Сувар

Çуллахи Микула çитрӗ, çырчаллисем Уява пуçларӗç

Каçхи вăйăсем ӗлӗк шăпах майăн 21-мӗшӗнче пуçланнине шута илсе çырчаллисем çак датăна, вăл хăш куна лексен те, улăштармаççӗ.

Маларах пӗлтернӗ пекех, ӗнер май уйăхӗн 21-мӗшӗнче, Çырчалли чăвашӗсем хулари Çӗнтерӳ паркӗнче Уява пуçларӗç. Кунти чăвашсем хула çыннисене авалхи чăваш йăлипе кăçалхипе 27-мӗш хут паллаштарчӗç.

«1991 çулта Çырчалли чăвашӗсем хулари ипподром чарăнăвӗнчи вăрман çывăхне пухăнсан, чăваш центрӗ йӗркелесе яма шутланă, ватăраххисем çав кунах пуçласа Уяв та ирттернӗ. Çав çултанпа кашни çул эпир хулара Уява пуçлатпăр халӗ. Каçхи вăйăсем ӗлӗк шăпах майăн 21-мӗшӗнче пуçланнине шута илсе çак датăна, вăл хăш куна лексен те, улăштармастпăр. Йывăр çулсенче Уява ирттерес мар текен шухăш та пулнă, анчах халăх ыйтнипе йăлана пăрахăçламарăмăр. Юлашки çулсенче Уявăн вырăнне улăштартăмăр кăна. Халӗ вăл хулари Çӗнтерӳ паркӗнче хула уявӗн статусӗпе иртет», – тет кун пирки Уяв йӗркелӳçисенчен пӗри, «Чӗкеç» халăх ансамблӗн ертӳçи Елена Кондюкова.

Мӗнех калăн, халăх кăмăлне çӗклеме пӗлеççӗ Çырчалли чăвашӗсем, каçхи вăйă çамрăксен мешехи пулнине асра тытса хальхинче те «Чӗкеç» ансамблӗн кӗвентесем йăтса тухнă çамрăкӗсем вăйă выляса Уява уçрӗç. Паллă ӗнтӗ, хула уявӗ-тӗк, официаллă пайсăр пулмасть. Пухăннисене, чăвашсене кăна мар, мӗнпур хула çыннине вырăнти ЧНКЦ председателӗ Александр Павлов, ТР Патшалăх Канашӗн вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн председателӗн çумӗ Анастасия Исаева, Çырчали хула Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Рамиль Халимов, Çырчалли Ӗçтăвкомӗн культура управленийӗн пуçлăхӗ Эльвира Ногманова саламларӗç.

Кун хыççăнах савăнăçлă Уява «Чӗкеç» халăх ансамблӗ йăла йӗркине тӗплӗн кăтартса пачӗ. Куракансене вăл халăх юррисемпе, йăла постановкисемпе тата ташăсемпе савăнтарчӗ. Кăмăл пуррисене пурне те вăйă картине тăратса юрлаттарма та ӳркенмерӗ.

«Чӗкеç» ансамбль çумӗнчи ачасен «Путене» ансамблӗ сцена çине тухсан вара пӗчӗк артистсене куракансем тата хытăрах алă çупса йышăнчӗç. Ачасем юрласа ташланисӗр пуçне сăвăсем те нумай каларӗç, питӗ килӗшрӗ вӗсен пултарулăхӗ çырчаллисене.

Мӗнле Уяв хăнасемсӗр пултăр-ха? Çырчаллисен Уявне Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи «Пилеш» халăх ансамблӗ, Шупашкартан Андрей Шадриковпа Петр Ермолаев юрăçсем килсе çитни ăна тата илемлӗрех те пуянрах кăна турӗ. Ку вара хула çыннисемшӗн кӗтмен парне пулчӗ тесен те юрать.

Май уйăхӗн 21-мӗшӗ ӗç кунӗ пулнине пăхмасăр Çырчалли чăвашӗсем, хулари ытти халăх çыннисем пайтахăн пуçтарăннăччӗ.Таврана каç сӗмӗ карсан та килелле васкакан пулмарӗ-ха, çынсем картана тăрса юрларӗç, юлашкинчен чăваш юрри çеммипе пурте пӗрле ташларӗç. Çапла савăк кăмăлпа пуçларӗç çырчаллисем çурхи уявсене.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: