Анне кун пек хăтланмасть
Çырчаллинче амăшӗ икӗ çулти ачине мӗн тӗллевпе хваттере питӗрсе хăварнă-ши? Пепки имшерленсех кайнă, калаçма та, утма та пултарайман...
Çырчаллинче суд сакки çине çак кунсенче нумай ача амăшӗ ларнă. Куççуль витӗр каçарма, ачисене хăйӗнпе хăварма ыйтнă вăл. «Челнинские вести» пӗлтернӗ тăрăх, ку аннен çылăхӗ вара чăнах та çук мар.
Нумай пулмасть кӳршисем çак çемьен хваттерӗнче пӗр вӗçӗмсӗр ача йӗнипе полицие чӗнтернӗ. Полици сотрудникӗсем хваттере кӗреймен, мӗншӗн тесен вӗсене уçакан пулман, шалтан ача сасси вара чăнах та илтӗннӗ. Йӗрке хуралçисен алăка çӗмӗрсе кӗмелли кăна юлнă. Хваттерти хăрушă курăнăва сăмахпа каласа кăтартма та май çук. Амăшӗ икӗ çулти ачине мӗн тӗллевпе хăйне кăна питӗрсе хăварнă-ши? Ача хăйне çав тери япăх туйнă, имшерленсех кайнă, калаçма та, утма та пултарайман. Юрать-ха, кӳршисем тимлӗхе çухатман, унсăрăн трагеди пуласси те инçе марччӗ-тӗр. Полици сотрудникӗсем пепкене çийӗнчех ача çуртне илсе кайнă. Медицина ӗçченӗсем кирлӗ пулăшу парса ӗлкӗрнӗ.
Нумай ачаллă анне хăй йăнăшне йышăннипе-ши суд хальхинче ун енӗпе çирӗп мерăсемех йышăнман, 5 пин тенкӗ штраф кăна тӳлеттерме приговор йышăннă. Паллах, малашне çул çитменнисемпе ӗçлекен инспекторсен тимлӗхӗнче пулӗ-ха вăл. Анчах ачине чутах вӗлермен хыççăн та лăпкăнах çывăрӗ-ши хăй?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
4 июля 2022 - 09:28В Канашском транспортно-энергетическом техникуме состоялось вручение дипломов выпускникам 2021-2022 учебного года Представители АО «Транснефть - Прикамье» приняли участие в церемонии вручения дипломов выпускникам Канашского транспортно-энергетического техникума – одного из корпоративных образовательных центров компании. Всего дипломы получили 260 выпускников: 169 человек - по программам подготовки квалифицированных рабочих, 91 человек - по программам подготовки специалистов среднего звена, 59 из которых будут направлены для трудоустройства в 10 организаций системы «Транснефть» от Балтики до Восточной Сибири и Дальнего Востока.4800
-
3 июля 2022 - 11:19Çамрăксем нумайччӗ ялта ун чух... Зиновий Петрович Морозкин пысăк стажлă культура ӗçченӗ. Вăхăтӗнче Чăваш Чакăлтăм клубӗн ертӳçи, район Ӗçтăвкомӗн культура уйрăмӗн инспекторӗ, Аслă Тарханпуç Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи, Пăхăрçă клубӗн ертӳçи пулнă. «Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчен пуçланă хамăн ӗç çулне, Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчех вӗçлерӗм», – шӳтлет вăл хăй кун пирки.15500
-
3 июля 2022 - 10:12Кунта телефонра ларма вăхăт çук Хальхи саманара кашнин аллинче мобильлӗ телефон пур. Çакă пӗр енчен питӗ аван – пур ӗçе те ниçта та каймасăрах татса пама май парать смартфон. Тӗрлӗ ӗç тума пӗрлешнӗ çынсем час кăна Ватсап мессенджерта ушкăн йӗркелеççӗ, кирлӗ ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Лагере çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем валли те çапла ушкăн уçрăмăр Ватсапра. Кунсерен ачасем мӗнле каннине сăн ӳкерсе çавăнта вырнаçтартăмăр. Ашшӗ-амăшӗсем питӗ кăмăллă пулчӗç, лагерь пуçлăхӗпе воспитательсене нумай тав сăмахӗ каларӗç. Ачасем хăйсем тата еплерех хавасчӗ! Эппин канăва тӗрӗс йӗркеленӗ шкул çумӗнчи лагерьте – ку чи пӗлтерӗшли.14100
-
3 июля 2022 - 09:01Хӗрарăма хисеплемен арçын Таса Турă Амăшне хисепе хуманнине пӗлтерет «Игнатий владыка, хӗрарăм çăтмаха арçын урлă кăна кӗме пултарать тесе калать хăш-пӗри. Нумай пулмасть пӗр ушкăнра кун пирки калаçу çуралчӗ. «Хӗрарăм вăл арçыннине юраймасан, пăхмасан çăтмаха кӗреймест. Арçын урлă выртать çак çул», – татса каларӗ пӗр хисеплӗ çын. Ман шутпа, вăл йăнăшать. Апла пурнăçра – ӗçре, кил хуçалăхра ырăпа палăрсан та, ачи-пăчине Турра юрăхлă ӳстерсен те, темле кӗл туса пурăнсан та, шухăш-кăмăлӗпе таса пулсан та хӗрарăм арçынна юраймасан çăтмаха кӗреймест пулать? Ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн».11700
-
7 июня 2022 - 17:22Профилактика
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
10 июня 2022 - 09:40Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗПăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ те унта пурăнакан Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ.69000
-
3 июня 2022 - 12:21Хисеплӗ Дмитрий Анатольевич, эпир сире республикăра пурăнакан мӗнпур чăваш ятӗнчен çуралнă кунпа саламласа ăнăçу сунатпăрИюнӗн 3-мӗшӗнче хисеплӗ çыннăмăр, чăваш халăхӗн сумлă та пултаруллă ывăлӗ, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ, Хусанти çу комбиначӗн генеральнăй директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Анатольевич САМАРЕНКИН çуралнă кунне паллă тăвать.88200
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!128300
-
1 июля 2022 - 05:44Паян Нурлатра Уяв, ыран Аксура Июлӗн 1-мӗшӗнче Нурлатри яланхи вырăнта «Уяв» пулать. Унăн вăхăтне июнӗн 25-мӗшӗнчен ятарласа июлӗн 1-мӗшне куçарчӗç, мӗншӗн тесен çак кун Нурлатра тăван чӗлхесене аталантарас тӗлӗшпе зонăри семинар-канашлу иртет48902
-
1 июля 2022 - 09:17АО «Транснефть – Прикамье» модернизировало систему пожарной безопасности в Удмуртском РНУ АО «Транснефть – Прикамье» завершило работы по модернизации системы пожарной безопасности офиса Удмуртского районного нефтепроводного управления25300
-
1 июля 2022 - 13:13На YouTube канале «БуНиБу» размещено новое видео Новый подкаст «Шулай язган» про любовь и отношения.23500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика