Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Тутарстанри Туслăх çурчӗсем автобуслă пулса тăчӗç

Республикăри наципе культура автономийӗсемшӗн ăçта та пулин мероприятие хутшăнас пулсан, тухса çӳресси йывăрлăх пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çакă чылай чухне укçа-тенкӗпе çыхăннă пысăк чăрмава çаврăнать. Юнкун ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Тутарстан халăхӗсен Ассамблейин Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин республикăри Туслăх çурчӗсен ертӳçисене çӗнӗ микроавтобуссен уççисем пачӗ. Республика ертӳçисем тăрăшнипе Хусанти,...

Республикăри наципе культура автономийӗсемшӗн ăçта та пулин мероприятие хутшăнас пулсан, тухса çӳресси йывăрлăх пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çакă чылай чухне укçа-тенкӗпе çыхăннă пысăк чăрмава çаврăнать. Юнкун ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Тутарстан халăхӗсен Ассамблейин Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин республикăри Туслăх çурчӗсен ертӳçисене çӗнӗ микроавтобуссен уççисем пачӗ. Республика ертӳçисем тăрăшнипе Хусанти, Анат Камăри, Нурлатри, Теччӗри, Менделеевскри Туслăх çурчӗсем 18 вырăнлă автобуссемлӗ пулса тăчӗç. Çырчаллипе Лениногорскра Туслăх çурчӗсем йӗркеленеççӗ кăна-ха, анчах вӗсен трансопрт ыйтăвне те татса панă.

Парламент пуçлăхӗ палăртнă тăрăх, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăрах халăхсен культурине аталантарас тесе ӗçлекен организацисене тӗрев парас тенӗ, мӗншӗн тесен вӗсен ӗçӗн пӗлтерӗшӗ питӗ пысăк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев