнине йышăнаймарăм, тухса кайрăм. Чи тӗлӗнмелли – кун хыççăн ачасем те ашшӗ енне çаврăнса ӳкрӗç», – терӗ вăл. Çак тӗлпулу хыççăн нумай шухăшласа çӳрерӗм. Арçынсем ватлăх енне сулăнсан чипер пурăннă çӗртенех ютта чупма пуçлаççӗ, çамрăкраххисене тупаççӗ, арăмӗсене хисеплеми пулаççӗ. Ун пек тӗслӗх чылай пурнăçра. Çавăнпа çырас терӗм.

Юлашкинчен те пулин çемье каялла чăмăртанасса шанас килет, анчах Надежда Ивановнăн пурнăçӗ пачах урăх çулпа каять. «Каснă чӗлӗ çыпçăнмасть» тени тӳрре тухать-ши кунта?

– Ку тӗрӗсех. Пурнăçра каялла таврăнакансем, çӗнӗрен пӗрлешекенсем пур, паллах, анчах чылай чухне вӗсем хирӗçсе-вăрçăнса пурăнаççӗ. Çывăх çын улталани çапса хуçать, вӗчӗрхентерсе тăрать. Çак туйăма пусарса пурăнма тивет, вăл пурпӗр çиеле тухатех. Тен, тепӗр чухне таврăнма кирлех те мар. Çав хушăрах паллакан пӗр хӗрарăм, упăшкинчен çамрăклах уйрăлнăскер, мăшăрне каçарманшăн, ăна каялла йышăнманшăн паян та ӳкӗнсе пурăнать. Арçын çӗнӗ арăмӗпе чиперех пурăнать, пӗлӗшӗм халӗ те пӗччен. Пурнăçра çакăн пек тумалла текен саккун çук. Кашни тӗслӗх хăйне майлă, кашнин хăйӗн характерӗ. Юратнă çын сутни – улăштарма май çук лару-тăру. Ачасемпе, мăнуксемпе мӗн виличчен савăнса пурăнас тесен, тен, пурнăç çине хамăрăн урăхла пăхма пуçламалла. Тепӗр чухне хурлану, хуйхă урлă каçма та пӗлмелле. Ватлăхра пӗччен йывăр. Арçынсем хăйсене сунарçă тесе шухăшлаççӗ. Те çутçанталăк çапла тунă вӗсене? Пӗр хӗрарăмпа пурăнакан арçын пур-ши? Калаври Надежда Ивановна та хӗрсе кайнă самантра Мускава çул тытать. Йывăр вăхăта тӳссе ирттерме мехел çитереймест вăл. Кайран, кам пӗлӗ, тен, упăшки патне те таврăнас тейӗ. Эпир ыран мӗн пулассине те пӗлместпӗр вӗт.

– Ачисен куçӗнче те ăнлану тупаймасть Надежда Ивановна. Ывăлӗпе хӗрӗ, Сашăпа Лиза, амăшне пулăшма, хӗрхенме тăрăшманни курăнать. Ачасем хытă чӗреллӗ пулни мӗнпе çыхăннă-ши?

Темшӗн çавăн пек пулать хушăран: ашшӗпе амăшӗ пӗр чӗлхе тупайми пулсан лайăх çемьере çитӗннӗ ачасемех ашшӗ майлă çаврăнаççӗ. Пӗр енчен, эпир, амăшӗсем, яланах çумра, ачасен хăтланкаларăшӗсене йăлт курса тăратпăр, вӗсен пуçӗнчи шухăшӗсене те вулатпăр пуль. Тӗрӗс çулпа уттарас тесе вăрçатпăр та. Ашшӗ ытларах чухне ӗçре, ăна сайрарах кураççӗ. Тепӗр енчен, çитӗннӗ ачасен ашшӗ-амăшне уйрăм пурăнтарас килмест. Пирӗншӗн яваплăха туяççӗ, пире пӗрлех пултарас, лайăх çемьене килсе çӳрес килет вӗсен. Кукашшӗ-кукамăшӗ, аслашшӗ-асламăшӗ мăнукӗсемшӗн те ырă тӗслӗх пуласса шанаççӗ. Ашшӗ-амăшӗ уйрăлни – ачасемшӗн те, çитӗннисемшӗн те ӗмӗрлӗх суран.

– Чылай хайлавра эсир хӗрарăм шăпине çутататăр – тӗрлӗ енчен, туллин. Мӗнрен килет-ши хӗрарăм телейӗ?

– Телее хамăрăн шырамалла. Кунта суйлав пӗлтерӗшлӗ: тӗрлӗ лару-тăрăва хамăр мӗнле йышăннинчен те килет телей. Вăл пуянлăхра та, ят-сумра та мар. Телей сывлăхра тенине шанатăп. Ку чăннипех мăн телей. Çирӗп сывлăхлă пулсан такăнсан та малалла утса кайма, темӗнле ӗç те тума пулать.

– Хайлав çырма пуçăнсан хăвăр ума мӗнле тӗллев лартатăр? Произведени урлă вулакана мӗн калас килет?

Кирек мӗнле хайлав çырма пуçăнсан та яланах пӗр тӗллев манăн – пурнăçра темӗн те пулма пултарать: савăнăçӗ те, хурлăхӗ те. Вулакана манăн нимӗнле йывăрлăха та ан парăн тесе калас килет, мӗншӗн тесен хурлăха парăнса нӗшкени тата хурлăх илсе килет. Темшӗн çавăн пек пулса пырать пурнăçра. Çав вăхăтрах хуйха йышăнса ăна çӗнтерме пикенсен пурнăç лайăх енне каясси куçкӗрет. Яланах лайăххи çинчен шухăшламалла. Пире кашнинех çӗр çине телей курма çуратнă. Хуйхă-суйхă пулатех. Çакна асра тытмалла: вӗсем пире парăнтарса пӗтерме мар, вăйлатма килеççӗ. Унчченхи асап çине паян урăх куçпа пăхатпăр. Вăл пурнăçра пире кирлине панă. Паян çав асапах тепӗр хутчен килес пулсан эпир ăна сăмахсăрах çӗнтерӗпӗр.

– Роман çырма мӗнрен пуçлатăр? Ку ӗçре чи йывăрри мӗн? Мӗн вăхăт ӗçлетӗр?

Вулакансем ман пата шăнкăравласа хăйсен пурнăçӗ çинчен каласа кăтартаççӗ, çыру çыраççӗ. Енчен те вӗсен лару-тăрăвӗ ăша хускатрӗ пулсан эпӗ кун пирки чылай шухăшласа çӳретӗп, çынсемпе калаçатăп, ыйтусем паратăп. Çавăн евӗрлӗрех тӗслӗхсем пурнăçра тата шыратăп. Çынсем ку ыйтăва хапăлласах сӳтсе яваççӗ пулсан ӗçе пуçăнатăп. Чи йывăрри – вăхăт çитменни. Хушăран кунӗпе вунă-çирӗм страница та çыратăп. Кайран пуç канасшăн, çитет тет. Романа пӗр уйăхра та, çулталăкра та çырма пулать тенине илткелетӗп, анчах эпӗ ун пек пултараймастăп. Манăн шухăшласа çӳремелле. Сăнара мӗнле çулпа ярассине пурнăçри лару-тăрупа çыхăнтармалла. Роман çырма вăхăт кирлӗ, пурнăçри тӗслӗхсемпе вăйлатмалла ăна.

– Аслă классенче вӗренекенсем валли сирӗн «Сарă кӗпе» повесть пичетленнӗччӗ. Çамрăк ăру валли хайласси çитӗннисем валли çырассинчен уйрăлса тăрать-и? Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраç валли тата мӗнле произведенисем çырас килет?

– Çамрăксем валли хайласси çитӗннисем валли çырассинчен, паллах, уйрăлса тăрать. Çитӗннӗ çын ăшри туйăмӗсене çиеле кăларма та, пусарма та пултарать, анчах яш-кӗрӗмпе хӗр-упраç пурнăçри пулăмсене пур чухне те тӗрӗс хаклаймасть. Çамрăксем валли çырассине ювелир ӗçӗпе танлаштаратăп. Йăнăш сăмах персе ярасран питӗ асăрханмалла кунта, вӗсем йăлт чăнлăх, усă курмалли тӗслӗх вырăнне хурса йышăнма пултараççӗ. Çав вăхăтрах вӗсем валли çырмаллах. Паян çамрăксен пурнăçне интернет вирхӗнсе кӗчӗ, унта ырри те, усалли те пайтах, вӗсен айванлăхӗпе усă куракан йышланчӗ. Çемьере ыррине çеç курса ӳсекен ачана улталама питӗ çăмăл. Тепӗр чухне ачасем килте ăнлану тупаймаççӗ те ют çынсене ӗненеççӗ-шанаççӗ. Çакă пысăк инкек патне илсе çитерессине туймаççӗ вӗсем. Çавăнпа çамрăксем валли çырнă чухне çакна асра тытатăп: кăткăс лару-тăруран хăтăлма вӗрентекен, çул кăтартса пыракан сăнар кирлӗ.

Кăçал Вăрнарта иртнӗ тӗлпулура эсир çӗнӗ роман çырма тытăнни пирки пӗлтернӗччӗ вулакансене. Мӗн çинчен пулӗ вăл?

– Çапла, çӗнӗ роман çырма пуçланă, ӗç пырать. Хальлӗхе кун пирки калаçмăпăр. Роман çырнă вăхăтра икӗ калав çырса пӗтертӗм: «Инкеклӗ телей» кӗнекене кӗнӗ «Анне çăкăрӗ йӳçӗхмест» тата «Кушак», ачасем валли хайланăскер.

– Çырма пуçăннă та пăрахнă хайлавсем пур-и? Пур пулсан мӗнле сăлтавсене пула вӗçне çитереймен вӗсене?

– Ун пеккисем çук. Пӗрре пуçласан хайлава вулакан патне çитермеллех манăн. Çырман чухне те ку пăрахнине пӗлтермест, эпӗ произведени пирки шухăшласах çӳретӗп.

– Мӗн пирки нихăçан та çырман пулăттăр?

– Хам пӗлмен, ăнланман лару-тăру пирки çырмăп. Сăмахран, вăрçă, революци, колхозсем туни çинчен ниепле те тӗплӗн, вулакан чӗрине хускатмалла çырса параймăттăм, мӗншӗн тесен вăл вăхăтра пурăнман, ку пулăмсене хам витӗр кăларман эпӗ. Вулакан чӗри патне çитес тесен, манăн шухăшпа, эсӗ çыракан хайлаври ӗç-пуç хăвна çывăх пулмалла, вӗсене уççăн курса тăмалла.

Калав-повесть ячӗ тӳрех çуралать-и е хайлава вӗçлесен кăна тупăнать?

Хăш-пӗр чухне хайлав ячӗ тӳрех килет, анчах кайран улшăнать. Пысăк калăпăшлă произведени çырма ларсан малтанах ячӗ пирки шухăшламастăп. Çырнă майăн хам асра тытман лару-тăру сиксе тухать, сюжет йӗрӗ улшăнать. Тепӗр чухне сăнарпа эпӗ хуçаланмастăп, вăл мана ертсе пырать, хăй пурнăçӗпе пурăнма пуçлать.

– Хăвăр сăнарсем хушшинче чи хакли пур-и?

Хам сăнарсене пурне те юрататăп. Вӗсенчен уйрăлма питӗ йывăр мана. Пӗрле йӗретӗп, савăнатăп.

– Пурнăçра сирӗншӗн чи пӗлтерӗшли мӗн?

– Çемьери татулăх. Хам тăлăх ӳснӗрен манăн çемьесене аркатас килмест, ачасен ашшӗ-амăшӗпе пӗрле ӳсмелле. Йӗркеллӗ çемьере кăна йӗркеллӗ çын çитӗнме пултарать.

– Хăвăр кун-çулăрти хăш саманта улăштарнă пулăттăр?

Çынсемпе калаçнă чухне тепӗр кун-çул парас пулсан урăхла пурăнăттăм тенине тăтăшах илтме пулать. Пурнăç çулӗпе утса тухнă хыççăн кăна çын çапла калаять. Анчах пире темиçе çуллăха каялла тавăрас пулсан хамăра мӗнле тытассине пӗлейместпӗр. Пурнăç мӗнле пуласси хамăртан кăна килмест. Çак ăраскала мана çӳлти вăйсем панă пулсан манăн ăна утса тухмах тивнӗ.

– Çамрăк çыравçăсене мӗн сунатăр?

– Хăюллăрах пулма сӗнес килет. Эпир, чăваш çыравçисем, ялтан тухнă. Ялти çамрăксем сăпайлăрах. Хăйсенче çырас пархатарлăх пур пулсан та тантăшӗсем куласран асăрханни, вăтанни ура хурать вӗсене. Çамрăк çыравçăсене çула пӳлме пултаракан пулăмсенчен утса каçма сунатăп. Хăвăр çырнă хайлавсене вӗрентекенсене кăтартма, хаçат-журнал редакцийӗсен алăкне час-часах уçма сӗнетӗп. Унта ӗçлекенсем пурнăçра хăвăра тупма, аталанма пулăшса пырӗç сире. Хăвăр суйласа илнӗ çулран пăрăнма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен юратнă ӗç кăна çынна чăн-чăн телей кӳме пултарать. Çакна эпӗ хам çулсене шута илсе çирӗплетсех калама пултаратăп.

Ольга ИВАНОВА калаçнă.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: