Сувар

Шăнкăр-шăнкăр шăранать уяв юрри

Çӗр тӗнӗлне çапса кӗртме районăн сумлă çынни, çыравçă, темиçе кӗнеке авторӗ Иван Павлович Павлов тивӗçрӗ.

Сумлă хăнасем трибуна патне çитиччен уяв хӗрсе кăна пычӗ-ха. Тӗп лапама Шупашкарти «Сувар» ташă ансамблӗн çамрăкӗсемпе пӗчӗк ташăçисем, «Çавал» ансамблӗн пурнăç йывăççине туптакан тимӗрçисем, «Çеçпӗл» эстрада ушкăнӗ тата В.Христофоровăн «Янра юрă» ансамблӗ юрласа-ташласа тухрӗç.

Официаллă пайра пухăннисене Нурлат район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи А.Ахметшин, ТР ЧНКА председателӗ Д.Самаренкин, ТР Премьер-министрӗпе Л.Фазлеевăпа ТР культура министрӗ И.Аюпова саламларӗç. РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ф.Сибагатуллин хăй сăмахӗнче сумлă чăвашсем çинчен нумай каларӗ. РФ Думинчи КПРФ партирен депутат Шурчанов Нурлатри Уявпа ТР ЧНКА председательне саламлă телеграмма янине те пӗлтерчӗ. Чăваш Ен Пуçлăхӗн саламне вара ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Константин Яковлев çитерчӗ. ЧНК президенчӗ Н.Угаслов чăваш культурине малалла та çапла упраса хăварса аталантарасси пирӗн кашнин тивӗçӗ пулнине астутарчӗ.

Районти чи пултаруллă çынсене: культура, промышленность, вӗрентӳ, библиотека, МХХ, республикăри ЧНКЦсен ӗçченӗсене Тутарстан тата Чăваш Енӗн Хисеп хучӗсемпе чысларӗç. Нурлат районӗнчи «Çеçпӗл» чăваш ансамблӗ те çав кун киле пушă алăпа каймарӗ, ăна 25 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗç.

Çӗр тӗнӗлне çапса кӗртме вара кăçал районăн сумлă çынни, çыравçă, темиçе кӗнеке авторӗ Иван Павлович Павлов тивӗçрӗ.

Тӗрлӗ тӗслӗ шарсем тӳпенелле вӗçсе кайсанах ваттисемпе çамрăксем алла аллăн тытăнса уяв картине юрласа тухрӗç. Тутарстанри, Раççейӗн ытти регионӗсенчи чăвашсемпе пӗрле уяв картине сумлă хăнасем те тăчӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: