Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Вăхăта парăнман ят

(Анатолий Малышев). Иртнӗ ӗмӗрсенче хăйне евӗр культура феноменӗ пулнă Юркка Иванӗ (Иван Николаевич Юркин, 1863 - 1943) çуралнăранпа мартăн 16-мӗшӗнче 155 çул çитрӗ. Тертлӗ пурнăç пурăнса пуçтарнă пӗлӳ-хăнăхăвӗсем, тăван фольклорта, илемлӗ литературăра, историре палăрнă ӗçӗ-хӗлӗ ăна кăвак хуппи пек чăнлăх патне илсе çитернӗ. Чăваш халăхӗ, аслашшӗсем вӗрентнӗ пек пурнăç йӗрки...

(Анатолий Малышев). Иртнӗ ӗмӗрсенче хăйне евӗр культура феноменӗ пулнă Юркка Иванӗ (Иван Николаевич Юркин, 1863 - 1943) çуралнăранпа мартăн 16-мӗшӗнче 155 çул çитрӗ. Тертлӗ пурнăç пурăнса пуçтарнă пӗлӳ-хăнăхăвӗсем, тăван фольклорта, илемлӗ литературăра, историре палăрнă ӗçӗ-хӗлӗ ăна кăвак хуппи пек чăнлăх патне илсе çитернӗ. Чăваш халăхӗ, аслашшӗсем вӗрентнӗ пек пурнăç йӗрки тытса пынипе çех, хăрушă пăтăрмахсем витӗр тухса, хăйсен ятне, чӗлхине, культурине сыхласа хăварса, паянхи куна çитни - Юркка Иванӗшӗн иккӗленӳсӗр чăнлăха çаврăннă. Çутçанталăкран, тăван халăхӗнчен çивӗч ăс илнӗскер, вӗренсе пысăк пӗлӳ илмесӗрех, çав чăнлăха, халӗ çитнӗ таран уçса пама мехел çитернӗ. Хăйӗн çырас чӗлхипе, шухăшлавӗпе, тӗнчекурăмӗпе вăл Тăхăрьял чăвашӗсенчен сăрхăнса пӗтӗçленнӗ ăс-тăн çимӗçӗ, чăн-чăн чăваш çынни пулнă. Çаксене унăн пурнăçӗпе пултарулăхӗ, чăрсăр гипотизисем çирӗплетеççӗ.

«Эпӗ тӗнчене чăвашсен аваллăхне хӳтӗлеме килнӗ», - тени те Тăхăрьялла янăрать. Хăйӗн пурнăçӗнчи тӗп тӗллевне урăхла калама та пултарайман вăл.

Калав ашшӗ

Патша Раççейӗнче те, каярах та, тăван пахалăхсене тискеррӗн таптанине сӳрӗккӗн пăхса тăма пултарайман чăваша ӗмӗрӗ тăршшӗпех «çиле хирӗç» утма тивнӗ. Çамрăклах ăна вӗренӳ çурчӗсенчен кăлăра-кăлара янă, хӗсӗрленӗ, вăхăт-вăхăчӗпе пичетлемен, «кивӗ пурнăç чури», «хут хурчӗ», «пӗлӳ илсе çитереймен тӗпчевçӗ», «халăх тăшманӗ», «националист» тесе айăпланă. Хăйне йывăр килнӗ тапхăрсенче вăл Владимир Ульяновпа лешӗ гимназист чухнех паллашнипе, Ульяновсен çемйине лайăх пӗлнипе хӳтӗленнӗ. Репрессирен ăна ватлăхӗ кăна çăлса хăварать.

«Ӗмӗр тăршшӗпех çыруçă ӗçӗсене илсе пыракан, Акциз управленийӗн инспекторӗ пек пӗчӗк ӗç вырăнӗсенче ӗçлесе, пӗтӗм чунăмпа чăвашла илемлӗ литература пултăр тесе тăрăшрăм», - тесе пӗтӗмлетет вăл 1926 çулхи пӗр çырăвӗнче. Тăрăшни сая кайман çыравçăн. Ăна таса кăмăллă саманташӗсем «Чăваш литературин ашшӗ» (Г.Комиссаров), «чăвашла калавсен ашшӗ» (В.Родионов) тесе аслăлатни Юркка Иванӗн ӗçӗсене вырăна хуни пулать-тӗр.

Ентешсен чӗлхипе

И.Я.Яковлев çырулăхӗ çуралсан нумай та вăхăт иртмест, пуçласа тăван чӗлхепе хайлавсем çыраканӗ Пӳркел чăвашӗ тăван чӗлхепе те илемлӗ çырма пулнине çирӗплетет. Унăн ӗçӗсене нумайăшӗ хурлать, кирлӗ мар аппалану тесе тиркет. Нимӗн те шухăшласа кăлармасть вăл, ентешӗсем епле калаçаççӗ - çав чӗлхепе çырать. Ăнланмалла та янăравлă килсе тухать. Каярах çак чӗлхе мӗнпур чăвашсемшӗн литература чӗлхи пулса тăнинчен ним тӗлӗнмелли те çук. Тăхăрьяла кӗрекен ялсем темиçе ӗмӗр хушши чăвашсен авалхи йӗркисене чăнласа пурăннă. Сӗве çаврăмӗн чăваш утравӗнче пурăнакансем çине кӳршӗллӗ пурăнакан халăхсем ытла витӗм кӳрейменрен, чӗлхе хăйӗн тасалăхне сыхласа хăварнă.

Вăхăт палли

Юркка Иванӗ кивӗлле чӗлхепе çырнă тесе шухăшлакансене, çав чӗлхе чăваш литературин пӗрремӗш утăмӗсенчи пусма пулнине аса илтерес килет. Паянхи çыравçăсем, паллах, урăхла çыраççӗ. Б.Чиндыков пек, Н.Исмуков пек çырма миçе пусма пусса хăпармалла пулнине куç умне кӳрсен, пурте хăйӗн вырăнне ларать. Юркка Иванӗн натурализмне хăш-пӗр тишкӗрӳçӗсем соцреализм виçисемпе хаклани - вăрттăнлăх мар. Анчах эпӗ вырăссем Аввакумăн «Житийине», «Задонщинине», «Повесть временных летне» чӗлхе енчен тиркесе çырнине тӗл пулман. Юркка Иванӗ кивӗ чӗлхепе çырнисене тиркекенсем паян та йышлă. Асра тытăр, вӗсем пирӗн «Житиесем», «Задонщинăсем». Чӗлхе - вăхăт палли.

Вӗрентекенӗсем

Юркка Иванӗн этнографилле ӗçӗсене те тӗрлӗрен хаклакансем пур. Ытларах япăх енчен. Пӗлӳ илсе пӗтереймен тӗпчевçӗн вӗрентекенӗсем, ăна çул уçса пыракансем камсем пулнине асăнмасăр хăварас килмест. Хусан университечӗн профессорӗсем: Н.И.Ашмарин, Н.Ф.Катанов, В.К.Магницкий, Хусанти тӗн академийӗн профессорӗ Н.В.Никольский Юркка Иванне мӗн çинчен, еплерех çырмалли çинчен куллен-кун вӗрентсе, унăн ӗçӗсене куçран вӗçертменни çинчен пӗлмен çынсем çех çапла шухăшлама пултараççӗ. Паллах, Юркка Иванӗн этнографилле ӗçӗсем чăвашсем çинчен пуçласа çырнисем мар. Юрă, юмахсем, йăла-йӗркесене пухакансем Юркка Иванӗчченех пулнă, сахалăн та мар вӗсем. Вырăс асчахӗсем те чăвашсене тимлӗхсӗр хăварман. Авторӗсем, пирӗн йӗркесене вырăна хуман тӗпчев ӗçӗсемпе танлаштарсан, Тăхăрьял чăвашӗ хамăр культурăна шалтан пӗлни, юратса çырнине асăрхатăн.

Чăваш аваллăхӗ

Чăвашсем çинчен вырăссем 17-мӗш ӗмӗрччен ним япăххине те çырман. С.Разин, Е.Пугачев пăлхавӗсем хыççăн чăвашсен менталитечӗ палăрмалла улăшăнать. Раççейри вак халăхсене вăйпа тӗне кӗртме тытăнсан, официаллă пичетре чăвашсене мӗскӗнлетсе, хурласа, мăшкăллашса çырасси йăлана кӗрет. Ку ӗçре уйрăмах чиркӳ çыннисем хастарлăх кăтартаççӗ. В.Татищев, В.Сбоев, В.Магницкий, А.Фукс пек малта пыракан ăсчахсем анчах чăвашсен аваллăхӗ çинчен тӗрӗс çырма тăрăшаççӗ. Чăваш чӗлхи Атăлçи Пăлхар çӗрӗнче патшалăх чӗлхи пулни çинчен асăнаççӗ. Çак тапхăрта наукăра чăваш чӗлхи çине тимлӗх уйăрăнать. Санкт-Петербург университетӗн ӗçченӗ, чăвашла пӗлекен тутар çынни Х.Феисханов, 10-13-мӗш ӗмӗрсенче вилтăприсем çине лартнă чулсем çинчи араб графикипе усă курса çырнă чăвашла сăмахсем тупса вулать. Çак тупăм чăвашсен мăн аслашшӗсем Атăл пăлхарӗсем пулнине наукăра никӗслет.

Пăлхар тымарӗсем

Етӗрне чăвашӗсен хушшинче ӳссе çитӗннӗ чăвашла пӗлекен тепӗр вырăс ăсчахӗ Н.Ашмарин, чăваш чӗлхи çине таянса, чăвашсем - Атăлçи пăлхарӗсен пӗртен-пӗр тăсăмӗсем пулнине хăйӗн «Болгары и чуваши» ӗçӗнче уçса парсан, çак теорие пӗтӗм тӗнчипех ырласа йышăнаççӗ.

Николай Ашмаринпа туслă пулнă Юркка Иванӗшӗн çакă малалла ӗçлеме хавхалантаракан чӗнӳ пулнă. Вăл хăйӗн шухăшӗсене «Золотой ключ к разгадке тайн Волжско-Камской Болгарии» тата «Чуваши» ятлă ӗçӗсенче уçса парать. Ку ӗçсем ăсчахсен хушшинче тавлашусем çуратаççӗ. Ахрăмӗ пăлхарсен çӗршывнех çитет. Вӗсен ырă хаклавӗсем этнографа вăй хушаççӗ.

Иртме юраман

Юркка Иванӗ хăйӗн тӗпчев ӗçӗсене, çав йышши çынсемшӗн питӗ йывăр тапхăрӗнче илсе пынă. Раççейри вак халăхсене вырăса çавăрса çутта кăларнă чух, вырăс мар халăхсене тимлӗх уйăрни - патшалăхăн наци политикине хирӗçлени пулнă. Синодăн оберпрокурорӗ, Раççейӗн çутӗç министрӗ Д.А.Толстой шухăшӗнчен «…Конечной целью образования всех инородцев в пределах нашего Отечества бесспорно должно быть обрусение их и смешение с русским народом...» (История педагогики. М.1982г.с.269) никама та иртме юраман.

Икӗ пая

ХХ ӗмӗр пуçламăшӗнче чăваш интеллигенцийӗ чăваш халăхӗ тӗнчерен çухалас хăрушлăха туйса илет, халăхсенче хăйсен пуласлăхне сыхлас ӗмӗт çуратать. Çӗршывра революцилле юхăм сарăлнă çулсенче тутарсенчен Г.Исхаки те «Исчезнование через 200 лет» ӗçӗнче несӗллӗхе çухатнипе пăшăрханать. Çак тапхăрта пуç çӗклекен чăваш интеллигенцийӗ икӗ пая уйрăлса каять. Пӗрисем И.Я.Яковлев хыççăн каяççӗ: «…Народ, стоящий на низшей ступени культуры, погруженный во мрак особого невежества …нам, чувашам не суҗдено играть в истории самостоятельную роль. Мы рано или поздно должны слиться с русскими…» (Из переписки. Чебоксары.1989г.с.235). Аслă вӗрентекенӗмӗр ку сăмахсене шовинист пек йӗрӗнсе мар, чунне ыраттарса, хӗрхенсе каланă пек туйăнать. Теллевӗ: тăван халăха вырăссен шайӗнчи цивилизацие çӗклесси пулнă. Чăвашран вырăса тухма ӳсӗмри икӗ сыпăк та çителӗклӗ. Анчах çав çынсем чăваш культурине манаççӗ, вырăс культурипе паллашманскерсем çех пулса юлаççӗ. Национальность вăл чӗлхе пӗлни çех мар.

Пуянлатма тивӗç

Вӗреннӗ çынсен тепӗр ушкăнӗ Юркка Иванӗн шухăшӗсемпе килӗшсе, халăх пуласлăхне авалтан килекен тăван пахалăхсемсӗр, куç умне те кӳме пултараймаççӗ. Юркка Иванӗн: «Кашни пӗлӳ илнӗ чăваш çынни хăйне çитӗнтернӗ халăхăн культурине вӗренмелле тата хакла пӗлмелле. Этемлӗх ăс-хакăлӗнче упранакан пӗлӳ-çитӗнӳсем, тăван пахалăхсем витӗр улшăнса, халăх сăн-сăпатне çухатмасăр, унăн ăс-тăнне пуянлатма тивӗç…» - тенӗ сăмахӗсем вӗсемшӗн кӗрешӳ ялавне çаврăнаççӗ. 1917 çулхи революци хыççăн наци идеологӗ пулнă Çеçпӗл Мишши те пурнăçри улăшăнусене тăван культурăна çăлакан пулăм пек кӗтсе илет. Халăхра палăрнă сăмах ăстисем: Мӗтри Юман, Николай Шелепи, Георгий Тал-Мăрса Петӗр Хусанкай, Митта Ваçлейӗ, Ираида Петрова тата ыттисем те «Сарă кун çӗршывӗнче» пулса иртнӗ пулăмсем пирки хайлавсем çыраççӗ.

Çаксем Юркка Иванне хавхалантарнă, вăл акнă вăрлăхсем шăтса тухнăн туйăннă. Анчах сталинла репрессисем пуçлансан, тăван халăхне юратакансене националистсем тесе айăплама пуçлаççӗ. Усаллăх çӗнйӗркелӳ пуçланичченех хуçаланать вара.

Ниме пăхмасăр

Ӗмӗрсен авăрӗнче икӗ вăй çапăçаççӗ. Пӗр тапхăрта - ырă, тепӗр тапхăрта - усал çиеле тухать. Улăшăну тапхăрӗсем саманана та, çынсен ăнланăвӗсене те улăштарса яраççӗ. Чăвашсем ХХ ӗмӗрте усал хуçаланнă тапхăрта пурăнса ирттерчӗç. Манăн çакна хак парас тӗллевӗм çук. Сăмах урăххи çинчен. Пирӗн историре Юркка Иванӗ пулни, унăн ӗçӗсем, шухăш-ӗмӗчӗсем çулсем иртнине пăхăнмасăр, пирӗн ăс-хакăл тӗнчинчен тухманнин сăлтавӗсемпе канăçсăрланатăп. Ниме пăхмасăр вӗсем малалла талпăнаççӗ. Паянхи пурнăç кăларса тăратнă кăткăс ыйтусемпе çыхăнса каяççӗ. Юркка Иванӗ ӗмӗр каялла хускатнă ыйтусем, паянхи ятарлă пӗлӳсем илнӗ ăсчахсен ӗçӗсенче (В.Каховский, В.Дмитриев, В.Егоров, А.Салмин, Г.Тафеев тата ыттисен те) тӗрлӗ енлӗ наукăри юхăмсене çаврăнчӗç. Юхма Мишши те чăвашсен историйӗ çине Юркка Иванӗн куçӗсемпе пăхать. Юркка Иванӗн аллине тата нумай çамрăк тӗпчевçӗсен ӗçӗсенче туйма пулать, анчах темле тӗллевпе хăйсене çул кăтартаканӗн ятне асăнма манса каяççӗ. Чăваш культурипе историйӗнче Юркка Иванӗн вырăнне кӗçӗнлетесси - йăлана кӗнӗ пулăм. Патша саманинче ăна миссионерсене хирӗç пынипе, советсен саманинче юнлă улăшăнусене йышăнманшăн манăçа кăларасшăн пулнă. Хальхи вăхăтра Шупашкар идеологӗсен ăсӗнче тӗрӗс мар ăнлав хуçаланать. Юркка Иванне çӗклени И.Я.Яковлевăн ятне «кирӗк тивертме» пултарать имӗш. И.Я.Яковлев чăвашсемшӗн тунă ӗçӗсен пӗлтерӗшӗ пирки никам та иккӗленес çук, анчах Юркка Иванӗн ӗçӗсене те манас марччӗ. Вӗсем иккӗшӗ те, мӗнле ӳссе çитӗннине, пӗлӳ илнине, мӗнле ушкăнсенче ӗçлесе пурăннине пăхмасăр, тăван халăхӗшӗн чунӗсене парса ӗçленӗ çынсем, Тăхăрьял таврашӗнчи чăвашсем. Çавсенчен пӗри хăйӗн пурнăç тӗллевне ăнăçлă карьера тăвас шухăшпа улăштарать, тепри - çамрăклах суйласа илнӗ пурнăç девизне мӗн виличченех парăнса пурăнать.

Авлансан

И.Я.Яковлев тăван халăхне халалланă ӗçӗсем: « Чувашский праздник Учук», университет вӗçленӗ чух çырнă диплом ӗçӗ тăван халăх йăли-йӗркисемпе мăнкăмăлланса çырнăскер пулнă. Лару-тăру вăл Е.А.Бобровниковăпа пӗрлешсен тӗпрен улăшăнать. Арăмӗн хăйматлăх ашшӗ Н.И.Ильминский чăваш кӗрӳшне хăйӗн вӗрентӳ программине ӗçе кӗртме явăçтарать. Унта чăвашлăха вырăн пулман. Малалла веçех «хуньăш хушсан кӗрӳшӗ йытта шăварма та хатӗр» тенӗ пек килсе тухать.

Çынсенчен вӗренесчӗ

Пирӗн халăхăн ӗмӗр хумӗ пулнă тăвансене çуртасем пӗтӗрсе пӗрлештерес ырă йăла пур. Ансат та ăнланмалла вăл. Çуртасем пӗрле çунни шанчăк ӳстерет, вăй парать, теççӗ. «Пӗрлӗхре - вăй», - тенӗ пирӗн асаттесем. И.Я.Яковлевпа Юркка Иванӗ хушшинчи хирӗçӳсем - идейăллă хирӗçтăрусем. Ун йышши пулăмсене эпир вырăссен хушшинче пулнине тӗл пулатпăр. Л.Толстойпа И.Тургенев, В.Маяковскипе С.Есенин пӗр-пӗрне тӳсме пултарайман. Паян эпир çав уйрăмлăхсене пачах туймастпăр, вӗсем Раççей çăлтăрӗсем. Политикăри тăшмансене те ăнланса йышăнмалли тапхăрсем çитрӗç, кусем пирӗн общество çӳллӗрех шая çӗкленнине кăтартаççӗ. Иван Яковлевпа Юркка Иванӗн ӗçӗсене те çынсенчен вӗренсе хакласчӗ.

Музей пуянланать

Юркка Иванӗ çуралса ӳснӗ ялта унăн ашшӗн çурчӗ сыхланса юлнă. Çурт ӗçлеттерме Иван ывăлӗ те пысăк пай кӗртнӗ. Çуртăн путвалӗнче типографи уçса чăвашла «Пулхар» хаçат кăларас ӗмӗчӗ те пулнă унăн. Çав чул çуртра 1998 çултанпа писателӗн тата этнографăн музейӗ ӗçлет. Музей йӗркелес ӗçе Чăваш патшалăх ăслăлăх институчӗ ( вăл вăхăтри директорӗ А.А.Трофимов), Чăваш Наци Конгресӗн ун чухнехи ертӳçи А.П.Хузангай, чăваш таврапӗлӳçисен пӗрлӗхӗн ертӳçи В.П.Станьял пысăк пай кӗртрӗç. Вăхăт шăвать. Паян,ЧПĂИ ӗçченӗ Ю.В.Яковлев вырнаçтарнă экспонатсем çумне çӗннисем хутшăнса пыраççӗ. Пире яланах Юркка Иванӗн çемйин шăпи кăсăклантарнă, тӗпчеме хистенӗ. Пурнăçа интернет пырса кӗни пире çак ӗçре пысăк пулăшу пачӗ. Мускавра, Калмыкинче, Украинăра, Уралта, Чулхулара, Саратовра пурăнакан тăванӗсемпе çыхăнăва кӗтӗмӗр. Вӗсем мăн кукашшӗн ялне килсе çӳрекен пулчӗç. Çавсен урлă Юркка Иванӗн халиччен паллă пулман сăнӳкерчӗкӗсем тупăнчӗç, музейре вырăн тупрӗç, ачисен шăписем уçăлчӗç.

Çавра çул тӗлне

Юркка Иванӗ çуралнăранпа 155 çул çитнине халалласа мартăн 15-мӗшӗнче ялти шкулта наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта Пăва, Çӗпрел, Теччӗ районӗсенчи вӗренекенсем, çыравçă тата этнограф пурнăçӗпе, пултарулăхӗпе кăсăкланакансем хутшăнчӗç.

Ăслăлăх пухăвӗ Юркка Иванӗн чăваш тӗнчинчи вырăнне палăртассине те шута илсе ӗçлерӗ. Шел пулин те, ӗмӗр каялла «чăвашсен аваллăхне хӳтӗлеме килнӗ» Пӳркел чăвашне паян хăйне хӳтӗлеме тӳр килет. Чăнлăх пӗрре çех: Юркка Иванӗ пурнăçӗпе пултарулăхне тăван халăха халалланă. Çак этнографăн тата çыравçăн ӗçӗсем халăх пурлăхӗ пулса юлчӗç, халăхӗ вара эсир пулатăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев